Аслă Çĕнтерĕве салтаксемпе пĕрлех тыл ĕçченĕсем те туптанă. Ачасемпе хĕрарăмсем, ватăсем ырми-канми тăрăшнă. Фронта та мĕн пур кирлипе тивĕçтернĕ вĕсем. Юлашки çăкăр татăкне те вăрçă хирĕнчисемпе, Чăваш Ене эвакуациленнисемпе пайланă.
Патреккел ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ, вăрçă ачи тата ĕç ветеранĕ Лилия Доброхотова çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Лилия Борисовна вăрçăн асаплă вăхăчĕсене аса илнĕ май çапла палăртать:
– Халăх пĕр тĕвве пуçтарăнса кар тăнипе, туслă пурăннипе, тăван çĕршыва юратнипе, сивве тата выçлăха пăхмасăр ырми-канми ĕçленипе, пĕр шухăшлă та çирĕп тĕллевлĕ пулнипе çĕнтернĕ эпир иртнĕ вăр-çăра.
Лилия Борисовна Патреккел ялĕнче Борис Ильичпа Анна Ильинична Дозоровсен çемйинче1932 çулта тĕнчене килнĕ. Ашшĕ маларах физикăпа математика предмечĕсене вĕрентнĕ, каярах районти финанс пайĕн заведующийĕнче тăрăшнă.
– Вăл шкул хыççăн Чĕмпĕрте тата Хусанта вĕреннине калатчĕ. Шăпа Кỹкеç, Шăмăршă районĕсенче те ĕçлеме пỹрнĕ ăна. Анне Аслă Елчĕк хĕрĕ пулнă. Питĕ правурччĕ. Тырă аллас енĕпе маçтăрччĕ – çавра алапа пĕчченех аллатчĕ. Виççĕнччĕ вĕсем çав ĕçре: анне, Елизавета Вершкова, Клавдия Каринкина, – сăмахĕсене малалла тăсать тыл ĕçченĕ. – Эпĕ çут тĕнчене киличчен пирĕн çемьере çуралнă 7 ача пĕрин хыççăн тепри пурнăçран уйрăлса пынă. Аптăранă енне аттепе анне Каркаларти нумай ачаллă çемьере çитĕнекен ачана усрава илнĕ. Амăшĕ пысăк йышлă ачасене пĕчченех çитĕнтернĕ. Çав тери йывăр пурнăçпа пурăннă пулнă асăннă çемье, пурте пĕрле сĕтел хушшине апат çиме вырнаçсан кашăкĕ те кашнинех тивĕçмен тет. Усрав ача Алексей малтанлăха чирлесех тăнă. Ăна аттепе анне сыватас тесе Хусан хулине çитнĕ, кунти больницăра сипленнĕ хыççăн тин ача чиртен уçăлма пуçланă. Пархатарлă та ырă ĕçе Турă та асăрханă тейĕнех. Ывăла усрава илнĕ хыççăн Дозоровсен йышĕ хушăнсах пынă: Лилия, унтан Лида, Валерий, Виталий çуралнă. Çапла майпа пурнăç майлашăнса кайнă.
– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан аттене вăрçа илчĕç. Анчах та йывăр чире пула кĕçех каялла таврăнчĕ вăл. 2 çултанах пурнăçран уйрăлчĕ çывăх çыннăмăр.
Дозоровсен ачисенчен Лилия анчах тăван ялта юлнă, ыттисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Металлург, техника наукисен кандидачĕ, çар çынни те, тинĕсре ишекен те пур вĕсен хушшинче.
Лилия çамрăкранах тăван колхозра ĕçленĕ. Чи малтанах улăм турас ĕçе явăçтарнă 15 çул тултарнă хĕре.
– Алăпа çавăрса турамалли агрегат пурччĕ. Çавна кунĕпех çавăрттараттăмччĕ, – тет вăл.
Колхоз садĕнче, ĕне тата сысна фермисенче, шкул буфетĕнче, ялти лавккара сутуçăра вăй хунă, каярах, 1965-1991 çулсенче, почтальонкăра тăрăшнă Лилия аппа. 1954 çулта ĕçчен те правур хĕре ял каччи Николай Михайлович Доброхотов мăшăр тăвать. Маларах йĕкĕт пĕр хушă Архангельск хулинче милиционерта ĕçлесе пурăннă, яла таврăнсан уй-хир бригадирĕ пулма çирĕплетнĕ яваплăха çирĕп туякан çынна.
