Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ят-сума ĕçпе тивĕçнĕ

Ят-сума ĕçпе тивĕçнĕ

Ĕмĕрĕпех яваплăх ыйтакан тытăмра тăрăшса ят-сум çĕнсе илнĕ çынсем хисепе тивĕç. Елчĕкре пурăнакан Николай Смирнов мĕн çамрăкран строитель пулма ĕмĕтленнĕ. Строительство ĕçĕ ансат марри те, çурт-йĕр е ытти объект хăпартнă чух хăрушсăрлăх тĕлĕшпе çав тери тимлĕ пулмалли те хăратман ăна. Юратнă професси ĕмĕрĕпех шанăçлăх тата вăй-хăват парса пынă, çĕнĕрен те çĕнĕ шухăш-ĕмĕтпе, тĕллевсемпе çунатланма хистенĕ.

Николай Павлович 1952 çулта Таяпа Энтри ялĕнче çуралнă. Çирĕп кăмăллă ача шкул çулĕсенчех строительсен çурт-йĕр тăвас ĕçĕпе интересленме пуçланă. Çурт никĕсне мĕнле хывни, стенисене мĕнле майпа купалани яланах кăсăклантарнă ăна, çак ăсталăх пирки хăй тĕллĕн тĕрлĕ литература вуланă. Турă панă талант пулнăранах ĕнтĕ 50 çул строительство ĕçĕнче тăрăшнă Николай Павлович. Йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕ ача. Ашшĕ – Павел Александрович Смирнов – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Вăл çут тĕнчене 1923 çулта килнĕ. Шкулта çичĕ çул вĕренсен пĕр хушă тăван колхозра тăрăшнă, 19 çул тултарсан вара çамрăка вăрçа илсе кайнă. Ржев хули патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă Павел Александрович, сапер пулнă. 1943 çулта çак хулашăн пынă хаяр çапăçусенче аманать. Мина сиенлетнĕ салтак урине вырăнти госпитальте наркозсăрах касаççĕ, вара Красноярск хулинчи госпитале яраççĕ. 1944 çулхи апрель уйăхĕнче килне таврăнать протезлă салтак. Малтанах тăван колхозра хуралçăра тăрăшать, унтан счетовод-кассирта, бухгалтер çумĕнче, бухгалтерта, ял совет секретарĕнче вăй хурать. Амăшĕ – Екатерина Ивановна Смирнова /Петрушкина/ Аслă Елчĕк хĕрĕ пулнă. Шкул хыççăн тăван ялĕнчи сысна ферминче тăрăшнă хĕр. 1941 çулта ăна Мускав çывăхне траншея чавма янă. Нимĕç çĕршывăн тĕп хули патне пысăк хăвăртлăхпа çывхарса пыма пуçланине тĕпе хурса 1941 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче Патшалăх Оборона Комитечĕ Мускавра тата хула çумĕнчи районсенче хупăрлав /осада/ лару-тăрăвĕ туса хума йышăннă, комендант сехетне çирĕплетнĕ. Тăшмана хула енне ярас мар тесе, унăн танкĕсен çулне пÿлес тĕллевпе çĕр-çĕр халăх окопсемпе траншейăсем чавнă, вăрмансенче йывăçсене йăвантарнă. «Шăн çĕре лумпа таккаттăмăр, сивве тÿсме йывăрччĕ», – аса илсе каласа панă каярах вĕсен амăшĕ.

Павел Александровичпа Екатерина Ивановна 1949 çулта пĕрлешсе çемье çавăрнă. Туслă та хисеплĕ çемьере 4 ача – Николай, Анатолий, Ольга, Владимир кун çути курнă. Аслисем кĕçĕннисене мĕн çамрăкран ĕç çумне çыпăçтарнă, тивĕçлĕ çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Асли – Николай строитель терĕмĕр. Анатолий – механизатор тата водитель, вăл Кÿкеçри ДОСААФ автошкулĕнче çамрăксене 30 çул водителе вĕрентнĕ. Ольга – строитель, чылай çул райадминистрацин капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнче тĕп специалистра тăрăшрĕ. Кĕçĕнни – Владимир водитель, тĕрлĕ ĕçре, стройкăра тăрăшнă.

– Аттепе анне яланах ырă пулма вĕрентетчĕç. Çынна хисеплĕр, ырă сунăр, ан кÿрентерĕр, юттине ан тытăр тесе ăс панă пире пĕчĕкрен, – аса илет Николай Павлович.

Вĕсен ырă тĕслĕхне мала хурса Николай та пысăк çынлăхлă çитĕннĕ. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ ача тусĕсемпе пĕрле вăйне спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тĕрĕслесе ÿснĕ. Ытти арçын ача евĕр вăрçăлла вылянă, йĕлтĕрпе, çуран чупнă, футбола кăмăлланă. Юлташĕсем шанчăклă пулнăшăн, ĕçченлĕхĕпе ырă та тÿрĕ кăмăлĕшĕн хисепленĕ ăна.

Ялти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан ниçта та мар, Саратов хулине каменщика вĕренме кайнă – çурт-йĕр тăваканран лайăхрах ĕç çук та пек туйăннă ăна. Вăл çак професси енне хаваспах туртăннине çывăх тăванĕсем те ырланă. Кунтан вĕренсе тухсан çамрăка направленипе Казахстана Актюбинск облаçне ĕçлеме янă. Каярах вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнче мастерсен шкулĕнче вĕренсе ăсталăхне туптанă.

