Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă вăрлăхран – çирĕп хунав

Ырă вăрлăхран – çирĕп хунав

Районти ялсем хушшинче Çĕнĕ Эйпеç ялĕ нимĕнпе те уйрăлса тăмасть, вăл чылай ялпа танлаштарсан çамрăк, калăпăшĕпе пысăках мар. Ял виçĕ урамран тăрать. Çу кунĕсенче ял уйрăмах илемлĕ, чечек-курăка пула тавралăх ырă шăршăпа тулать.

Хăй вăхăтĕнче 350-400 çын та пурăннă кунта. Паян вара 150-160 çынран ытла мар. Ытларах ватăсем кун кунлаççĕ, юлашки çулсенче «çĕнĕ кайăк» та сайра хутра анчах вĕçсе килет.

Кашни ялăн хăйĕн паттăрĕсем пур. Паянхи сăмах çăмхине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ – «Слава» колхозăн хисеплĕ колхозникĕ ята тивĕçнĕ Дмитрий Степанович Журавлев тавра сÿтĕпĕр. Ял çинче ăна хисеплесе Мĕтри тете тесе чĕнеттĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕ мĕн пĕчĕкрен юратса çак ятпа чĕннĕ ачана.

Çĕнĕрен чĕрĕлсе тăма май пулнă пулсан хальхи пурнăç çине пăхса мĕн каланă пулĕччĕ-ши вăл? Çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса юн тăкнă СССР патшалăхĕ çук текех. Фронтра пĕрле çапăçнисем те урăх тĕнчере. «Чапай» тата «Слава» колхозсенче Мĕтри тете сухаланă тата акнă анасем уйрăм çынсен аллине куçнă. Фронтовик хăй тунă çурт пур-ха, анчах вăл та чылай юхăннă. Унта никам та пурăнмасть. Çурт карнисĕ çинчи «Хисеп хăми» анчах пире куллен унăн иртнĕ пурнăçне аса илтерсе тăрать.

Мĕтри Степан Максимовичпа Гликерия Федоровна çемйинче 1916 çулта тĕнчене килнĕ. Тăваттăмĕш ача пулнă вăл. Унран аслисем хĕрсем – Ирина, Кулине, Васса. Çемьери пĕртен-пĕр ывăл питĕ ир çĕр ĕçне кÿленнĕ, çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ. Çулсем иртнĕ май чăн-чăн çĕр хуçи пулса тăнă. Ял çинче ашшĕ-амăшне Хайка Çтаппанĕ тата Тăрши Хветушки Улюçĕ тесе чĕннĕ.

Мĕтри пиччен сăнарне тĕплĕн сăнласа парас тесен унăн йăх тымарĕсен картлашкин пĕр-ик пусăмĕпе каялла чакмалла. Ашшĕ енчен илсен, унăн тымарĕ пирĕн яла куçса килнĕ йăхсенчен никĕсленни паллă. Вăл Кивĕ Эйпеçрен тухнă. Кун-çул шăпипе килĕшÿллĕн Кĕтерке /Кирка/ Иванăн 4 ачин – Макçăмăн, Михалян, Элекçейĕн, Питрухан çĕнĕ çĕре куçса килмелле пулнă. Иван хăй килмен. Ку несĕл питĕ тирпейлĕ, ĕçре паттăр çынсенчен тăнă, çулсем иртнĕ май чи тĕреклĕ хуçалăхсене çаврăннă. Çавнашкал йăх йышĕнчен Макçăм – Çтаппан – Мĕтри «шăранса» тухнă. Амăш енчен, ку Улюç карчăк пулать, Тăрши йăхĕсем те çирĕп пулнă. Хветушка папай çил арманĕ те тытнă, çĕр ĕçĕпе пурăннă. Хуçалăхри ĕçсене йăлтах хăйсен вăйĕпе пурнăçланă, тарçă тытман. «Ырă вăрлăхран çирĕп хунав пулать», – теççĕ пирĕн тăрăхра. Çапла вара икĕ çирĕп йăхран пĕтĕçсе пулнă çемье шăранчăкĕ те ĕнтĕ Мĕтри пичче. Çавнашкал чăн-чăн çĕр хуçисене тата йăхсене самана та чылай кисретнĕ.

Аслă ăрури йăхсем Кĕтерке ята аса илсе калаçатчĕç. Вăхăт иртнĕ майăн ял çинче хайка сăмах йăх тытăмĕ те çирĕпленсе юлнă. Халĕ ку йăхран тухса саланнă çынсем Журавлев тата Орлов хушаматсемпе çÿреççĕ. Тĕлĕнме кирлĕ мар, вĕсен ÿт-пĕвĕнче пĕр юн – Кĕтерке Иванĕ парнеленĕскер – чупать. Ку ĕнтĕ йăхсен тытăмĕн уçăмлăхĕн пĕр пĕчĕк пайĕ. Чи палли – вĕсем Тăван çĕршыва, тăван çĕре, яла чунтан юратни уççăн курăнать.

Мĕтри пичче çĕр ĕçĕпе тăрмашнипе пĕрлех платник, столяр, тимĕрçĕ ĕçĕсене тума пĕлнипе те палăрнă, кирек хăш машинăна та юсама пултарнă. Машинăсен пайĕсене шăратса тума пултарайман вăл паллах, çапах вĕсене тĕрĕс вырнаçтарма, кирлĕ пек кĕвĕлесе пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерме пĕлетчĕ. Вăл механизм мĕнле ĕçленине хăйĕн чĕри мĕнле ĕçленине туйнă евĕр пĕлнĕ, хир варринче е аслă çул çинче техника пăсăлса ларнă тĕслĕхсем пулман. Çÿлтен хушасса кĕтмен ĕçчен, ертÿçĕсен умне хăй ыйтусем тăратнă. Çĕр ĕç культурине лайăх пĕлнĕ, хăçан тата мĕнле сухаламаллине е акмаллине, вăрлăха çĕре мĕнлерех варăштармаллине, ÿсен-тăрана еплерех пăхса çитĕнтермеллине лайăх чухланă.

– Мĕтрипе Миша /Михаил Евполов вăрçă инваличĕ/ ĕçленĕ чухне анасене тиркеме май та çукчĕ, эпĕ хам вĕсенчен нумай вĕреннĕ, – акă мĕнле сăмахсемпе аса илетчĕ чылай çул «Слава» колхоз тытăмĕнче агрономра ĕçленĕ Леонид Гордеев.

Çĕнĕ Эйпеç бригади çулсерен тухăçлă тыр-пул, тымар çимĕç, пахча çимĕç çитĕнтернĕ – малти ретрисен шутĕнче пулнă. Трактор штурвалĕ умне питĕ ир ларнă Дмитрий Степанович. Трактористсен курсĕнчен вĕренсе тухсан районта йĕркеленĕ МТС, РТС тытăмĕсенче ĕçлеме пуçланă. Ку вăхăт юнлă вăрçă пуçланиччен чылай маларах пулнă. Кунтах пулас мăшăрĕпе Нина инкепе /вăл Тÿскел хĕрĕ пулнă, Смирновсен йăхĕнчен тухнă/ паллашса çемье çавăрнă. Вăрçă пуçланиччен çемьене Санькка, Лиза, Володя вĕçсе килнĕ. Туслă çемье телейлĕ пулнă. Мĕтри тракторпа, Нина тăван колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Юратнă мăшăрне вăрçа виçĕ тĕпренчĕкĕпе ăсатнă хĕрарăм. Ашшĕ фронтран ачасен телейне пула ырă-сывă таврăннă.

Николай МУСТАЕВ.
Çĕнĕ Эйпеç ялĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code