Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта пысăк уяв пулса иртрĕ – Петр Алексеевич Перепелкин ученăй ячĕпе Асăну хăми уçăлчĕ.
Пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме коллектив тĕплĕ хатĕрленнĕ. Шкул директорĕн çумĕсем – Оксана Мясниковăпа Галина Чернова ертсе пынипе ачасем сăвă-юрă вĕренчĕç, технологи предметне вĕрентекен Ольга Осипова пулăшнипе акт залне уяв сĕмĕ кĕртрĕç, истори учителĕ Нина Васильева хавхалантарса пынипе вĕренекенсем ентеш çинчен нумай материал пуçтарчĕç, презентаци хатĕрлерĕç…
Асăннă мероприятие Петр Перепелкинăн йышлă тăванĕсем, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ловкин тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Кам-ха вăл Петр Алексеевич Перепелкин; Мĕнпе чапа тухнă;
Петр Перепелкин – Ленин премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм Союзри ядерлă хĕç-пăшал проектласа туса кăларакан сăнавпа наука тĕпчев институчĕн ĕçченĕ, инженер-математик.
Сăмах май, Ленин ячĕллĕ премине Чăваш Республикипе пурĕ те тăваттăн кăна тивĕçнĕ: А.В.Буйволов (Шупашкар), Н.К.Григорьев (Красноармейски районĕ), Н.Д.Мордвинов (Етĕрне) тата пирĕн ентеш.
Петр Перепелкин 1924 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Алексей Семенович, 1941 çул вĕçĕнче фронта тухса кайнă та Смоленск çывăхĕнчи çапăçусенче паттăррăн пуçне хунă. Пĕтĕм йывăрлăх амăшĕн, Мария Алексеевнăн хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Темле йывăр пулсан та чăтнă пĕччен хĕрарăм, ачисене пурнăç çулĕ çине кăларма мĕнпур вăй-халран тăрăшнă. Сăмах май каласа хăварсан, Перепелкинсен пысăк çемйинче 3-шĕ аслă пĕлÿ, 2-шĕ – техника вăтам пĕлĕвĕ, ыттисем вăтам пĕлÿ илнĕ. Петр шăллĕ – Иннокентий – çĕршывĕпе паллă ăсчах, Египетри пирамидăсене тĕпченĕ.
Петр Перепелкин Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пĕтерсен Хусанти мединститута вĕренме кĕнĕ. Анчах 1941 çулта вăрçă пуçланнипе алла хĕç-пăшал тытма тивнĕ унăн. 1943 çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа мĕн вăрçă пĕтичченех вăл Хĕрлĕ Çарăн йывăр минометсен 3-мĕш гварди бригадинче Брянск, 1 тата 2-мĕш Прибалтика, Ленинград, 1-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçать, вăрçăн тумхахлă çулĕпе Берлина çитет. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, медальсемпе наградăланă, СССР Верховнăй Главнокомандующин Тав çырăвĕсене илме тивĕç пулнă.
Демобилизаци йĕркипе киле таврăнсан Петр Алексеевич Хусан университечĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕренет. Юлашки семестр вĕçлениччен унта Ядерлă хĕç-пăшал центрĕнчен представительсем килеççĕ. Анкетăсемпе паллашса студентсемпе уйрăммăн калаçаççĕ, шухăш-кăмăлĕсене тĕпчеççĕ. Унтан Петрпа темиçе студента Пĕтĕм Союзри сăнавпа наука тĕпчев институтне ĕçлеме пыма сĕнеççĕ. Пирĕн ентеш çак хупă, ядерлă хĕç-пăшал проектласа туса кăларакан объектра (халĕ вăл Раççейĕн Федераллă ядерлă центрĕ шутланать) инженер, аслă инженер, ушкăн ертÿçи, пай пуçлăхĕн çумĕ, пай пуçлăхĕ, наукăн аслă сотрудникĕ пулса ĕçлет. Вăл ертсе пынипе коллектив çав тери яваплă, кăткăс заданисене ăнăçлă пурнăçлать, ырă ята тивĕçет. Тăван çĕршывăн оборона хăватне çирĕплетес ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн КПСС Тĕп Комитечĕпе СССР Министрсен Совечĕ 1967 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Петр Перепелкина Ленин премине пама йышăну кăлараççĕ. Кунсăр пуçне ăна ăслăлăхпа производствăри пысăк ÿсĕмсемшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, икĕ медальпе тата Хисеп грамотисемпе наградăлаççĕ.
Вăрттăн объектра вăй хунине пула ăсчахăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки малтанласа никамах та пĕлмен. Чылай кайран, тивĕçлĕ канăва тухсан кăна, тăван ене час-час килсе çÿреме пуçласан Петр Алексеевичпа ялти библиотекăра ĕçлекен, каярах кунта краеведени музейне йĕркелесе янă хастар чун-чĕреллĕ таврапĕлÿçĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Захарова тăрăшнипе паллă ентешĕмĕр çинчен тулли информаци тупăнать.
Шкулта Асăну хăмине савăнăçлă лару-тăрура уçнă май Нина Васильева вĕрентекен пухăннисене Петр Перепелкинăн пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çывăх тăванĕсем – Зинаида Перепелкина тата Эльвира Иванова мухтавлă çыннăмăр пурнăçра мĕнле çын пулнине каласа пачĕç.
Райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçин ĕçĕсене пурнăçлакан Марина Черновăпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ловкин Асăну хăми уçни шкулшăн анчах мар, районшăн та, Чăваш Еншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине палăртрĕç.
Уявăн чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕ – Асăну хăми çинчи пĕркенчĕке сирни. Ăна ученăйăн çывăх тăванĕ Сергей Перепелкин тата шкул директорĕ Виктор Карчиков пурнăçларĕç.
Çирĕклĕ Шăхалĕнче, тăван килĕнче, Петр Алексеевичăн кĕçĕн шăллĕ Николай тĕпленнĕ. Николай Алексеевичпа Евдокия Сергеевна 6 ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсен хушшинче врач, инженер, учитель… –такам та пур.
Перепелкинсен йăх-тымарне малалла тăсакансем – çамрăксем. Халĕ тĕп килте шăллĕн ывăлĕ Сергей çемйипе пурăнать.
Перепелкинсем ялта ĕçчен, хастар, ырă ятлă. Хăйсен паллă тăванĕн хисеплĕ ятне ямаççĕ, çÿлте тытаççĕ вĕсем.
Нина ЛЕВАЯ.