Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрĕс апатлану – çирĕп сывлăх никĕсĕ

Тĕрĕс апатлану – çирĕп сывлăх никĕсĕ

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче республикăра пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Романова пулчĕ.

Елена Владимировна чи малтанах райадминистрацинче ашшĕ-амăшне тата çул çитменнисене хăйсен харпăр ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Унтан вăл район халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта пулса кунти работниксем нумай ачаллă çемьесемпе, социаллă йывăр лару-тăрури çемьесемпе, «хăрушлăх ушкăнне» кĕрекен ачасемпе мĕнле ĕçлесе пынипе интересленчĕ.

Лаш Таяпа шкулĕн коллективĕпе курнăçнă май Е.Романова пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем – «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне Чăваш Республикинче пурнăçа кĕртесси, республикăра хытă каяшсене вăхăтлăх упракан контейнер площадкисене вырнаçтарас ĕçе, ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче уй-хир ĕçĕсене вĕçлесси, хутăнакан объектсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе çитересси – тавра калаçрĕ. Темăсем çинче кĕскен чарăнса тăрас пулсан, çакă паллă. Чăваш Ене 2019 çулта Федераци шайĕнчи «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме 2240,93 миллион тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенкĕ йăлтах медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерес, халăхăн сывлăхне çирĕплетес енĕпе тăкакланĕ. Республикăра хытă каяшсене упракан контейнерсене вырнаçтарас ĕçе 17 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче вĕçленĕ пулсан, ку енĕпе ĕçе чи малтисемпе пĕрле пурнăçласа пирĕн район ыттисемшĕн те тĕслĕх пулчĕ. Уй-хир ĕçĕсене илес пулсан, сентябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре вырма ĕçне 98,3 процент пурнăçлани паллă. Вырмана вĕçлессипе те Елчĕксем малтисен йышĕнче. Кăçал чи нумай тыр-пул çапса илнĕ – пурĕ 67 пин тонна.

Кирек ăçта пулсан та Елена Владимировна чи малтанах ачасен сывлăхĕпе, вĕсене мĕнле апатлантарнипе интересленет.

– Çамрăк ăру сывă та ăслă çитĕнесси кулленхи меню техĕмлĕ, витаминсенчен пуян апат-çимĕçлĕ пулнинчен килет, – палăртать вăл яланах.

Столовăйĕнчи лару-тăрупа паллашнă май вăл поварсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлчĕ, çапах меню тата та пуянрах пултăр тесе сĕнÿсем парса хăварчĕ.

Шкулти профилактика канашĕнче учетра тăракан ачасемпе тата çемьесемпе мĕнле ĕçлесе пыни те кăсăклантарчĕ ертÿçĕне, çавна май вăл ку енĕпе йĕркелесе пыракан документсене тĕплĕн тĕрĕслерĕ, вĕсене тĕрĕс хатĕрлес енĕпе сĕнÿсем пачĕ. «Йывăр çемьесенче» пулнă чух çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсемпе паллашнисĕр пуçне педагогсен ашшĕ-амăшĕн шухăш-кăмăлĕпе, вĕсем ачисене воспитани парассипе тата вĕренÿ ĕçне мĕнлерех хутшăннипе, ачана шкула хатĕррипе е хатĕр маррипе те интересленмеллине палăртрĕ.

Елчĕкри «Шевле» ача садĕнче иртнĕ тĕл пулу вăхăтĕнче те Е.Романова çак çивĕч ыйтусенех çĕклерĕ, кунти лару-тăрупа тата ĕçченсемпе кăмăллă юлнине пĕлтерчĕ.

Ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй çак кунах райадминистраци çумĕнчи çула çитмен ачасене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин анлă ларăвне хутшăнчĕ. Чи малтанах вăл вĕренÿ учрежденийĕсенче ирттернĕ тĕрĕслевсене пĕтĕмлетрĕ. Ларура халăха социаллă пулăшу паракан центр ертÿçи Евгения Михайлова, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн опека тата попечительство енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Ирина Алексеева, психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу центрĕн директорĕ Ирина Кузьмина, ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнчи Лариса Векова педагог, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Марина Васильева тухса калаçрĕç. Кашни служба хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе – ăнăçсăр çемьесене вăхăтра тупса палăртса вĕсемпе тата вĕсенче çитĕнекен ачасемпе ĕçлесе пырасси, тăлăх ачасене хÿтлĕх парасси, çул çитменнисене право йĕркине пăсасран асăрхаттарасси, психологи тата медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси, пушă вăхăтне, канăвне усăллă йĕркелесси тата сывлăхне çирĕплетесси, вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарасси – тĕплĕн паллаштарчĕ.

Елена Романова ларăва пĕтĕмлетнĕ май ачасене тивĕçлĕ воспитани парас, вĕсене киревсĕр çул-йĕр çине тăрасран асăрхаттарас ĕçре ашшĕ-амăшĕпе пĕрле шкул ĕçченĕсем, профилактика субъекчĕсем тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Елена Романова Лаш Таяпа шкулĕнчи столовăйра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code