Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифрăсем мĕн калаççĕ?

Цифрăсем мĕн калаççĕ?

50 ытла çĕршывра иртекен 2020 çулхи çырав çĕнĕ пулăмсемпе палăрнă: тĕслĕхрен, халăх шучĕ майĕпен ÿсет, хулара пурăнакансем нумайланнă. Çакă мĕнпе çыхăннă? Тата мĕнле çĕнĕлĕхсем кăтартĕ пире Раççейри çырав?

Казахстанри Алматы хулинче статистика шута илнинчен 190 пин ытларах çын пурăнма пултарать. Кăçалхи кĕркунне çĕршывра иртнĕ çыравра çавнашкал кăтартусемпе палăрнă. Юлашки темиçе кунра кăна Алматыра 2,2 миллион çын çырăннă, ку вара административлă ресурссенчен илнĕ кăтартуран 9 процент /2 миллион/ ытларах.

Юлашки çырав кăтартăвĕсем тăрăх, тĕнчери чи йышлă халăхпа уйрăлса тăракан Вьетнамра хулара пурăнакансен шучĕ 5 процент ÿснĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче Хошиминра кашни тăваткал километр пуçне 4363 çын шутланнă. Анчах та малтанхи вунăçуллăхрипе танлаштарсан хальхинче халăх йышĕ ÿсес хăвăртлăхĕ чакнă. Çырав хут пĕлекенсен шучĕ хăвăрт ÿснине, шкула çÿрекенсем нихçанхинчен нумайланнине, пурăнмалли хваттерсемпе чылай тивĕçтернине кăтартса панă.

Халăх шучĕ ÿсесси чакнипе пĕрлех хулара пурăнакансем нумайланнине Китайра та 2020 çулхи çырав палăртнă. Çĕршывра ĕçлеме пултаракансем тата ача çуратмалли вăхăтри хĕрарăмсем сахалланнă.

Хулара пурăнакансен шучĕ ÿснине экспертсем ковид чирĕ хыççăн çынсем ытларах куçса çÿренипе тата дистанци мелĕпе ĕçлесси аталаннипе çыхăнтараççĕ. Ĕç вырăнĕпе çывăх пурăнма кирлех мар халĕ, куçса çÿреме çăмăлрах. Ку пулăма административлă кăтартусем палăртмаççĕ, ăна çырав пĕтĕмлетĕвĕсенчен çеç курма пулать.

Раççейри хуласен аталанăвне экспертсем çынсем пĕчĕк тата вăтам хуласенчен пысăкраххисене куçнипе ăнлантараççĕ.

2020-2021 çулсенчи çыравсен çĕнĕлĕхĕсем: пĕчĕк этноссен йышĕ самай пысăкланни. Малашне те çавнашкал аталанса пырсан вĕсем пĕчĕккисен шутĕнчен тухса ÿкĕç. 2020 çулта Америкăра иртнĕ çырав «шурă» халăх /хăш этнос çынни пулнине çапла хуравлакансем/ шучĕ 60,1 процент чакнине кăтартнă. Çавнашкалли ку таранччен нихçан та пулман. Великобританире пĕчĕк этноссен йышĕ 1950 çулта вуншар пин шутланнă пулсан, халĕ 3 миллион таран е 6 процент ÿснĕ.

«Çакнашкал улшăнусем, паллах, миграци юхăмĕ çине витĕм кÿреççĕ. Вĕсене вăхăтра тупса палăртса тивĕçлĕ йышăнусем туни кирлĕ. Çырав çапла тума май парать те», – тенĕ Г.В.Плеханов ячĕллĕ университетăн ăслăлăх лабораторийĕн заведующийĕ Елена Егорова.

Халĕ пирĕн çĕршывра пыракан Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕрремĕш кăтартăвĕсем /халăх шучĕ пирки/ 2022 çулхи январьте паллă пулаççĕ, пĕтĕмĕшле пĕтĕмлетÿсене вара килес çул вĕçленнĕ çĕре хатĕрлесе çитереççĕ. Цифра технологийĕсене пула пĕтĕмлетÿсем тăвасси 2010 çултинчен виçĕ хут хăвăртланать.


РФ Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче çырав пуçланнă кун, октябрĕн 15-мĕшĕнче, ыйтусене хуравланă. Президент, çавăн пекех, çырава ячĕшĕн кăна ирттерменнине асăрхаттарнă, çавăнпа ыттисен те унăн пĕлтерĕшне шута илмеллине каланă. Михаил Мишустин премьер-министр та патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче онлайн çырăнма кăмăл тунă. «Сайтра çырăнма питĕ çăмăл, веçех ăнланмалла. Хуравсене списокран суйласа илме е хăв тĕллĕн çырма пултаратăн», – пĕлтернĕ вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне.

Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи онлайн çырава регионсен ертÿçисен, министрсен тата Патшалăх Думин депутачĕсен ытларах пайĕ суйласа илнĕ. ЛДПР ертÿçи Владимир Жириновский анкетăра турккăлла, французла, акăлчанла тата нимĕçле пĕлнине кăтартнă. Вăл ăслăлăх докторĕ.

Андрей Макаревич музыкант хăй тултарнă электронлă çырав листин скринне социаллă тытăмсенче вырнаçтарнă. Леонид Ермольник паллă артист малтанхиллех çырăннă – ун патне пынă çыравçăн ыйтăвĕсене хуравланă.

Çырава хутшăнмалли виççĕмĕш меле – çырав участокĕсенчине – Мускав çывăхĕнче пурăнакан Олег Сирота сыр тăвакан тĕрĕслесе пăхнă. Вăл унта мăшăрĕпе тата тăватă ачипе пынă. Вĕсем те çырав мĕнле иртнипе паллашчăр, «кăçалхи çак пĕлтерĕшлĕ пулăм вĕсен асĕнче юлтăр» тенĕ Сирота.

Ноябрĕн 2-мĕшĕнче çырав космоса çитнĕ – МКСри Раççей экипажĕ ыйтусене хуравланă – Петр Дубровпа Антон Шкаплеров космонавтсем. 400 çухрăм çÿллĕшĕнчен Вĕçевсене йĕркелекен центрпа ятарлă çыхăну вăхăтĕнче вĕсем Раççей статистикин ĕçченĕн ыйтăвĕсене хуравланă.

Раççей чемпионки, Халăхсем хушшинчи Çĕпĕр марафонĕнче виçĕ хутчен çĕнтернĕ Марина Ковалева анкетăна онлайн пилĕк минутра тултарнă. Ку вара паянхи куна Раççейри хăйне евĕр рекорд.

Маларах çакнашкал пилĕк минутлă рекорд Раççей статистикин ертÿçин çумĕн Павел Смеловăн пулнă. Анчах çак опцие тĕрĕсленĕ чухне вăл темиçе уйăх электронлă листасене тултарса пăхнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çырава патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче ыйтусене хуравласа хутшăннă. Регион ертÿçи çак тĕпчев чăвашсем республикăра тата ун тулашĕнче мĕн чухлĕ пурăннине кăтартса панине асăннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ статистика мероприятийĕ чĕлхене, культурăна тата чăваш халăхĕн йăли-йĕркине аталантарма кирлине пĕлтернĕ.

Чăваш Ен Правительствин пуçлăхĕн çумĕ Дмитрий Краснов инновацисене кăмăллать. Вице-премьер çырава хутшăнмалли çĕнĕ меле тĕрĕслесе пăхнă – электронлă анкетăсене хăй тата çемйи пирки онлайн тултарнă.

ЧĂВАШСТАТ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code