Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрату килĕшÿре çуралать

Юрату килĕшÿре çуралать

Ылтăн алăллă

Таяпа Энтри ялĕнче Петров хушаматлисем сахал мар. Анатолипе Ирина Петровсем те кунта 30 çула яхăн пурăнаççĕ. Елчĕкре çуралса ÿснĕ Анатолий Евстафьевич шăпа амăшĕ çуралнă яла илсе çитерессе тĕлĕкре те тĕлленмен. Ашшĕпе амăшĕ, Евстафий Пантелеймоновичпа Феоктиста Павловна, кĕçĕн ывăлĕ тĕп киле юласса шаннă, анчах малашлăха пысăк ĕмĕтсемпе пăхакан çамрăка çурт вырăнĕ хĕсĕкки, çĕр лаптăкĕ пĕчĕкки, çитменнине юшкăн аптăратни шухăшлаттарнă. Çавăнпа та авлансан хăй ĕçлекен предприяти – мелиораци – Таяпа Энтринче кăшкарне туса лартнă çурт сĕнсен – вăл килĕшнĕ. Паллах, çул çÿресси çăмăл пулмĕ, кĕрлĕ-çурлă çанталăкра пылчăк ашмалла, хĕлле Çÿлти урама юр хÿсех хурать. Çакă хăратман çамрăк мăшăра. Хăйсен кĕтесĕ пурришĕн хĕпĕртенĕ çамрăксем çанă тавăрса ĕçе пуçăннă. 1992 çулта унта пурăнма куçнă.

Сăмах май каласан, маларах асăннă организаци 4 çемьен пурнăç условийĕсене лайăхлатса çуртсем туса панă.

– Малтанах ларса апатланма сĕтел те пулман пирĕн, – иртнине аса илет кил хуçи.

Икĕ алла пĕр ĕç тесе кашни япалана хăй тытса тунă Анатолий. Кирек мĕнле ĕçе те тиркеменрен халĕ вĕсен хуçалăхĕ инçетренех типтерлĕн курăнать. Çурт умĕнче пахча. Унта тĕрлĕ улма-çырла, чечексем çитĕнеççĕ. Тепĕр енче виноград тата ытти унччен ăшă çĕрте çеç çитĕнекен çимĕç паракан хунавсем анлă сарăлнă. Урамранах брусчатка сарнăран хапха умĕ те, картиш те илемлĕ. Ниçта пĕр кирлĕ мар япала выртмасть. Хыçалти пĕчĕк пахчара теплица, панулми йывăççисем… Кунтах беседка туса лартнă.

– Çынна тытман, сварка тумалла-и, е сантехника лартмалла, сĕтел-пукан пуçтармалла-и е светильник улăштармалла, кирпĕч хумалла-и е обой çыпăçтармалла… – пурне те пĕлсе, тирпейлĕ тăвас тетĕп. Паллах, пирваях опычĕ пуян пулман пулĕ, ĕçленĕçемĕн хăнăхса, вĕренсе пынă. Чи малтанах ÿркенменни кирлĕ, нихăçан та пĕлместĕп тесе тăман. Пулăшу ыйтакана нихăçан та тĕртсе яман, – тет паян таврара ылтăн аллипе чапа тухнă Анатолий.

Витесем пысăк та хăтлă. Малтанхи çулсенче тенкĕ çумне тенкĕ пуçтарас тесе Петровсем сыснасем йышлă ÿстернĕ. Çемье пĕрремĕш çăмăл машина – «шестерка» туяннине лайăх астăвать. Калама çук пысăк савăнăç çемьешĕн. Ĕçе çÿресси çăмăлланнă-çке.

– Ачасем пĕчĕккĕ чухне садике район центрне çÿренĕ, çавна май хулпуççи çине лартса нумай йăтнă вĕсене, – тет икĕ ача ашшĕ.

Халĕ те витисем пушă мар Петровсен. Юлашки çулсенче вăкăрсем йышлă самăртаççĕ.

