Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Кашни çынрах эп ыррине куратăп»

«Кашни çынрах эп ыррине куратăп»

Март уйăхĕн пуçламăшĕ. Çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăранса пĕтĕм кăмăлтан уççăн сывласа янă вăхăт. Тỹпери сар хĕвелĕ куллен хĕрỹленсе пынă май мĕн пур çыннăн чĕри хаваслăрах та çĕкленỹллĕрех тапма пуçлать, кăмăл та савăк. Çанталăк чĕрĕлнĕ тапхăрта — Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн тĕнчене килнĕ Кỹлпуç ялĕнче пурăнакан Антонина Осипова. Çак çутă та илĕртỹллĕ вăхăт унăн характерĕ, пурнăçĕ çине ĕмĕрлĕхех çирĕпленсе юлнă пулинех. Ырă та таса чун-чĕреллĕ, ăшă та савăк кăмăллă вăл, ăслăхĕпе хăй патне туртать, калаçăвĕпе илĕртет, кашни сăмахне шухăшласа тата виçеллĕ калать.

Эпĕ кашни çынрах лайăххине, ыррине курма тăрăшатăп. Хамăн таврари мĕн пур этемре манăн илемлĕх тата ыр кăмăллăх курас килет. Çак паха енсем çыннăн сăнĕпе чунĕнче анчах мар, тумĕнче, унăн хусканăвĕсенче, ĕçĕнче тата пурнăçĕнче палăрччăр. Ун чухне çут тĕнче тата та хаваслăрах, çутăрах пулĕ, — тет Антонина Васильевна.

А.Осипова ĕмĕрне ачасене тарăн пĕлỹ тата çирĕп воспитани парас ĕçе халалланă. 31 çул каяллах шкул ачисен «иккĕмĕш амăшĕ» пулса тăнăскер куллен шкул пурнăçĕпе пурăнать вăл, ачасен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланать. Пĕр вăхăтрах пĕччен юлнă ватăсен хỹтлĕхĕ те — 2010 çултанпа Çирĕклĕ Шăхальти ватăсемпе сусăрсем пурăнакан уйрăмăн заведующийĕ. Чăн та, питĕ интереслĕ пулăм. Икĕ ăру: пурнăçа хăнăхса пырса малтан мала ăнтăлакан çамрăксем тата пурнăç тути-масине тутанса тĕрлĕ пулăмпа тĕрĕсленнĕ ватăсем. Сахал мар вăй-хал кирлĕ: вĕсене ăса вĕрентнипе пĕрлех лайăх психолог пулмалла, кашнинех вăхăтра ăнланма пултармалла, чун хавалне упрама пулăшмалла, вырăнлă сăмах тупса йăпатма, хăш чухне çирĕпрех калама пĕлмелле. Пысăк чунлă пулнă май пур тивĕçе те пурнăçлама вăй çитерет Антонина.

Тоньăн ашшĕпе амăшĕ, Хăвăлçырма ялĕнче пурăннă Василий Ивановичпа Христина Дионисовна Левыйсем ултă ачана кун çути парнеленĕ, тăван тĕпренчĕкĕсемшĕн чунĕсене хурса тăрăшнă. Аслисен ĕçченлĕхне курса ỹснĕ ачасем хăйсем те пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă.

Пире аттепе анне пурнăçа вĕрентнипе пĕрлех чылай ыррине панă. Хăйсем хресчен çемйинчен пулнă пулсан та тĕпренчĕкĕсене вĕреннĕ çынсем тăвас тесе ырми-канми тăрăшни халĕ те асра. Атте тракторист пулса вăй хуратчĕ, анне сутуçăра, тăван хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре, шкулта тирпейлỹçĕре тăрăшрĕ. Анне пирки калас пулсан, эпĕ халĕ мăшăр тата амăшĕ пулнă май, çав тери тĕлĕнетĕп. Хăçан каннă, мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши вăл мĕн пур ĕçе пурнăçлама? Пурнăç ансат пулмасан та каçсерен тĕрлеме, чăлха-алсиш, ăшă кофтăсемпе шăлаварсем, калпаксем çыхма, кĕпесем çĕлеме ĕлкĕретчĕ. Пĕрин хыççăн тепри тăхăнĕ-ха темен, пире — ултă ачине — кашнинех çĕнĕрен-çĕнĕ япаласемпе савăнтаратчĕ. Çав вăхăтрах хăй хатĕрленĕ алă ĕçĕсемпе ялта йĕркеленĕ тĕрлĕ куравсене хутшăнма та май çитеретчĕ. Çемьене, хăна-вĕрлене чăваш халăхĕн тутлă апачĕсемпе сăйлама, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрама та вăй-хăват çитернĕ аттепе анне, — çывăх çыннисем пирки ăшшăн аса илет Антонина.

