Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çуралнă çамрăксен шăпи ытти ăрури çынсенчен йывăртарах, синкерлĕрех килсе тухнă. Ар çулне çитнĕ-çитмен вĕсен хаяр вăрçă çапăçăвĕсене кĕме тивнĕ. Чылайăшĕ унăн вутĕнче çунса кайнă. Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ, пĕр урамра пурăннă икĕ çамрăк шăпи те тĕрлĕрен килсе тухнă.
Çын хыçне пытанман
Алексей Иванович Иванов 1924 çулта çуралнă. Хĕрлĕ Çара 1942 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче илнĕ. Хĕвел анăç фрончĕн 33-мĕш армин стрелоксен 36-мĕш бригадине лекнĕ. Пирваях малти линие çапăçакан салтаксем патне хĕç-пăшал, апат-çимĕç, ытти çар хатĕрĕсем турттарнă. Каярахпа стрелоксен ротине куçарнă.
Стрелоксен 36-мĕш бригадинчи 2-мĕш уйрăм батальон командирĕ А.Иванов рядовоя «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăлама тăратнă хут çине çапла çырнă: «В боях с немецкими захватчиками с 4 по 10 февраля 1944 года красноармеец Иванов первым ворвался на вражеские траншеи и расстрелял в упор 5 вражеских солдат. Красноармеец Иванов дисциплинированный, храбрый и смелый воин. Ходатайствую о награждении правительственной наградой — медалью «За отвагу».
1944 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче стрелоксен 36-мĕш уйрăм бригадин командирĕ Зайцев полковник командованин çар заданийĕсене чыслăн пурнăçланă салтаксемпе офицерсене СССР Верховнăй Совет Президиумĕн ячĕпе медальсемпе чысласси çинчен 07 №-лĕ приказ çырнă. Çак списокра «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ çар çыннисем хушшинче 2-мĕш батальонри А.Иванов рядовой стрелок хушамачĕ те пур. Фронтра вăл пĕр хутчен аманнă тесе çырни пур. Хĕрĕ — Людмила Алексеевна Маркова — аса илнĕ тăрăх, ашшĕ вăрçăра урисене тăм илтернĕ. Икĕ уринчи пỹрне вĕçĕсене татнă пулнă. Вăрçă хыççăн Елчĕк районĕнчи çар комиссарĕ Вахромеев майор А.Иванов рядовоя «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăлама награда хучĕ çине çырнă тăрăх, Иванов рядовой 1944 çулхи февраль уйăхĕнче Витебск хули çывăхĕнче оборонăра тăнă чухне икĕ уринчи пỹрнисене те тăм илтернĕ. Госпитальте вĕсене татнă, халĕ 3-мĕш ушкăнри вăрçă инваличĕ МТСра комбайнер пулса ĕçлет. Анчах Чăваш АССР çар комиссарĕ награда хучĕ çине çакăн пек резолюци çырать: «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăлас. Тепĕр çултан СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе çак медале параççĕ.
1944 çулхи июнь уйăхĕнче тăван яла таврăннă инвалид МТСри механизаторсен курсне кайса кĕрет, часах ака-суха тума пуçлать.
Ваттисем Хăяр Лекçейне (ялта çапла чĕннĕ) ĕçшĕн çунакан, тĕрĕслĕхе юратакан пултаруллă механизатор пулнипе астăваççĕ. Вăл пурнăçăн юлашки кунĕчченех трактористра ĕçленĕ, ака-суха вăхăтĕнче трактор çинчен 14-16-шар сехет анман. Ĕçе тĕплĕ тунине юратнă, ăна çиелтен пурнăçлакансене чăтма пултарайман. Çамрăксене лайăх суха тума, шăйрăксăр акма вĕрентнĕ. Ял çыннисем килти паçмисене ăна сухалаттарма тăрăшнă. Унăн плугĕ хыççăн суха касси тип-тикĕс, шăйрăксăр пулса юлнă.
