программа сахал тупăшлисене професси илме, хăйсен ĕçне пуçарма условисем туса парать.
2020 çултанпа ĕçлет вăл. Социаллă хỹтлĕх органĕсем тупăш сахал илекенсемпе социаллă контракт çирĕплетеççĕ, çапла майпа патшалăхăн ятран паракан пулăшăвне вĕсем патне туллин çитереççĕ. Укçа çителĕксĕр тăвакансене е ĕçе вырнаçайман пирки шалу илейменнисене патшалăх алă панине ырламалла.
«Социаллă контракт» программăн пулăшăвĕ тĕрлĕ енлĕ:
- Ĕçе вырнаçнă чух паракан пулăшу. Ку пулăшура социаллă контракта ĕçе вырнаçас текенсемпе çирĕплетеççĕ. Унпа усă курас тесен гражданинăн чи малтанах районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта е «Работа России» порталта регистрациленмелле. Контракт çырнă тата ĕçе вырнаçнă хыççăн ăна 3 уйăх таран 11724 тенкĕ тỹлесе тăраççĕ. Çавăн пекех кирек хăш профессие вĕренме те май пур, вĕренỹ курсне саплаштарма укçа-тенкĕ (30 000 тенкĕрен ытла мар) тата стипенди (5862 тенкĕ, 3 уйăхран ытла мар) тỹлеççĕ.
- Уйрăм предприниматель ĕçне йĕркеленĕ чух тивекен пулăшу. Уйрăм предприниматель ĕçне, хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелекен, харпăр ĕçне пуçаракан гражданина пĕр хутчен 250 пин тенкĕ парса пулăшаççĕ. Вĕреннĕшĕн те укçа-тенкĕ (30 пин тенкĕрен ытла мар) парса пулăшаççĕ. Тивĕçнĕ укçапа ĕçре кирлĕ станоксемпе оборудованисем, пурлăх саппасĕсем туянма, арендăшăн тỹлеме ирĕк пур. Тĕп услови — пуçарнă ĕçре 3 çултан кая мар тăрăшмалла.
- Уйрăм хушма хуçалăха ертсе пыракана паракан пулăшу. Гражданина харпăр ĕçне йĕркелеме ял хуçалăх тытăмне кĕрекен таварсемпе продукцисене туянма пĕр хутчен 100 пин тенкĕ парса пулăшаççĕ, çавăн пекех вĕренес текенсене пĕр вĕренỹ курсĕшĕн (30 пин тенкĕрен ытла мар) тỹлеме пултараççĕ. Тĕп услови — пуçарнă ĕçре 3 çултан кая мар тăрăшмалла.
2022 çулта пирĕн района 76 социаллă контракт çирĕплетме 8435,8 пин тенкĕ уйăрнă. Июнĕн 1-мĕшĕнче социаллă контракт никĕсĕ çинче социаллă патшалăх пулăшăвĕ парассипе çыхăннă документсене тишкерекен ведомствăсем хушшинчи комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна комисси председателĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă. Черетлĕ ларура социаллă контракт çирĕплетес тĕллевлĕ 6 гражданинăн ыйтăвне пăхса тухнă.
Çулталăк пуçланнăранпа районта сахал тупăшлисемпе 49 контракт çирĕплетнĕ.