Иртнĕ ĕмĕрте колхозра тăрăшакан çемьесене севок-сухан, чĕкĕнтĕр пайĕсем уйăрса панине чылайăшĕ астăвать. Çу каçа вĕсене çумран тасатса тăнă, кайран пуçтарса кĕртме хутшăннă колхозниксем. Йышлă çемьере пĕр тенкĕ те ытлашши пулман, çавна май Левыйсем çу каçа икшер пай илнĕ. Ĕç çумне çыпăçтарса ỹстернĕшĕн, çăкăр хакне туйма хăнăхтарнăшăн халĕ ачисем аслисене пысăк тав сăмахĕ калаççĕ. Çемьери кашни ачи тивĕçлĕ воспитани илсе ỹссе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă, хăйсем те çемьеленсе тивĕçлĕ ачасем ỹстернĕ. Леонардпа Анатолий, Антонина — педагог, Луиза — фармацевт, Раиса — бухгалтер, Виктор пушарнăй профессийĕсене суйласа илнĕ, тĕрлĕ тытăмра тăрăшаççĕ. Пурнăçран уйрăлас умĕн ашшĕ-амăшĕ пиллесе хăварнă халала — «аçăр-аннĕр тунă кил-çурта нихăçан та ан пăрахăр, вăл сирĕн пĕрле пуçтарăнса савăнмалли тата канашламалли вырăн пултăр» — тенине асрах тытаççĕ пĕр тăвансем. Кашни çулах тĕрлĕ уявра тата паллă кунсенче çуралса ỹснĕ тăван килĕнче пулса иртнине аса илеççĕ, чун-чĕререн калаçса савăнăç-хуйхине пайлаççĕ, малашлăх ĕмĕчĕсене палăртаççĕ.

Антонина — çемьери пиллĕкмĕш ача. 1972 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Ачаран вăр-вар та ларса тăма пĕлмен, мĕн пур çĕннине пĕлесшĕн çунакан хĕр ача пулнипе палăрса тăнă. Юратса икĕ ятпа чĕннĕ ăна çемьере: Тоня, Татьяна. Пĕчĕкренех телевизорпа музыка передачисене курма кăмăлланăскер хăй тĕллĕнех нумай юрă вĕреннĕ, юрăçсене евĕрлесе юрласа çỹренĕ. Çавна май ăна амăшĕ яланах «артист пулатăн пулĕ ỹссен» тесе хавхалантарнă. Ашшĕ юрлама маçтăр пулнăран унăн кĕвви-сăмахĕсене те ăса хывса пынă.