Шултра выльăх усракансен çу кунĕсенче ĕç уйрăмах хĕрÿ. Хăйсен 1,5 гектар çĕрĕ çинче нумай çул ÿсекен курăкне çулмалла, типĕтсе кĕртмелле, кĕркунне выльăх кăшманне кăлармалла… Ку чухне вара хулара пурăнакан Сергейпе Саша ывăлĕсем ашшĕпе амăшĕ çумĕнче, пулăшу аллине тăсаççĕ.

– Выльăх-чĕрлĕх усрас тесен курăмĕ сахал мар кирлĕ. Пурне те вăхăтра пурнăçламалла. Пĕринче çапла утă типсе çитнĕ, кĕртмелле, хиртен тиесе килме автомашина кирлĕ, анчах пирĕн транспорт çук. Ирĕксĕрех УАЗ автомашина туянмалла пулчĕ, тăтăшах çынран ыйтаймăн. Çав вăхăтрах çулакан агрегат та ăсталарăм, – тет тăрăшуллă арçын.

– Манăн ĕне те усрас килет те…, – сăмах хушрĕ Ирина та хăйĕн ĕмĕтне пĕлтерсе.

– Халĕ эпĕ сменăпа ĕçленĕрен хăвна йывăр килĕ. Малашлăхра курăпăр унта. Иксĕмĕр те пенсие тухсан,тен, туянăпăр та, – терĕ Толик арăмне ăшшăн йăл кулса.

Вăрттăн сăнатăн та вĕсем çине, савăнатăн, епле килĕшÿллĕ мăшăр, пĕр-пĕрне куçран пăхса, йăл кулса малашлăха тинкереççĕ. Пĕрре пăхсах курăнать: арçын хĕрарăма чун-чĕререн юратать, йывăр ĕçре шеллет, çав вăхăтрах ăна пур енлĕн ăнланать.

– Чăннипех те телейлĕ хĕрарăм эпĕ. Упăшкан чун-чĕрери юратăвне туйса пурăнатăп. Аллисем чăннипех те ылтăн. Ĕçе кайман чухне кунĕпе картишĕнче е гаражра кăштăртатать, темтепĕр ăсталать, – тет куçĕсенче савăнăçпа телей шевли вылякан Ирина.

– Маçтăрлăхĕ ăçтан-ши унăн? – тесен:

– Ашшĕнчен куçнă пулĕ.

Каласа хăвармасăр иртес мар, Анатолин ашшĕ, Ястук тете, Елчĕкре ăста маçтăрччĕ. Атă-пушмак çĕтĕлсен ял çынни ун патне васкатчĕ.

Бухгалтер специальноçне алла илнĕскер, пурнăç шăпи ăна çак ĕçе вĕрентнĕ. КБОра «Кооператив» йĕркеленсен Евстафий Пантелеймонович атă-пушмак çĕлекен маçтăрта чылай çул тăрăшнă.

– Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче лавккасенче тăхăнмалли япаласем пит çукчĕ. Хуняçа вара мана чи малтан вĕр çĕнĕ, çĕнĕ йышши модăллă атă-пушмак çĕлесе паратчĕ, – тет Ирина.

Туйра паллашнă та…

Автобус водителĕнче ĕçлекен Анатолий Петрова Кипеçсем туй халăхне турттарма чĕннĕ. Шăпах Ирина Мазякинан пиччĕшĕ авланать иккен. Елчĕк каччи пулас арăмĕпе туйра паллашнă та, нумай та вăхăт иртмен, пĕрре курса килĕшнĕ хĕре качча илсе кĕнĕ. Çамрăксем малтанах тĕп килте пурăннă. Каярахпа хăйсен ăшă йăвине çавăрнă.

Анатолий мелиораци саланнă хыççăн «Прогресс» АХОра, «Чăвашьенкрахмалта» водительте тăрăшнă. Унтан 10 çул Перекет банкĕнче, страхлав компанинче хăйне шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Хальхи вăхăтра Анатолий Евстафьевич Елчĕкри пушар чаçĕн водителĕ.