«Паттăрлăхшăн» медале икĕ хутчен тивĕçнĕ
Иван Ефимович Воробьева, утти çăмăл пулнăран, Çерçи Ванькки тенĕ. Вăл 1942 çулта Сталинград çывăхĕнчи Городище районĕнче çапăçу хирĕнче вилнĕ. Унăн ывăлĕ, Василий Иванович, Иванов хушаматпа çỹренĕ. Шел пулин те, унăн хушамачĕ «Астăвăм» кĕнекене кĕмен. Куккăшĕ вăрçăра вилни çинчен Раиса Николаевна Крылова (Воробьева) каласа панă тăрăх пĕлтĕм. «Память народа.ру» сайта тишкерсен Василий Иванович Иванов пирки виçĕ документ тупăнчĕ. 2-мĕш Прибалтика фронтĕнчи 67-мĕш армин стрелоксен 122-мĕш корпусне кĕнĕ 85-мĕш дивизин çухатăвĕсене çырса кăтартнă донесенире çак дивизири 141-мĕш полк хĕрлĕармеецĕ В.Иванов списокра 2322-мĕш тăрать. Унта Тĕмер ялĕнче 1922 çулта çуралнă, ВЛКСМ членĕ, Мускав хулинчи Ленинград районĕнчи çар комиссариачĕ çара илнĕ, 1941 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче çапăçăва кĕнĕ В.Иванов 1945 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче — Çĕнтерỹ пуличчен пĕр уйăх çурă маларах вăрçă хирĕнче вилни, ăна Латви ССРне кĕнĕ Салдус уесĕнчи Броценс вулăсĕнчи Дзирниэки хуторĕнчен 300 метр кăнтăрарах хула масарне пытарни çинчен çырнă. Ывăлĕ вилни çинчен амăшне Анна Дмитриевна Воробьевăна çырса пĕлтернĕ.
1944 çулăн иккĕмĕш çурринче пирĕн çарсем Прибалтика тăрăхне тухнă. Анчах фашистсем çак вырăнта вăйлăн çирĕпленсе ларнă. 1944 çул вĕçĕнче çапăçусем пирĕннисемшĕн ăнăçсăр вĕçленнĕ хыççăн совет командованийĕ усăсăр çухату тỹсес темен, тăшмана Балтика тинĕсĕ хĕррине хĕссе хупăрласа хунă, хамăрăн тĕп вăйсене хĕвел анăçнелле куçарнă. Оборонăра тăрса пысăк пĕлтерĕшлĕ мар çапăçусем кунта 1945 çулхи апрель уйăхĕчченех пынă. Стрелоксен 85-мĕш дивизийĕн çар журналĕнче В.Иванов вилнĕ кун пирки çапла çырса хунă: «Полк (141) прочно удерживает занимаемый участок обороны в тех же границах. Подразделения полка вели ружейно-пулеметный, артиллерийский огонь на уничтожение живой силы противника. (…) Подразделения полка несут значительные потери от артминометного огня противника». 1945 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче тăшман артиллерирен персе тăнă вăхăтра пирĕн ентеш пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Фронтра вăл паттăр çапăçнине аяларах илсе кăтартнă документсем çирĕплетеççĕ:
«Приказ № 029/н
По 141 полку 85 стрелковой Павловской Краснознаменной дивизии 1 октября 1944 года.
От имени Президиума Верховного Совета Союза ССР награждаю медалью «За отвагу»
- Орудейного номера батарейи 76 мм кр-ца Иванова Василия Ивановича за то, что он в наступательных боях при форсировании рек Вяйка-Эма-Йыги, работая во взводе управления разведчиком, неоднократно обнаруживал огневые точки противника и своевременно передавал на командный пункт, благодаря чему огневые точки были подавлены.
1922 г.р., чуваш, член ВЛКСМ, награжден медалью «За оборону Ленинграда», в Красной Армии с 1941 г. Призван Ленинградским РВК г. Москва
Командир 141 стр. полка майор Крин
Начальник штаба майор Юнквич».
Тепĕр уйăхран — 1944 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче стрелоксен 85-мĕш дивизийĕн 141-мĕш полкĕн командирĕ тата штаб начальникĕ 120 мм тупăсен батарейин оруди номерне В.Иванов хĕрлĕармееца иккĕмĕш хут «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Награда хучĕ çине вăл тупă расчечĕн йышĕнче пулса наступлени вăхăтĕнче тăшманăн персе тăракан темиçе точкине тата 20-е яхăн салтакне пĕтернĕ тесе çырнă.
Николай АЛЕКСЕЕВ.