Çичĕ çул тултарсан пĕрремĕш класа каять хĕр ача. Пирвайхи вĕрентекенне Анна Михайловна Михайловăна асран кăлармасть. Унăн çивĕч ăсĕ, кашни хусканăвĕ, ачасен чунĕсем патне çул тупма пĕлни ăна пулас профессине суйлама пулăшнă мар-и? «Никам та мар, учитель пулăп» текен ĕмĕтпе çунатланма пуçланă хĕр шкул çулĕсенче. Амăшĕ ăна: «килте икĕ учитель пур, эсĕ медицина ĕçченĕ пул», — тенĕ пулсан та, шкул пĕтерсен Тоня хăй ачасем еннех туртăннине лайăх туйнă, ĕмĕтне пурнăçлас тесе Канашри педагогика училищине вĕренме çул тытнă. Кунта 4 çул пĕлỹ илсен çамрăк учителе направленипе Çĕмĕрле районне ярасси пирки хыпарланă. Анчах та виçĕ çул туслă çỹренĕ Кỹлпуç ялĕн йĕкĕчĕ Сергей Осипов хĕре аякка ярас темен. Сăпайлă та пултаруллăскере кĕске вăхăтрах мăшăр пулма ыйтнă. Çамрăк кине кĕçех ялти шкулта ĕç те тупăнать — чи малтанах лаборанткăра тата библиотекарьте тăрăшнă, кайран кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Ачасене чун-чĕререн юратаканскер пĕлỹ тĕнчине тин ура ярса пусакансемшĕн вăл кĕçех юратнă вĕрентекен, çывăх тус пулса тăрать. Аслă классенче рисовани, труд предмечĕсене ертсе пыма те ĕлкĕрет. Хăй те алă ĕçне ăста вĕренсе ỹснĕскер, тĕрлĕ енлĕ аталантарать ачасене. Ĕçленĕ вăхăтрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче психологипе педагогика факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе пĕлỹ илет. Тăрăшуллă вĕренекенсене тупса палăртса педагог кĕçех проектсем хатĕрлесе вĕсене район шайĕнчи конкурссене хутшăнма хатĕрлет, олимпиадăсенче те пĕрре анчах мар палăраççĕ унăн ачисем. Ватăсен пурнăçне сăнласа проектсем хатĕрлессипе те тимлет ертỹçĕ, çавна май юлашки çулсенче конкурса хутшăнса республика шайĕнче çĕнтерỹçĕ те пулчĕ, призлă вырăнсене те тухма пултарчĕ. Ĕçне кура — хисепĕ. Пархатарлă ĕçшĕн сахал мар наградăна тивĕçнĕ педагог, социаллă ĕçчен. Вĕсене кашнинех асăнса та пĕтереймĕн. Чи сумли вара уншăн Раççей Федерацийĕн Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотине тивĕçни. Ачасемпе ватăсен тав сăмахĕ темрен паха хĕрарăмшăн.

Антонина Васильевна обществăлла ĕçре те харсăр. Чылай çул вырăнти участокри суйлав комиссийĕн секретарĕнче тăрăшрĕ, хĕрарăмсен канашĕн хастар членĕ вăл. Спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнать, уйрăмах йĕлтĕрпе чупма, шывра ишме кăмăллать. Ку енĕпе те çитĕнĕвĕсем пысăк.

Черченкĕ хĕрарăм савнă мăшăр тата юратнă амăшĕ, ăш пиллĕ кукамай пулса пĕр вăхăтрах çемьене хăтлăх кỹме, кил-хуçалăхне çирĕп тытса пыма та ĕлкĕрет. Сергей мăшăрĕпе 3 теçетке çул ытла килĕшỹре пурăнаççĕ вĕсем. Туслă çемье ывăлпа хĕре пурнăç парса çитĕнтернĕ. Кĕçĕннисене аслисем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе воспитани панă. Ольга фармацевтра, Дмитрий ЧР ял хуçалăх министерствинче йĕркелỹ уйрăмĕнче тăрăшаççĕ. Ольга çемьеленнĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ Катя тата Илюш мăнукĕсемпе савăнаççĕ.

Осиповсем килти хушма хуçалăха ăнăçлă аталантараççĕ, хур-кăвакал тытаççĕ, çулсерен тĕрлĕ пахча çимĕç туса илеççĕ. Вăхăтĕнче икшер ĕне, виçшер вăкăр, йышлă сысна усранă мăшăр.

Пушă вăхăтне те усăллă ирттерет хĕрарăм. Çĕлет, çыхать, ỹкерет, пăрахăçа тухнă япаласене çĕнĕ «чун» кĕртет… Юрра-кĕвве кăмăллаканскер уявсен илемĕ, юрланипе пĕрлех тăванĕсене гитарăпа выляса савăнтарать.

Пурнăçпа хавхаланма пĕлет вăл, çут çанталăка сăнать. Çакăн пек самантсенче унăн пуçĕнче ырăлăхпа çупăрлакан сăвă йĕркисем çуралаççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code