Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пархатарлă ĕçĕпе ырă ятлă

Пархатарлă ĕçĕпе ырă ятлă

2007 çултанпа хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе ертсе пыракан Владимир Федорович Чернов:

– Çĕр – çăкăр, çăкăр вара – пурнăç тыткăчи, вăл пирĕн тĕп пуянлăхăмăр шутланать, – тет. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн территорийĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе усă куракан фермер, тĕпрен илсен, тыр-пул туса илессипе тимлет. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ кăçал та 500 гектар йышăнать. Ытти ял хуçалăх организацийĕсенчи пекех, кунта халĕ вырма ĕçĕсем хĕрсе пынă вăхăт.

Виталий Шакин механизатор

Хресчен /фермер/ хуçалăхĕ районта лайăххисен шутĕнче. Чун ыйтнипе суйласа илнĕ ĕçре канăçа пĕлмесĕр тимленине çĕр-аннемĕр те тивĕçлипе хаклать, хăйĕн ырлăх-пурлăхĕпе савăнтарать. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ 40 центнерпа танлашнă. Уй-хир ĕçĕнчи ăнăçлăх вара çанталăк условийĕнчен нумай килет. Кăçал, акă, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, вырмана 10 кун маларах тухнă, анчах пÿлме лăк тулли пулмассине ял çынни пĕлсех тăрать. Çанталăк ял хуçалăх культурисене çитĕнме ăнăçлă йĕркеленмен пирки тырă тухăçĕ иртнĕ çулхинчен сахалрах. В.Чернов фермерăн та çак чăнлăхпа килĕшме тиветех – çут çанталăка хирĕç тăма никамăн та вăй çитмест.

Палăртнă лаптăкри тыр-пула тăкаксăр алла илме хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хальхи вăхăтра вара уй-хирте икĕ комбайн хуçаланать. Пĕри – вĕр çĕнĕ, ăна иртнĕ çул анчах туяннă. Тепри те шанчăклă. Комбайнсен штурвалĕсем çирĕп алăсенче. Сергей Черновпа Борис Адюков ĕçре пысăк ăсталăх пухнă комбайнерсем пулнине ялта пурте пĕлеççĕ. Виталий Чернов – водитель. Комбайнсем çапса тĕшĕленĕ тырра чăрмавсăр йĕтеме турттарса тăма ĕлкĕрет вăл. Виталий Шакин механизатора кĕрхи çĕртме сухи тума çирĕплетнĕ. Вăл:

– Владимир Федорович мана вĕр çĕнĕ «хурçă ут» шанса пачĕ. Шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларас тесе тăрăшатăп. Ĕç кал-кал пынине курма, пушшех, кăмăллă, – тет.

ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн фермерсене техника туяннă тăкакăн 40 процентне каялла тавăрса параççĕ. В.Чернова çакă та хавхалантарнă, вăл 4 миллион тенке яхăн тăракан 1523.3 йышши «Беларус» трактор туяннă. Йÿçек çĕрсене извеçленипе çыхăннă мероприятисене пурнăçланин тăкакĕсене те патшалăхран 90 процент чухлĕ саплаштарнине шута илсе çак ĕçе те тивĕçлипе йĕркелеме тĕллев илнĕ: малтанласа 100 гектар лаптăка извеç çăнăхĕ сапса сухаласа хăвармалла. Тыр-пулран пушаннă лаптăксене халĕ шăпах извеç çăнăхĕ сапаççĕ, ун хыççăн кĕрхи çĕртме тăваççĕ.

…Владимир Чернов фермера çак çăмăл мар ĕçе парăнтарма çывăх çыннисем нумай пулăшаççĕ. Çемье – тĕп тĕрев, шанăç. Ывăлĕ – Сергей, ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе агроном специальноçне алла илнĕ. Техникăна та лайăх ăнкарать. Çемье пĕр шухăшлă, пĕр чăмăрта пулни ĕмĕтсене пурнăçлама, пуçăннă кирек хăш ĕçе те ăнăçлă йĕркелесе пыма çул уçать…

Сăн ÿкерчĕкре: Сергей Чернов агроном, комбайнер та вăл, Борис Адюков комбайнер, Виталий Чернов водитель.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code