Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр ĕçченĕ пĕлет: ăна уй-хир кĕтет

Çĕр ĕçченĕ пĕлет: ăна уй-хир кĕтет

Районти аграрисем — ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, инженерипе агрономи службисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ака умĕн кашни çул пĕрле пухăнса йĕркелекен анлă канашлу хальхинче «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн никĕсĕ çинче иртнĕ. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетнĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов тухса калаçнинчен черетлĕ çур аки умĕнхи пĕтĕмĕшле лару-тăру уçăмлăн куç умне тухса тăрать. Ял хуçалăх культурисен лаптăкĕ, иртнĕ çулхи пекех, 38966 гектар йышăнмалла. Çав шутран тĕш тырă культурисем — 23626 (2021 çулхипе танлаштарсан, 98 процент), çĕр улми — 353 (111), пахча çимĕç тата унăн вăрлăхлăх культурисем — 94 (89), выльăх апачлĕх культурăсем — 13178 (99,4), техника культурисем 1715 гектар (178 процент) гектар. Тĕш тырă, пахча çимĕçпе унăн вăрлăхлăх культурисем иртнĕ çулхинчен 751 гектар сахалрах, ун вырăнне техника культурисене ытларах акма палăртнă. Апла пулин те районта иртнĕ çул хĕл каçакан культурăсене акассин планне 29,5 процент (пурĕ 11460 гектар), çав шутран кĕр тыррисене 3650 гектар (53 процент) анчах пурнăçлайнăшăн ял хуçалăх пайĕн начальникĕнчен ертỹçĕсемпе специалистсене сăмах тивнĕ. Петр Тремасов канашлура çак ыйтусене тỹррĕн кăларнă: «Сысна фермисене «тĕп тăватпăр», çĕр улми тата пахча çимĕç çитĕнтернин усси çук, тетпĕр. Хăшĕ-пĕри выльăх-чĕрлĕхрен те пайта курайманпа пĕрех. Хуçалăх экономикине тĕреклетме урăх мĕнле майпа усă курмалла?», — тенĕ вăл. «Прогресс» АХО, «АСК-Яльчики» ООО, «Энтепе» ООО, Борис Головинпа Анатолий Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕсене вара кĕр тыррисене акма малтан йышăннă плана туллин пурнăçланине палăртнă.

…Уй-хирти ĕç ăнăçлăхĕ çанталăк условийĕнчен те нумай килнине ял çынни лайăх ăнланать. Ĕлĕкхи ватăсем Алтаккин кунĕ мĕнле килнине сăнаса çу уйăхĕсем епле пуласса пĕлнĕ. Кăçалхи апрелĕн 14-мĕшĕнче сỹрĕк, пĕлĕтлĕ çанталăк пулнине тата сивĕ çил вĕрнине шута илсен, тырă вырнă вăхăтра йĕпе-сапа пулма пултарнине шута илме ыйтнă тĕп докладпа тухса калаçакан. Апла пулсан, Петр Тремасов шучĕпе, вырмара чи йывăр условисенче ĕçлеме хатĕрленесси пирки халех шухăшламалла. Ку чухне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене уйрăммăн вырса кушăхтарма жаткăсемпе саппасланмалла, тĕш тырă типĕтекен сушилкăсене пĕтĕм хăватпа ĕçлеме хатĕрлемелле.

Районĕпе илсен, акара усă курма кирлĕ таран (пурĕ 4803 тонна) минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсене ытлашшипех (кирлин 123 проценчĕ чухлĕ) хатĕрленĕ. Ю.Цветков фермер, «АСК-Яльчики», «Нива» ОООсенче, Ленин ячĕллĕ, «Комбайн», «Рассвет», «Сатурн» ЯХПКсем минераллă удобренисемпе, «Рассвет», «Комбайн», «Сатурн» ЯХПКсем, «Победа», «Яманчурино», «Клевер» ОООсем, Юрий Цветков, Владимир Чернов, Борис Головин фермерсем çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе туллин саппасланнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсен 98 проценчĕ ака кондицине тивĕçнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вăрлăхсен сорчĕсене çĕнетес ĕçе те тивĕçлипе йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе кирлин 37 проценчĕ е 1442 тонна чухлĕ ПР (питомник размножения) репродукцирен пуçласа элита йышши вăрлăхсем туяннă.

…Канашлăва «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ирттерни ахальтен мар. Агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçленине кура çĕр ĕç культурисенчен кашни çул пысăк тухăç алла илекен çак хуçалăхри автопарк юлашки 2 çулта анчах нумай (пурĕ 20 единица) çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисемпе пуянланнă: 2020 çулта — 22, 2021 çулта — 10,5 миллион тенкĕлĕх. Техника туяннин 40 процентне патшалăх енчен саплаштарни те, паллах, аграрисемшĕн пысăк пулăшу. Черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленсе хуçалăхра 15 тонна люцерна, 17 тонна урпа («Эльф») вăрлăхĕсене туяннă. Вĕсем пурте элита репродукцирен. Минераллă удобренисем те, 1 гектар пуçне шутласан, 110 килограмм таран апатлантарма çитмелле.

Иртнĕ çул «Рассвет» ЯХПКри çĕр ĕçченĕсем апрелĕн 24-мĕшĕнче тĕш тырă культурисене акма тухнă пулнă. Çанталăк условийĕсене пула кăçал хире каярах тухма тивет. Ун вырăнне, темиçе кун хушши çунă çумăр çĕре пĕр пек пиçсе хăпарма пулăшĕ, тăпрара нỹрĕклĕх те нумай пулĕ.

Ака агрегачĕсене ытти çулсенчи пекех Михаил Петровпа Валерий Сергеева тата Сергей Баймушкина шанса параççĕ. Вĕсем паян тесен паян хире тухма хатĕр. Юрий Мясников председатель акана тухас умĕн автопаркри ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелессипе механизаторсемпе юнашар тăрса вăй хунă Николай Енедеров тĕп инженерпа Виктор Цыганов тĕп агроном, председатель çумĕн — Вячеслав Мясниковăн ячĕсене те ырăпа аса илет.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Тăрăмри культура çуртĕнче пулса иртнĕ канашлăвăн пленарлă пайĕпе те пит кăмăллă пулнă. Ĕçлĕ канашлăва хутшăнакансене кунта пысăк хăна пекех тараватлăн кĕтсе илнĕ. Унсăр пуçне, вăл Раççейри халăхсен культурин ăс-хакăлĕн тата Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕсене халалланă тематикăлла куравсенчи материалсем те тулли содержаниллĕ пулнине палăртнă.

Леонард Левый çавăн пекех районти мĕн пур çĕр ĕçченне çур аки ĕçĕсене агротехника хушнă вăхăтра тата инкек-синкексĕр ирттерме суннă. Производствăри ĕçе йĕркеленĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси, çын сывлăхне упрасси — чи малти вырăнта.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕксене район администрацийĕн сайтĕнчен илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code