Çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтнĕ ачасем чылайăшĕ паян та хавхаланса шкулалла утнине асăрхатăн та вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле савăнатăн. Июнь уйăхĕнче районти шкулсен çумĕнче кану лагерĕсем йĕркелени аслисемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ывăл-хĕрĕсем 21 кун педагог-воспитательсен куçĕ умĕнче, ирхинепе кăнтăрла та тутă, тус-тантăшĕсемпе пĕрле выляса хавхаланаççĕ, спортпа туслашаççĕ, тавра курăмне ÿстереççĕ, килте пĕччен мар, çавăн пекех карас телефонĕ çинчен хăпаççĕ…
Районта 11 шкул çумĕнчи кану лагерьне 677 ача çÿрет. Вĕсенчен 294-шĕ йывăр лару-тăрура пурăнакан, ашшĕ е амăшĕн хÿттисĕр çитĕнекен, нумай ачаллă çемьери ачасем. Шкул ачисем çуллахи каникула усăллă канса ирттерччĕр, шкул тата хула çумĕнчи лагерьсенче сывлăхĕсене тухăçлăн тĕреклетчĕр тесе район сахал мар – 1773 пин тенкĕ – уйăрнă.
Вырсарникунсăр пуçне кашни кунах вĕренÿ учрежденийĕсем ачасен хаваслă сассисемпе янăраса тăраççĕ. Куна ирхи зарядкăран пуçлаççĕ те унтан кашни отряд хăйĕн кун йĕркине пурнăçлама васкать. Камăн мĕнлерех вăл, лагерь ертÿçисенчен, педагог-воспитательсен пултарулăхĕпе харсăрлăхĕнчен нумай килет. Районти лагерьсенче 124 ĕçчен тăрăшать – 90 воспитатель, 12 повар, 11 медсестрапа 11 тирпейлÿçĕ. Кашнийĕшĕ малтанах медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Хăйсен тивĕçне çирĕп пĕлекенсем, ачасен çуллахи канăвне пĕлсе те усăллă йĕркелеме çултан-çул ăсталăх пухнисем.
Лагерь ирхине 8 сехет çурăра уçăлать те кăнтăрла иртсен 2 сехет çурăра вĕçленет. Кунта ирхине, кăнтăрла вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Пĕр кунхи апат хакĕ 98 тенкĕ тăрать.
Кану программи анлă та пуян. Тĕрлĕ вăйă-кулăра савăннă май кăмăл-сипет туйăмне аталантарас, ăс-тăна ÿстерес тĕлĕшпе мероприятисем сахал мар ирттереççĕ. Калăпăр, кирек хăçан та ачасен хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта. Пурнăçра сиксе тухма пултаракан инкек-синкексенчен пăрăнас, вĕсенчен сыхланас тĕлĕшпе тĕрлĕ органсенчи специалистсем, тухтăрсем лагерьсене тухса çÿресе калаçусем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Калаçăва тĕслĕхсемпе çирĕплетсе, викторинăсенче уçăмлатасси çирĕп йăлана кĕнĕрен усăллă канаш-сĕнÿ ачасен асĕнче юлмаллах.
Лагере çÿрекенсене районти тĕрлĕ истори палăкĕсемпе паллаштарса экскурсие илсе çÿресси ырă йăлара. Акă, Елчĕкри «Романтики» лагерьти «Шнурики» тата «Хамелеон» отрядсем «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче пулчĕç. Çавăн пекех хальхи вăхăтра Аслă Таяпа хулашĕнче пыракан историллĕ пулăмран та пăрăнмаççĕ – унта çитсе археологи тĕпчевĕсемпе кăсăкланаççĕ.
Хулаçум лагерĕсем пирки калас пулсан, кăçал районти 59 ача унта кайса сывлăхне çирĕплетĕ. Путевка хакĕ 15950-17556 тенкĕ /унăн 80 процентне район, 20 процентне ашшĕ-амăшĕ тÿлет/. РФ Президенчĕн указĕ тăрăх, кăçал хулаçум кану лагерĕсенче канакан ачасен ашшĕ-амăшĕ хăй кĕсйинчен тÿлекен путевка хакĕн çуррине патшалăх саплаштарать.
Районти 10 ача профиль сменинче канма кăмăл тунă. Акă, Курнавăш шкулĕнчи Андрей Петровпа Сергей Иванов «Юнармия» профиль сменинче çар ăсталăхне туптаççĕ. Кунта вĕсем салтакри пек пурăнаççĕ. Иккĕмĕш сменăна каяс кăмăллисен патриот туйăмĕ вăйлă.
Йывăр пурнăçпа пурăнакан 35 ача районти социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă «Белые камни», «Космонавт», «Звездный», «Солнышко» лагерьсенче канаççĕ.
Елчĕк шкулĕ. Лагерь начальникĕ Алена Максимова пĕлтернĕ тăрăх, лагерьте 262 ача. Пандемие пула иртнĕ çул лагерь уçма май пулман, çавна пула кăçал унта çÿрес текенсем палăрмаллах йышлă. Шкулта 13 отряд йĕркеленĕ. Аслă классенче вĕренекенсем ытларах спортпа туслашаççĕ. Пĕчĕкреххисем ăс-тăн, хаваслă вăйăсене килĕштереççĕ. Час-часах экскурсисенче пулаççĕ. Икĕ хутчен вĕри апат çитернипе пĕрлех, менюра пахча çимĕç, улма-çырла нумай.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, районти лагерьсем хушшинче спартакиада иртрĕ. 7 енлĕ ăмăртса чи маттуррисене палăртнă. 11 отрядран çĕнтерÿçĕ ятне Кивĕ Эйпеçсем тивĕçнĕ.
Шкул çумĕнчи лагерьсем июнĕн 26-мĕшĕччен ĕçлеççĕ.
В.КИРИЛЛОВА.