1969 çулта тăван тăрăха таврăнать Николай Павлович, Елчĕкри МСОна ĕçлеме вырнаçать. Ĕçне юратакан, ăна тĕплĕ тума тăрăшакан Николай Павловича ертÿлĕх тÿрех асăрханă. Вăл хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтма пултарнă.

Кунта кăштах ĕçлесен çамрăка Канашри чăх-чĕп фабрикин Елчĕкри филиалне строительство бригадирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Ĕçченĕн ят-сумĕ ÿссех пынă. Унăн бригади пуçăннă объектсене пысăк пахалăхпа пурнăçлама пултарнине тÿрре кăларса пынă.

Яваплăхне кура 1970 çулта Н.Смирнова МСОн строительство бригадин мастерĕ пулма шанаççĕ. 1971 çулта çамрăка çар ретне илеççĕ. Тивĕçе Куйбышев облаçĕнче пурнăçлать. Хастар йĕкĕте кунта та часах асăрхаççĕ – отделени командирĕ, взвод командирĕн çумĕ пулать Елчĕк каччи, яла сержант званипе таврăнать. Ĕнерхи салтах каллех МСОна ĕçлеме вырнаçать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80 çулĕсенче пурнăç вĕресе тăнă тесен те йăнăш мар – район центрĕнче, колхозсенче сахал мар çĕнĕ объект çĕкленĕ. МСО строителĕсем районти ферма комплексĕсене хута яма, каярах социаллă сфера валли тĕрлĕ объектсем тума тытăннă. 1977-1979 çулсенче район центрĕнчи çар комиссариачĕн çуртне, каярах Комсомольски урамĕнчи 27 тата 18 хваттерлĕ 2 çурта, ача сачĕн çурчĕсене, Шăмалакри сысна фермин комплексне тата ытти çуртсене туни пирки пысăк хавхаланупа аса илет строитель. Кунта вăл вăхăтри мĕн пур строительство ĕçченĕн тÿпи пысăк пулнине, кашниех пысăк хавхаланупа тăрăшнине палăртать:

– Пирĕн тĕп тĕллев – объектсене хăвăрт, паха тата тивĕçлĕ тăвасси пулнă.

Хăйĕн ĕмĕрĕнче ăста мĕнле ĕç анчах пурнăçламан пуль? Тăрăшулăхне кура МСОра малтан мастер пулнă вăл, унтан прораб, экономист, 15 çул тĕп инженерта ĕçленĕ. 14 çул районти коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче, «Стройэнергосервис» ОООра прораб пулса тăрăшнă /çак тапхăрта анчах пурĕ 45 объект çĕклеме хутшăннă/. 2004 çулта Республика кунĕ районта иртнĕ май, Николай Павловичăн бригади тăрăшнипе район центрĕнчи Акатуй уявне ирттерекен вырăна тĕпрен хута янă. Ăста строительсем тăрăшнипе кунти сценăна, ун умĕнчи брусчаткăсемпе çыран çине хăпаракан картлашкасене, ытти ĕçсене кĕске вăхăтра пурнăçлама тивнĕ. Каярах Елчĕкри ДПМКра прораб пулса ĕçленĕ. Районта çул-йĕрсем тăвассипе, вĕсене юсаса çĕнетессипе, ытти объекта хута ярассипе сахал мар вăй хунă. Иртнĕ çул «ДПМК Яльчикское» ООО Елчĕкри стадион-площадкăна тăвас тивĕçе хăй çине илсен ăна пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Предприяти ертÿçи Вячеслав Сядуков ку ĕçре пысăк хастарлăхпа тăрăшнă Николай Смирновăн бригадине ырăпа палăртрĕ. Ĕçне кура хисепĕ. Николай Павлович 5 теçетке çул строительство ĕçĕнче тăрăшса сахал мар тав сăмахне тивĕçнĕ. 2000 çулта ăна Мускаври «Нечерноземагропромстрой» корпораци «Хисеплĕ строитель» ят парса хавхалантарнă, 2007 çулта «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ, 2017 çулта Н.Смирновăн сăнне районти «Хисеп хăми» çине вырнаçтарнă. Наградисем татах та пур, анчах та хисеплĕ строительшĕн чи пахи – ăна халăх сумлани.

Николай Смирнов 1975 çулта Тăрăм хĕрĕпе Людмила Егоровăпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. Людмила Александровна маларах Елчĕкри КБОра çĕвĕçре, каярах почтамтра телеграфисткăра тăрăшнă. Мăшăр 2 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем мăшăрлă. Наталья медработник, мăшăрĕпе хĕр ÿстереççĕ. Андрей педагог, юрист. Вăл Раççей ШĔМĕн тытăмĕнче ĕçленĕ, вĕсен те 2 ача. Ачисене ĕçпе, сăмахпа, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе воспитани панă ашшĕпе амăшĕ.

Ят-сума Николай Павлович тивĕçлĕ ĕçĕпе, ырă мăшăр тата атте, çынлăхлă çын пулнипе çĕнсе илнĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code