Пултаруллă та харсăр арçын кирек мĕнле организацире куллен сиксе тухакан юсав ĕçĕсене пурнăçлама та ÿркенмен. Тирпейлĕскере тата кашни япалана тĕплĕ пурнăçлаканскере пуçлăхсем те хисеплеççĕ. Паян та вăл хăй унччен тăрăшнă организацисене пулăшу аллине тăсма ерçеет. Ырă ята вара А.Петров хастарлăхĕпе, маçтăрлăхĕпе çĕнсе илнĕ. Хăй вăхăтĕнче арçын тивĕçне пурнăçласа салтак атти тăхăннă.

Çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухнă Ирина Мазякинăна Горький облаçне направлени панă. Пиччĕшĕн туйĕнче паллашнă каччăпа пĕрлешсен унăн пурнăçне ялпа çыхăнтарма тивнĕ.

– Турă пÿрнинчен иртеймĕн. Шăпам çапла килсе тухнăшăн пĕртте ÿкĕнместĕп, – тет вăл. – Эпĕ упăшка ÿсĕрне курман. Пирус та çăварне хыпмасть. Çемьен чăн-чăн тĕрекĕ. Ывăлсемшĕн ырă тĕслĕх.

Хĕрĕ яла юлни Кипеçре пĕччен пурăнакан ватă амăшĕшĕн чăн-чăн телей. 86 çулхи София Алексеевна Мазякина кил-тĕрĕшри юсав ĕçĕсене пĕтĕмпех кĕрĕвĕ туса панишĕн питĕ кăмăллă. «Ылтăн кĕрÿ», – тет вара вăл Анатолие.

Качча кайсан Ирина Геннадиевна районти шалти ĕçсен пайне вырнаçнă: малтанах паспорт сĕтелĕнче, унтан мĕн пенсие тухиччен кĕçĕн инспектор-секретарьте тимленĕ. Паян тивĕçлĕ канура тесе килте ларасшăн мар вашаватскер: «Ăста» лавккара сутуçăра тăрăшать.

Туслă та тату çемьере икĕ тĕпренчĕк çитĕннĕ. Ывăлсене мĕн пĕчĕкрен ашшĕ техника çумне çыпăçтарнă, хăйпе юнашар тăратса тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарнă.

– Кирек хăш ашшĕ-амăшĕ те ачисемшĕн тăрăшать. Хăйсене килĕшекен професси суйласа илчĕç. Хамăр та пулăшнипе хваттер туянчĕç. Калăпăр, çĕнĕ хваттерти хăтлăхшăн пĕтĕмпех ашшĕпе ывăлĕсем тăрăшнă. Унтан ачасем чаплă çăмăл автомашина туянас терĕç. Паян вĕт автомашинăсăр май çук, кану кунĕсенче пĕр шăнкăрав яратпăр та – яла часах вĕçтерсе çитеççĕ утă кĕртме е тата ытти…, – тет амăшĕ кăмăллăн.

Сергейпе Саша куллен шăнкăравласа тăни те ăна хавхалану кÿрет. Ашшĕпе амăшне хисеплесе пуç таяççĕ вĕсем.

Çемьере уявсенче, çуралнă кунсенче пĕр-пĕрне парнесем парасси çирĕп йăлана кĕнĕ.

– Ачасем мана тĕрлĕ инструмент парнелеççĕ. Хам та нумай туяннă. Халĕ пуртă-пăчкă ĕмĕрĕ мар-çке, – тет 54 çулхи арçын.

Пĕр çулта çуралнă, пĕр гороскопа кĕнĕ телейлĕ мăшăр çемье чăмăртани 33 çул иртнине сиссе те юлайман.

– Малашне ачасене авлантарса асатте-асанне ятне илтесчĕ, пĕр-пĕриншĕн ялан тĕрев пулсах кун кунласчĕ, – тет пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан тараватлă та сумлă мăшăр.

Ку çуртра хĕрарăмăн е арçыннăн ĕçĕ текен каларăш та çук: кил хуçи кухньăра апат хатĕрлеме те пултарать, хĕрарăм картишĕнче ăстан пĕрремĕш пулăшуçи…

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code