Пĕлтĕр-виçĕм çул кăна-ха пиртен чылайăшĕ икĕ алăра икĕ патак — йĕлтĕрпе ярăнмалли е аптекăранах туяннине тытса, тĕп çул хĕррипе е çынсем сахалтарах çỹрекен вырăнта пĕр васкамасăр, тепĕр чухне хыпалансах утакансене курсан: «Ăçта каяççĕ-ши кусем е мĕн тăваççĕ-ши?» — тесе пĕр-пĕринчен ыйтакансем пурччĕ. Халĕ ун вырăнне: «Çав патаккисене ăçта туянмалла-ши?» — текен ыйтусем çуралма пуçларĕç.
Паян Елчĕкри халăха нумай пуçтаракан стадиона тухатăн та çакăн пирки пурте çийĕнчех хурав параççĕ: «Скандинави утти вăл. Кирек кама та сывлăх енчен уçăлма е çирĕпленме пулăшакан спорт мелĕ».
Интернетри хыпарсемпе паллашсан эпĕ те, çак йĕркесен авторĕ, çав утăм мĕн иккенне чиперех ăнланса илтĕм. Вăл кирек кама та, сывлăх енчен кăшт хавшакраххине те, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех сывлăш çавăрса яма, каярахпа кăмăла самай çĕклеме пултаракан меслет иккен. Малтан 200-300 метрне туя çине таянса утăма хăвăртлатса пыратăн, унтан 500, 600 метр е пĕр-икĕ километр таран çỹреме-чупма пуçлатăн, вара — каçхине, çывăрас умĕн, урама е стадиона тухса патакпа утса-чупса çỹремесен хăвна тем çитмен пек туйма пуçлатăн. Çав йĕркех ирхине те сана, вăхăт тупса, скандинави уттин çулĕ çине илсе тухать. Çапла вăл кулленхи физкультура, хул-çурăма, ал-урана чиперех ĕçлеттерсе ямалли, кăмăла çĕклемелли май пулса тăрать.
Скандинави мелĕпе утакансен шучĕ куллен кун хушăнса пырать. Каçсерен е ирсерен сахалтан та вунă-вун пилĕк е ытларах та мăшăр, е пĕччен утакан çỹренине куратăнах. Çак кунсенче кăна каç пулттипе Кивĕ Эйпеçре тата хăш-пĕр ялсенче урамри çĕнĕ юр тăрăх скандинави мелĕпе талпăнса утакан-чупакансене куртăм та савăнсах кайрăм: вун-вун çын, мĕн вăхăт çитнине пăхмасăрах, хăйсен сывлăхĕ хыççăн пĕр ỹркенми хăвалаççĕ… Питех те çирĕп утăм-çке çакă, хăш-пĕрисем пек çĕрле хупаха е ресторана «Çывăрас умĕн тепрер черкке ĕçсе таврăнам-ха», — тесе урам тăрăх «тăнкăлтатнипе» танлаштарсан.
Тỹрех калатăп, Елчĕк стадионĕнче çак меслетпе е йĕлтĕрпе вун-вун çамрăк 400 метра яхăн шутланакан çаврăма темиçе хут та утса-чупса тухаççĕ, кайран пĕр-пĕринпе ыран мĕн ĕçлесси, мĕн тăвасси пирки кăмăллăн калаçаççĕ. Вĕсемпе пĕрле хамăрăн та темиçе хушма çаврăм тăвас, маттур çамрăксемпе хутшăнса калаçас, хавхаланас, çавна май меллĕ патак çине таянса хушма çаврăм тăвас туйăм çуралать. Пирĕн ирĕксĕрех çамрăксенчен юлмасăр хавхаланас, пурнăçра ыранхине шанас, мĕн те пулин ыррине тăвас туртăм вăранать.
Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ.
Интернетран илнĕ сăн ỹкерчĕкре: скандинави мелĕпе акă мĕнле чупмалла е утмалла иккен хамăр сывлăха упрас тесен.