Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшу службинче

Пулăшу службинче

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2000 çулхи 1796 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн июнĕн 8-мĕшне социаллă ĕçченсен кунĕ тесе палăртнă. Патшалăх пуçлăхĕ çак куна ахальтен суйласа илмен. Июнĕн 8-мĕшĕ Раççейри социаллă ĕç историйĕпе тÿррĕн çыхăннă: 1701 çулта, çак кун, Раççей империйĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша социаллă хÿтлĕх тытăмĕ туса хурас тĕллевпе 1856 номерлĕ Указне кăларнă.

Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн тĕп тĕллевĕ – граждансене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тата адреслă пулăшупа вăхăтра тивĕçтересси.

Уйăхсерен районта пурăнакан 8400 çынна 36 тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерсе тăратпăр. Адреслă пулăшу илекенсен пысăк пайĕ – республика шайĕнче палăртнă çăмăллăхсемпе усă куракансем. Вĕсем хушшине – çемьесене социаллă пулăшупа тивĕçтересси.

Халăхăн пурнăç условийĕ кунсерен ырă енне улшăнса пыни кунта тăрăшакансен ĕç пахалăхĕнчен те килет. Елчĕк районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайра 6 специалист тимлет. Професси уявĕ çывхарса пынă май пур специалист çинчен те асăнса каласа хăварас килет.

Алина Юрьевна Кириллова çынсене социаллă хÿтлĕхĕн регионри çăмăллăхĕсемпе, сахал тупăшлă çемьесемпе социаллă контракт мелĕпе патшалăх пулăшăвне тивĕçтерессишĕн яваплă. Çак тытăмра вăл 30 çул ытла тăрăшать. 2020 çулта нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата социаллă пурнăçпа ĕç сферинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Раççей Федерацийĕн ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ.

Алевтина Ивановна Борисова социаллă хÿтлĕхĕн федераци çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерет, «Вăрçă ачисене» ятарлă удостоверени парассипе те ĕçлесе пырать. Вăл та кунта 20 çул ытла ĕçлет.

Марина Владимировна Патшина районти çемьесене пĕтĕм тĕрлĕ ача укçипе тивĕçтерессишĕн яваплă, харпăр хăй хуçалăхĕсене тытса пыракансене коммуналлă тăкаксене саплаштарас енĕпе пурнăçламалли ĕçсене йĕркелесе пырать.

Надежда Владимировна Горшкова «Ĕç ветеранĕ» ята илме тăратнă документсене хатĕрлет, унсăр пуçне электронлă тытăмăн базине йĕркелесе пырать.

Екатерина Николаевна Цыганова – çамрăк специалист пулсан та, нимĕнле ĕçрен те хăраса тăмасть, вăл та çемьесене ача укçипе тивĕçтерессишĕн яваплă.

Специалистсем патне кирек мĕнле ыйтупа пырсан та сĕнÿ-канашпа пулăшма тăрăшаççĕ. Саккунсем улшăнса, çĕнелсе пынă май халăх хушшинче ăнлантару ĕçне туса пыраççĕ.

Паянхи самантпа усă курса Пенси фончĕн, социаллă страховани фончĕн, Елчĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи тата Лаш Таяпари стационарлă уйрăмсенче тăрăшакан социаллă ĕçченсене уяв ячĕпе саламласа хăварас килет.

Чăнах та, июнĕн 8-мĕшĕнче ырă кăмăллă професси представителĕсене чыслаççĕ. Кунта ăнсăртран килсе тухнă çынсем пулма пултараймаççĕ. Вĕсем патшалăх политикине пурнăçлассипе тата пенсипе тивĕçтерес енĕпе çыхăннă ыйтусене татса параççĕ, вăйсăррисене тата хÿтлĕхсĕррисене пулăшаççĕ. Вĕсем ветерансене, инвалидсене, ватă çынсене, ачасене, нумай ачаллă çемьесене адреслă пулăшассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Çак çынсен шăписене тата вĕсен йывăрлăхĕсене татса парасси вĕсен профессионализмĕнчен, вĕсемпе ырă кăмăллă тата тимлĕ пулнинчен нумай килет.

Пурне те паянхи самантпа усă курса кулленхи пархатарлă ĕçшĕн, тÿсĕмлĕхшĕн, ырă кăмăллă пулнăшăн тата çынсен чĕрисене пырса тивекен ырă шанăçшăн тав тăватăп. Сире чун-чĕререн сывлăх, телей, службăра çитĕнÿсем, çемьесенче килĕшÿ тата пур тĕлĕшрен те ырлăх-пурлăх сунатăп!

Н.НИКОЛАЕВА,
халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code