– Пурнăçа пĕрре те хурламастăп. Лайăххине те, начаррине те пайтах куртăм, çапах та мĕн тери илемлĕ те хаклă Турă панă кашни кун, – кăмăллăн калаçать Лилия Борисовна.
Мăшăрĕн ашшĕ Михаил Сергеевич вăрçăран таврăнсан, чире пула, нумаях пурăнайман. Çемьери 8 ачана амăшĕ пĕчченех çитĕнтернĕ. Эпĕ качча пынă вăхăтра çуртра 13 çынччĕ. Пĕр пỹлĕмлĕскерте çывăрма выртсан та кам ăçта вырнаçатчĕ: сак, сентре, кăмака çине, урайне. Кăштах пурăнсан эпир тĕп килтен икĕ çурт урлă вырнаçнă пỹрте уйрăлса тухрăмăр. Пире пăянам Ольга Васильевна 2 эрнери пăру пачĕ. Ăна пушмак туса сутса укçипе пĕренесем туянтăмăр. 1961 çулта йывăç çурт лартрăмăр. Хальхи кирпĕч çурта вара 1984 çулта хăпартрăмăр.
Доброхотовсем 5 ачине тивĕçлĕ пăхса ỹстерсе, вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Вĕсенчен иккĕшĕ – Нинăпа Валерий – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕсем. Ачисем çамрăкранах тăрăшулăхпа палăрнă, ырă ĕмĕт-шухăшпа хавхаланнă. Асли – Нина – И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра медицина факультетĕнче пĕлỹ илсен икĕ çул тĕп хулари больницăра тăрăшнă, каярах направленипе Тăвай районне янă ăна. 30 çул хушшинче ĕçлесе тата пĕлĕвне малалла ỹстерсе тухтăртан тĕп врача çитнĕ вăл. Аркадий тата Анатолий ывăлĕсем Шупашкарти Агрегат заводĕнче тăрăшнă тата тăрăшаççĕ. Пархатарлă ĕçĕсемшĕн вĕсен ячĕсене Хисеп хăми çине час-часах кĕртнĕ. Валерий «Республикăн судпа медицина экспертизин бюровĕ» учрежденин Канашри 1-мĕш уйрăмĕнче судмедэкспертра тăрăшать. Алевтина малтан инженер-технологра, каярах кĕçĕн классен учителĕнче ĕçленĕ.
Ырă ĕçпе палăрнă, халăх хушшинче ят-сум çĕнсе илнĕ Доброхотовсен ачисем амăшĕн пысăк савăнăçĕ.
– Ачасене воспитани парас ыйтăва хускатнă чух манăн пуринчен ытла вĕсене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларакан кашни учителе пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем çирĕп ăс-тăн, тарăн пĕлỹ, тĕрĕс воспитани пани кашни ачан çулне уçса пырать, пурнăçри вырăнне тупма пулăшать. Д.Д.Доброхотова, Л.Г.Миловидова, Е.Д.Енейкина, М.В.Каринкина, А.С.Абрамова тата ытти чылай вĕрентекен пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ текех, çапах та вĕсен пархатарлă ĕçĕ, ырă сăнарĕ вĕренекенĕсен, ял-йыш асĕнче ĕмĕрлĕхех упранать, – тет Л.Доброхотова.
Чăн та, ĕç çумне çамрăкранах çыпăçтарнă Доброхотовсем ывăл-хĕрне. Хуçалăх ĕçĕнче кашнин хăйĕн тивĕçĕ пулнă. Çулсерен сухан-севок, чĕкĕнтĕр пайĕсем илнĕрен çăвĕпех çум çумланă, кил-хуçалăхĕнче ĕнерен пуçласа йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнă. Ачисем почтальонкăра тăрăшакан амăшне куллен хаçат-журнал та валеçсе пулăшнă.
Лилия аппа çулла — ялта, хĕл каçма аслă хĕрĕн çемйине каять. Ачисем тăван киле час-часах килсе çỹреççĕ, амăшне пулăшаççĕ. Асанне тата кукамай ятсене илтнĕскер 8 мăнукĕпе тата 9 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.
Е.ПЕТРОВА. Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Лилия Доброхотова.