Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăка республикăри пур хулапа район та хастар хутшăнчĕç, паттăрсен ятне ĕмĕрлĕхех асра хăварас тĕллевпе вĕренÿ, культура, пичет тытăмĕнче ĕçлекенсем тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттерчĕç. Район хаçатĕнче те тĕрлĕ ялсенчи ĕç паттăрĕсем çинчен анлăн çутатса нумай статья, аса илÿ пичетленсе тухрĕç.
Хÿтĕлев чикки туни вăрçă историне пысăк пĕлтерĕшлĕ, халăхăн чăтăмлăхне кăтартакан паттăрла ĕç пек кĕрсе юлнă. Шел, вăрçă çинчен хывнă кĕнекесенче ун çинчен сахал асăннă. Çĕршер ĕçлекен хушшинче Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи колхозниксем те çак ĕçе хастаррăн хутшăннă. 1942 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче шалти ĕçсен комиссарĕ Берия патне Чăваш Енрен телеграмма çитнĕ. Унта Хÿтĕлев патшалăх Комитечĕн заданине пурнăçласа Сăр хÿтĕлев чиккине туса пĕтерни çинчен пĕлтернĕ. 45 кун хушшинче хальхи вăхăтра пурăнакансен пуçне шăнăçма пултарайман ĕç калăпăшне, çийĕнчен ытларах пайне алă вĕççĕн пурнăçланă. Лум, киркка, кĕреçе, пуртă, чукмар, пăчкă, наçилкке…Пысăк ĕçре çак ĕç хатĕрĕсемпе анлăн усă курнă. Шел пулин те, пирĕн ялта паянхи куна вăл вăхăтра ĕçленĕ çынсем çук ĕнтĕ.
Чăваш Республикин хальхи вăхăтри историйĕн патшалăх архивĕнче вăл вăхăтри документсем упранаççĕ. Çак документсем сооруженисене епле тунине, халăха çак ĕçе ăçта тата мĕнле явăçтарнине, вĕсен пурăнмалли майĕсем еплерех пулнине çутатаççĕ. Вĕсенчен пĕринче, 1941 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче пулса иртнĕ ВКП /б/ Елчĕк райкомĕн бюро ларăвĕн 98 номерлĕ протоколĕнче, çарпа уй-хир строительствин ударникĕсене наградăсем парассине пăхса тухни пур.
Кирек мĕнле ĕçре те тĕслĕх кăтартакан маттурсем пур. Вĕсене хавхалантарасси вăрçă вăхăтĕнче те пулса пынă иккен. Наградăна тивĕçнисен шутĕнче пирĕн ял çынни Георгий Иванович Емельянов та пур. Сăр чиккине тума пĕрремĕш кунран пуçласа строительство вĕçленичченех хутшăннă.
Вăл Оборонăн Халăх Комиссариатĕнчи 4 номерлĕ çарпа уй-хир строительствинче çĕр чавакансен бригадине ертсе пынă. Бригада 3-мĕш ноябрьте ĕçе пуçăнни паллă. Çак объект Улатăр районĕнчи Сăр Майданĕ ялĕнчен пуçласа республикăн кăнтăр чиккине çити тăсăлнă. Бригадăра 50 çĕр чавакан пулнă. Стахановла ĕç йĕркелÿçи чи лайăх бригадирсен йышĕнче пулнă. Бригада кашни кун тенĕ пекех нормăна 150-200 процент пурнăçланă. Урăхла каласан, кашни ĕçлекен 8 кубла метра яхăн çĕр чавнă.
Георгий Емельянов 1912 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. Ворошилов ячĕллĕ колхоз йĕркеленнĕ хыççăн уй-хир бригадине ертсе пынă. 1942 çултан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, минометчик пулса Хĕвел анăç фронтĕнче çапăçнă, йывăр аманнă. Чулхулари запасри офицерсем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ. Демобилизаци йĕркипе киле таврăннă хыççăн мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. 1947 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Г.Емельянов бригади 40 гектар çинчи лаптăкран гектартан 35,2 центнер тыр-пул туса илнĕ. Сăмах май каласан, Сăр тăрăхĕнче унăн бригадинче окопсем чавнă хĕрсем – Матрена Дмитриевна Лаврентьева тата Матрена Андреевна Плотникова уй-хир бригадинче звеньевойсем пулнă. Вĕсен звенисем гектартан 38,12 тата 35,7 центнер тĕш тырă туса илме пултарнă.
СССР Верховнăй Совет Президиумĕ 1948 çулхи март уйăхĕн 19-мĕшĕнче В.В.Зайцев председателе, Г.И.Емельянов бригадира тата М.Д.Лаврентьева звено ертÿçине пысăк тухăçлă тыр-пул туса илнĕшĕн Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă. Вĕсене Ленин орденĕ тата «Çурлапа мăлатук» ылтăн медаль парса чыс тунă. М.А.Плотникова звено ертÿçи Ленин орденне тивĕçнĕ.
Г.И.Емельянова 1951 çулта ĕçри пысăк кăтартусемшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕртнĕ. Вăл 1969 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ.
В.ПЛОТНИКОВ.