Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăпайлă мăшăр, ăш пиллĕ амăшĕ

Сăпайлă мăшăр, ăш пиллĕ амăшĕ

Пархатарлă пурнăç çулне такăрлатнă чăваш хĕрарăмĕпе, сăпайлă мăшăрпа, ăш пиллĕ амăшĕпе — Нина Матвеевна Перепелкинăпа — паллаштарас терĕм сире, хаклă вулакансем.

Вăл 35 çул, кану мĕнне пĕлмесĕр, хăйĕн ĕçне чунтан юратса «Победа» колхозăн ферминче ĕне сăваканра вăй хунă. Унăн ĕçе çамрăклах пуçăнма тивнĕ. 1948 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче Кушкă ялĕнчи Трофимовсен çемйинче кун çути курнă Нина. Пилĕк пĕртăванран иккĕмĕшĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăç вĕренме май паман хĕр ачана. Ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн ăна Аслă Пăла Тимешри фермăна выльăх апачĕ хатĕрлекен цеха ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Икĕ çул кỹршĕ ял сукмакне такăрлатнă Нина. Шаннă тивĕçе тĕплĕ пурнăçлакан хĕре ял фермине ĕне тума хатĕрлекен пăрусен ушкăнне пăхма сĕннĕ. Хаваспах килĕшнĕ вăл. Мĕн тесен те ĕçĕ ялтах, çулĕ те çывăх. Выльăх-чĕрлĕх пăхаканăн ĕç кунĕ ирхине 3 сехетрех пуçланнă, çавна май вырăн çинчен тата иртерех тăмалла пулнă-çке унăн. Пушмаксем пăруласан Нина доярка ĕçне кỹлĕннĕ. Пилĕк çул тăрăшнă вăл кунта. Тивĕçлĕ тăрăшакана тивĕçлĕ хисеп тенĕрен, Нина Трофимовăна хуçалăх правленийĕ Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе савăнтарнă. Ферма хĕрĕ чи пысăк чыса — Мускаври Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине кайнине, унта алла çыхмалли сехет панине — нихăçан та асран кăлармасть.

Çĕмĕрт пек хура куçлă, тăпăлкка кĕлеткеллĕ, пăрчăкан пек вăр-вар хĕре каччăсем ăмсанса пăхнă. Çапах та хĕр чĕри хăйĕн таса юратăвне кĕтнĕ. Тин кăна салтакран таврăннă Аслă Пăла Тимеш каччи, хитре те япшар чĕлхеллĕ Николай Перепелкин ним систерсе тăмасăрах, груз турттаракан автомашинăпа лартса Нинăна мăшăр пулма вăрласа кĕнĕ. Ку вăхăтра малтанах хĕре каччăн çывăх тăванĕсем патне илсе кĕресси йăлара пулнă. Икĕ кунтан каччă мăшăрне тăван çуртне çавăтса кĕнĕ.

Пысăках мар йывăç çуртра Николайăн ашшĕпе амăшĕ тата ачаранах сусăр çитĕнекен йăмăкĕ Мария пурăннă. Çĕнĕ çынна çемье ăш пиллĕн йышăннă. Туй-çуй иртсен çамрăк кин Аслă Пăла Тимеш фермине пăрусем пăхма вырнаçнă. Ĕне сăвакан кирлине пĕлсенех унта куçнă. Мăшăрĕ Николай Тури Туçа больницинче рентген пăхнă çĕрте тăрăшнă.

1972 çулта çемьене «çĕнĕ кайăк» хутшăннă. Пĕрремĕш ача — Елена çуралнă. 1973 çулта çемье вăй-хал пуçтарса кирпĕчрен çурт купаласа лартма мехел çитерет. Тепĕр çулталăкран пултаруллă та харсăр çемье çын тытса ĕçлеттермесĕрех çĕнĕ çурта пурăнма кĕрет.

Килĕшỹллĕ мăшăрăн йышĕ ỹссех пырать. Пысăк пỹртре Лева, Федя, Надя, Галина хутшăнса çемьене илем кỹреççĕ. Асламăшĕпе аслашшĕ мăнукĕсемпе савăнаççĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă çĕрте вĕсен тỹпи те пысăк. 87 çула çитсен Хĕветĕр тете леш тĕнчене куçать. Унăн мăшăрĕ 90 çул тултарсан пурнăçран уйрăлать. 20 çул ытла пĕр сас-хура кăлармасăр тирпейлĕ пурăннă ватăсемпе çамрăксем.

Паян та ырăпа кăна аса илетĕп вĕсене, — тет Нина Матвеевна. — Ним шухăшсăрах ĕçе тухса кайма пултарнă эпир, килте яланах ачасене тимлĕ пăхакансем пулнă.

«Ĕçне кура — хисепĕ», — тенĕрен «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ Нина Матвеевна. Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисен шучĕ те çук. Икĕ çул «Малта пыракан доярка» ята илнĕ. Ун ячĕпе район администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ, Хисеп хăми çинче сăнне вырнаçтарнă. «Ача амăшĕн» медальне те тивĕçнĕ харсăрскер.

«Çỹпçипе хупăлчи», — теççĕ халăхра Нинăпа Николай Перепелкинсем çинчен. Николай Федорович электрикре тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухрĕ. «Победа» хуçалăхра нумай çул вăй хучĕ. Унтан Елчĕкри пысăк вольтлă подстанцисене лартнă çĕрте ĕçлерĕ. Юлашкинчен «Комбайн» ЯХПКра хăйĕн специальноçĕпе тăрăшрĕ. Ĕç ветеранĕн килĕнче Раççей Ял хуçалăх министерствин грамоти упранать.

Перепелкинсем пилĕк ачине тивĕçлĕ воспитани панă, хăйсене килĕшекен професси суйласа илме, çемье йĕркелесе яма пулăшнă. Ветеринар, токарь, педагог, экономист специальноçĕсем илнĕ вĕсен тĕпренчĕкĕсем. Пурте çемье çавăрса килĕштерсе пурăнаççĕ. 8 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук халĕ сумлă ватăсен.

Шел пулин те, ывăлĕ Лева чире пула пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ. Ашшĕ-амăшĕн чĕрине пысăк хуйхă самай хавшатрĕ.

Тирпейлĕ, хитре кил-çурт тытса пурăнать килĕшỹллĕ те харсăр мăшăр. Николайăн йăмăкĕ те юнашар. 68 çула çитнĕ тăванне лайăх пăхаççĕ çемьере.

Ĕçсĕр ларма пултараймаççĕ Перепелкинсем: сыснасем усраççĕ, хур-кăвакал, кайăк-кĕшĕк пăхаççĕ, ачисемшĕн тăрăшаççĕ. Килте туса илнĕ аш-какай, пахча çимĕç усăллине лайăх ăнланаççĕ.

Николай Федорович хурт-хăмăр ĕçне те йĕркелесе янă. Килен-каяна хăналама вĕсен сĕтелĕ çинче яланах сиплĕ пыл ларать. Тарават хуçасем никама та чей ĕçтермесĕр кăларса ямаççĕ. Кỹршĕ-аршăпа та килĕштерсе, пĕр çăвартан пурăнаççĕ. Кăçал Перепелкинсем пĕр сукмакпа утма пуçлани 52 çул çитет.

Атте-анне юнашар пурри, вĕсем сывлăхлă çỹрени ачасемшĕн чи пысăк телей. Çакна вĕсен ывăлĕпе хĕрĕсем манмаççĕ, час-часах çуралса ỹснĕ киле килсе çỹреççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçу хуçаланать вара ун пек чухне вĕсен хăтлă кил-çуртĕнче.

З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code