Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕлтерĕшĕ пысăк

Пĕлтерĕшĕ пысăк

– Районта тухса тăракан «Елчĕк ен» хаçатăн пĕлтерĕшĕ калама çук анлă. Вулакан хаçат материалĕсем урлă пурнăç идейине, тĕрлĕрен кирлĕ вĕрентỹсене тарăннăн ăнлантарнине курать, тĕрлĕ хыпарсемпе çывăххăн паллашса хăйне кирлĕ йышăнусем тăвать, вĕсемпе пурнăçра усă курать. Район хаçачĕ 90 çул хушши, самана сулăнчăкĕсене пăхмасăр, пурнăçа ăнланмалла та тĕрĕс çутатса парать. Çапла майпа хаçат хăйĕн агитаципе пропаганда ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пыни пире савăнтарать, унпа тата çывăхрах пулма йыхравлать.

Манăн аттепе анне ĕлĕкхи вăхăтра нумаях вĕренеймен пулин те «Колхоз ялавне» тăтăшах çырăнса илнĕ. Вĕсем унта тухнă статья-корреспонденцисемпе тĕплĕн паллашса пыратчĕç. Пире те шкула çỹреме пуçласанах хаçатпа туслашма хистерĕç. Пире тĕрĕслемелле ку е вăл номерте мĕн çырни çинчен ыйтса пĕлетчĕç. Атте-аннерен юлнă йăлана асра тытса та пулĕ, çак çулсен тăршшĕпе те хаçатран уйрăлман. Ăна киле почтальонка илсе çитерессе кашни хутĕнчех чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Пирĕн ачасем те, хулара пурăнаççĕ пулин те, киле килсен чи малтан: «Район хыпарĕсемпе паллашар-ха», – тесе аллисене хаçат ярса илеççĕ. Эпĕ вара ăна хам вуласа тухнă хыççăнах ачасене вулаттарма пуçтарса хуратăп.

Манăн ĕçĕм çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас енĕпе иртнĕ май хăй вăхăтĕнче хам та район хаçатне шкул пурнăçĕ, унта ĕçлекенсем çинчен, вĕрентỹ ĕçĕн лайăх мелĕсем пирки нумай статья çырнă. Май пулнипе усă курса çакна та палăртас тетĕп: редакцире пултаруллă журналистсем ĕçлени хаçат ят-сумне тата çỹле çĕклет.

Петр ЧЕРНОВ, ĕçпе тыл ветеранĕ, СССР халăх учителĕ.

Нумай вĕрентрĕç

Район хаçачĕпе Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче журналистика уйрăмĕнче вĕреннĕ чухнех туслашма тỹр килчĕ. Журналист профессине алла илме хатĕрленнĕскер 2 курс хыççăн производство практикине ниçта та мар, «Колхоз ялавĕ» хаçат редакцине çул тытрăм. Курс ĕçĕнче те район хаçатĕнчи ял хуçалăх темине тишкертĕм. Практика вăхăтĕнче хаçат ĕçченĕсем – Александр Карлин, Александр Васильев, Валентина Кириллова тата ыттисем те журналист ăсталăхне нумай вĕрентрĕç. 3 курс хыççăн та практикăна кунтах килтĕм, 4 курс хыççăн вара редакцинче корреспондентра ĕçлеме пуçларăм. 10 çул район хаçатĕнче тĕрлĕ должноçра ĕçленĕ май нумай çĕннине, кăсăклине вĕрентĕм, районти сахал мар çынпа тĕл пулса вĕсен кун-çулне хаçат страницисенче çутатма, нумай пулăма вулакан патне çитерме тỹр килчĕ.

Хальхи вăхăтра район администрацийĕнче пресс-служба тивĕçĕсене пурнăçланă май район хаçачĕпе тачă çыхăну тытатăп. Администрацин ĕç-хĕлне, районта пулса иртекен пулăмсене васкавлăн халăх патне çитерессипе тимленĕ май редакцинчи ĕçтешсемпе тăтăшах канашласа ĕçлетпĕр.

Уяв кунĕ хисеплĕ ĕçтешсене чун-чĕререн саламлатăп, пысăк хавхалану, çутă ĕмĕтсем, пысăк çитĕнỹсем сунатăп. «Елчĕк енĕн» çулĕ такăр та вăрăм пултăр!

