Юбилей умĕн истори страницисене уçса шĕкĕлчесси, иртнине, пĕрле ĕçленисене аса илесси паян тухнă ырă йăла мар. Çирĕпленнĕ йĕркерен уйрăлмасăр асаилỹ çăмхи сỹтĕлсе çывăх тантăшăм куç умне тухса тăчĕ. Паян пирĕн хушăра тăрăшмасть пулсассăн та хаçат ĕçĕнче унăн тỹпи те çук мар.
…Элекçей Тимеш хĕрĕ Наталия Карсакова Пăва хулинче профессипе техника училищинче секретарь-машинистка профессине алла илнĕ хыççăн Елчĕкри типографинче печатницăна ĕçлеме вырнаçрĕ. Тỹрех вăр-варлăхĕпе, шаннă ĕçе яваплăхпа пурнăçланипе палăрчĕ вăл. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, пултаруллă пикене районти «Колхоз ялавĕ» хаçата секретарь-машинисткăна куçарчĕç. Журналистсем алăпа çырнă статйи-хайлавĕсене, ялкорсен ал çырăвĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пичетлетчĕ Наташа. Кунне миçе страница «шакканă-ши» унăн пỹрнисем, тỹррĕн калаймастăн, пичетлемелли материалсене сĕтел çинче вырттармастчĕ. Кирлех пулсан, иртерех килсе те, каярах юлса та тăрăшатчĕ, материалсене наччасра автор сĕтелĕ çине килсе хуратчĕ. Хаçата материалсене вăхăтлă парасси хăйĕнчен килнине лайăх ăнланатчĕ. Çавăн пекех кассир тивĕçне те пурнăçлатчĕ.
Пурнăç улшăнса аталаннăçемĕн эпир те çĕнĕ технологи çине куçма тытăнтăмăр. Коллективра чи малтанах компьютера алла илекенни шăпах Наталия Егоркина пулчĕ. 1996 çулта вăл ПВЭМ операторĕсем хатĕрлекен курсра вĕренчĕ. 2000 çултан вара район хаçатне электронлă майпа пухакан тата верстка тăвакан оператор тивĕçне пурнăçлама тытăнчĕ. Çĕнĕлĕх кирек хăçан та малтанлăха чăрмавсем кăларса тăратать пулсассăн та Наталия йывăрлăхран хăрамарĕ, малалла талпăнчĕ, пĕлỹ шайĕпе ăсталăхне ỹстерчĕ. Каярахпа вара хăй мĕн пĕлнине ыттисене вĕрентсе хăварма та ỹркенмерĕ. Урăх çĕре куçиччен хăйĕн вырăнне ĕçлеме килекене те хаçат дизайнĕн вăрттăнлăхĕсене самай хăнăхтарчĕ. Тивĕçлĕ ĕçшĕн панă Хисеп хучĕсем те сахал мар унăн. Чи пахи вара — коллективра яланах ырă кăмăллăхĕпе, харсăрлăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе палăрни, май килсенех пулăшма хатĕр тăни.
Çывăх юлташăм, хамран чылай çул кĕçĕнрех пулнине пăхмасăр, çапла калама пултаратăпах пулĕ, мĕншĕн тесен пĕр коллективри кашни çынпах тус пулаймастăн. Ытларахăшĕ ĕçтеш вырăнĕнче. Наташа хаçатра вăй хума пуçласанах пĕр ушкăнра пулаттăмăр, хамăр кăна мар, çемьесемпе туслă пурăнма тытăнтăмăр. Асăмран тухмаççĕ тин кăна илемлĕ пике çемье çавăрни, унăн туйĕнче хыттăн юрласа-савăнни, аллине пĕрремĕш, унтан иккĕмĕш пепкисене алла илни, çĕнĕ çурт çавăрса унта пурăнма куçни… Чуна уçса калаçатпăр-и, е пĕр-пĕр пысăк ĕç пурнăçлатпăр — яланах унпа пĕрле. Çынна ăнланма, итлеме пĕлнипе чуна тыткăнлать вăл таврари çынсене.
Иртнĕ çулсенче хаçатçăсем пĕр-пĕрин патне кайса ĕç опычĕпе паллашасси, хăйсене спортăн тĕрлĕ ăмăртăвĕсенче çирĕплетесси малти вырăнтаччĕ. Çакăн пек тĕл пулусем Патăрьел, Шăмăршă, Канаш, Йĕпреç районĕсенче иртрĕç. Пĕр çулхине ĕçтешсене Елчĕк çĕрĕ çинче те кĕтсе илтĕмĕр-ха. «Елчĕк ен» хаçат ĕçченĕсем кирек хăш районтан та çитĕнỹсемпе таврăннă. Командăри Наталия Егоркина кашнийĕнчех пысăк ỹсĕмсемпе палăратчĕ. Пĕр çулхине республикăри хаçатçăсен спартакиадинче алă вăйĕ виçессипе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Йĕлтĕрпе ярăнмалли-и е ытти ăмăртура — Н.Егоркина редакци ятне чыслăн хỹтĕленĕ.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр.
В.АЛЕКСЕЕВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Н.Егоркина.