Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирус сиенлĕ

Пирус сиенлĕ

Пирус-сигарет туртни çыншăн питех те сиенлĕ.

Унăн тĕтĕмĕнче организмшăн сиенлĕ 4000 ытла тĕрлĕ хими япалисем пур. Вĕсем организмшăн питĕ сиенлĕ. Чи хăрушшисем – никотин, табак тикĕчĕ, углерод окиçĕ тата ыт. те. Табак тĕтĕмĕнчи радиоактивлă хутăшсемпе йывăр металсем çын организмне вăйлах наркăмăшлаççĕ. Çак веществосем пирус туртакансен ÿпкинче, чĕринче, пÿринче, пĕверĕнче, пуç миминче пуçтарăнса хăрушă чире яма пултараççĕ. Табак туртакансем хушшинче рак чирĕпе чирлекенсем 10-15 хут ытларах тĕл пулаççĕ. Çын мĕн чухлĕ ытларах туртать, йывăр чирпе чирлес хăрушлăх çавăн чухлĕ нумайрах тухса тăрать. Пирус туртакан çынсен юн тымарĕсем хытса хĕсĕннĕ пирки эмелсем кирлĕ органсем патне сăрхăнса кĕреймеççĕ, çынсем чирсенчен ăнăçлă сывалаймаççĕ. Табак туртни чире малалла сарăлма та пулăшать. Каласа кăтартнисене шута илесчĕ, хамăр сывлăхшăн хамăр тăрăшар.

Р.ШАКОВА,
психиатр-нарколог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code