Елена ИГНАТЬЕВА, Тỹскел.

Питĕ килĕшекен хаçат

1987 çулта аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хăвăлçырмари 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пуçларăм. Тĕп уроксенчен пушаннă вăхăтра класс тулашĕнче темĕн тĕрлĕ мероприяти те ирттереттĕмĕр. Вĕсем ыттисемшĕн те усăллă пуласса шанса хаçата материал ярса параттăм. Çавăнтан пуçланчĕ те пулĕ район хаçачĕпе туслă çыхăну тытасси.

Редакци ĕçченĕсем вырăнсене тухса кăсăклă тĕл пулусем йĕркелени халĕ те куç умĕнче, мĕн чухлĕ çĕнĕ шухăш, хавхалану çуралатчĕ вĕсем хыççăн. Хам валли, вăрттăн-кĕрттĕн çыркаланă сăвăсем пурччĕ манăн. Пĕррехинче именсе анчах сăвă тетрадьне А.Тимофеева кăтартрăм. Сăмах ăсти самантрах манăн пичете юрăхлă сăвăсене суйласа та илчĕ. Мĕн тери савăнтăм!

50 çулхи юбилей тĕлне мăшăрăм парне хатĕрлерĕ – манăн сăвăсене пухса кĕнеке кăларма пулăшрĕ. Ăна «Елчĕк ен» хаçатра калăпларăмăр. Тавах ун чухнехи хаçат редакторне – Н.Алексеева, В.Кирилловăпа О.Владимирова ĕçченсене. Вĕсем пулăшнипе «Чунăм вĕçтĕр ирĕке» сăвăсен кĕнеки кун çути курчĕ.

Хамăр шкулта вĕренекенсен пултарулăх ĕçĕсене те сахал мар пичетлерĕ «Елчĕк ен». Хаçатăн «Шăнкăрав» хушма кăларăмĕ тата «Литература страници» питĕ чуна çывăхчĕ. 2008 çулта Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта пуçласа çамрăк авторсен «Поэзи çăлтăрĕсем» фестивальне ирттертĕмĕр. Юратнă «Елчĕк ен» хаçат ĕçченĕсем те пушă алăпа килменччĕ. Конкурсра мала тухакан ачасене парнепе тата ăшă сăмахсемпе хавхалантарни мĕне тăчĕ!

Пĕррехинче хам та «хаçат корреспонденчĕ» пулса куртăм! Редакци ыйтнипе материал çырма хам çуралнă яла кайма тиврĕ. Палланă çурта çитсе хам мĕн тĕллевпе килнине ăнлантарса патăм та вĕсем мана хаçат ĕçченĕ вырăннех йышăнчĕç. Çынсем хаçата хисеплени, хаçат çыннисене шанни савăнтарчĕ мана. Хам вара статья пичетленсе тухичченех: «Темăна уçса парайрăм-ши?» – тесе пăшăрханса пурăнтăм.

Район хаçатне пĕр çул та çырăнмасăр юлмасть пирĕн çемье. Педагог пулнăран та, мана ытларах вĕрентỹ ĕçĕпе çыхăннă хыпарсем кăсăклантараççĕ. Çав вăхăтрах уйрăм çын, ентешĕмĕрсен кун-çулне çутатакан материалсене те вулама юрататăп. «Тăван ялăм, савнă ял», «Эпĕ – ял хĕрарăмĕ» ярăмсенче пичетленекен материалсем те килĕшеççĕ. Хаçатри хама кăсăклантаракан, кирлĕ материалсене касса илсе пуçтарса пыратăп. «Елчĕк енре» вăй хуракан Н.Малышкин, Е.Петрова, В.Кириллова, С.Архипова мĕнле çырнине сăнатăп. Вĕсем пĕр-пĕр материала ансат та çăмăл чĕлхепе, вулакана хумхантармалла çырни килĕшет, хаçатпа çыхăну тытнăран вĕсенчен нумай енĕпе вĕренмеллине те асăрхатăп.

Нина ЛЕВАЯ. Çирĕклĕ Шăхаль.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code