Çакăн пирки çине-çинех асăрхаттарса тăраççĕ полици сотрудникĕсем. Пĕлтĕр мошенниксем халăха 286 млн тенкĕлĕх шар кăтартнă.
Палламан номерпе шăнкăравласа /тимлĕ пулăр, 900 номерпе те/ преступниксем хăйсемпе банксен клиентсен службин е хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем тесе паллаштараççĕ, çине-çинех çак ыйтусене параççĕ: «Счет çинче куçарусем пулнă, операцисене хăвăрах пурнăçланă-и?». Çапла майпа хăратса, сирĕн карттăна чарса лартнă тесе граждансенчен карттăн вăрттăн кодне тата ытти цифрăсене ыйтса пĕлеççĕ.
ШĔМĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ асăрхаттарать: çакăн евĕр шăнкăравсем килсен палламан çынсемпе калаçăва тÿрех вĕçлĕр. Ыйтăва банк ĕçченĕсем патне шăнкăравласа е офиса кайса татса парăр, банк карттин тÿнтер енче палăртнă номерĕ çине шăнкăравласа ыйтса пĕлĕр, илтнĕ хыпара тĕрĕслĕр. Банк ĕçченĕсем карттă çинчи кодсене нихăçан та ыйтманнине асрах тытăр.
Электрон почти е телефон çине эсир машина выляса илнине, сире патшалăх компенсаци панине е тата ыт. те пĕлтерекан хыпарсем, вĕсен хыçĕнче ссылкăсем килеççĕ. Вĕсем çине кĕресрен те асăрханăр, унсăрăн мошенниксен аллине лекетĕр, е информацисене вăрлакан вируссем çаклатас хăрушлăх та пур.
Юлашки вăхăтра Интернет урлă тавар сутасси тата туянасси те вăй илчĕ. Ултавçăсем пайтах унта. Çавăнпа та питĕ тимлĕ пулăр, хăвăра улталама ан парăр. Çухалнă укçа-тенке тавăрасси иккĕленÿллĕ.
А.АДЮКОВ,
районти полици пайĕн сотрудникĕ.