Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăватă кун маларах

Тăватă кун маларах

1941-1945 çулсенче нимĕç фашисчĕсене хирĕç пынă вăрçăра миллион-миллион совет çынни Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илеймен. Вăрçăн юлашки кунĕсенче çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуç хунă салтаксене пушшех шел. Вĕсенчен пĕри — Чăваш Тăрăмĕнче çуралса ỹснĕ Роман Яковлевич Бабакин.

Роман Бабакин тăватă çула яхăн фашистсене хирĕç çапăçнă, анчах Аслă Çĕнтерỹ умĕн 4 кун маларах паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Хĕрлĕ Çара ăна 1941 çулхи июль уйăхĕнче илнĕ. Çурçĕр Хĕвел анăç, Брянск, 1 Украина фрончĕсенче çапăçнă. 1944 çулхи март уйăхĕнчен вара 4-мĕш танк çарĕн йышĕнче нумай çапăçусене хутшăннă. 1944 çулхи май уйăхĕн 14-мĕшĕнче Р.Я.Бабакин рядовоя танк армийĕн командующийĕн приказĕпе «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă.

«Тов. Бабакин Роман Яковлевич с группой красноармейцев смелым броском у местечка Скола 28 марта 1944 г. рассеял и часть уничтожил прорвавшихся автоматчиков противника. После чего было приказано гв. полковником Кузбенко занять оборону. Выполняя приказ командования, с честью сдерживали оборону до подхода наших сил. После сдачи обороны нашим частям вновь получено было задание по восстановлению связи с передним краем нашей обороны. От артиллерийско-минометного огня связь часто прерывалась и, несмотря на сильный обстрел противника, все повреждения устранялись быстро и четко, этим самым обеспечивал командованию беспрерывной связью. Достоин представлению к награждениию к правительственной награде — медалью «За отвагу», — çапла çырнă награда хучĕ çине рота командирĕ Михайлов капитан.

Чăннипех паттăр салтак пулнă пирĕн ентеш. Ыт ахальтен вăл вилнĕ хыççăн телеграфа пăхса тăракан Хĕрлĕ Ялавлă уйрăм рота командирĕ Михайлов 1945 çулхи май уйăхĕн 15-мĕшĕнче çыхăну линине пăхса тăракан Р.Бабакин гварди рядовоя Тăван çĕршыв вăрçин II степень орденĕпе чыслама награда хучĕ çырман пулĕччĕ: «Товарищ Бабакин, участвуя в наступательной операции с 12 января по 5 мая 1945 г., неоднократно проявлял мужество и стойкость, чем обеспечивал выполнение боевых заданий по построению и восстановлению постоянных линий связи. Исключительное мужество и отвагу товарищ Бабакин проявил при выполнении боевого задания в районе Голуниц, где погиб смертью храбрых. Тов. Бабакин достоин представления к награждению посмертно орденом Отечественной войны 2 степени».

Награда хучĕ çине «тивĕçлĕ» тесе 4-мĕш танк çарĕн çыхăну начальникĕ Сотренко полковник алă пуснă.

Май уйăхĕн 25-мĕшĕнче çапăçусенче палăрнă офицерсемпе салтаксене правительство наградисем парасси çинчен 4-мĕш танк çарĕн командующийĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Лелюшенко генерал-полковник, Çар Канашĕн членĕ Беляев генерал-майор, штаб начальникĕ Упман генерал-майор алă пуснă приказра Р.Я.Бабакин гварди рядовойăн хушамачĕ те пур.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code