Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕç-пăшалшăн – тÿлев

Хĕç-пăшалшăн – тÿлев

Преступленисенчен сыхланас тĕлĕшпе профилактика ĕçне пурнăçланă май Росгвардин республикăри управленийĕ Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле граждансенчен регистрацилемен хĕç-пăшала, çар припасĕсене, сирпĕтекен хатĕрсене йышăнас тĕллевлĕ меропрятисем йĕркелет.

2019 çулта халăхран регистрациленмен хĕç-пăшал йышăнас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен бюджечĕсенче пурĕ 450 пин тенкĕ ытла /Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче – 20 пин тенкĕ/ пăхса хăварнă.

Хĕç-пăшала е сирпĕтекен хатĕрсене ШĔМĕн е Росгвардин вырăнти кирек хăш подразделенинче те йышăнаççĕ. Енчен те хăйсем пыраймасан çакăн пирки телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме те юрать.

Республикăра паян хăйсен ирĕкĕпе пырса паракан хĕç-пăшалшăн тÿлекен укçан вăтам виçи 5-7 пин тенкĕпе танлашать. Хăш-пĕр районта 9 пин тенке те çитет. 2019 çулхи пĕрремĕш кварталта çак мероприятисене 18 çын хутшăннă, вĕсенчен 17 хĕç-пăшал тата унăн икĕ пайне йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code