50 çулхи юбилей номерĕ
1982 çул. Район хаçачĕн «Колхоз ялавĕн» 1-мĕш номерĕ тухнăранпа 50 çул çитни çывхарса килет. КПСС Елчĕк райкомĕпе райĕçтăвкомĕн органĕ шутланакан хаçат юбилейне мĕнле кĕтсе илес ыйтăва парти райкомĕн бюровĕнче те сỹтсе явнă иккен. Çакăн çинчен редакци коллективне пуçтарса Лидия Алексеевна Васильева редактор (ун чухне тĕп редактор тени çукчĕ-ха) пĕлтерчĕ. Вăл пай заведующийĕсене августăн 5-мĕшĕнчи номерте мĕнле материалсем тухассине, вĕсене авторĕсене палăртса яваплă секретаре пĕлтерме хушрĕ. Темиçе кунтан уяв номерĕн планне те çирĕплетрĕмĕр. Пурин те юбилей кунне халалланă номере асра юлмалла хатĕрлес килнĕ. Редактор материалсене секретариата маларах çитерме, мана, аслă шкул хыççăн редакцие килсен 3 уйăхранах ответлă секретаре лартнăскере, уяв номерĕн верстка планне хатĕрлеме хушрĕ. Анчах хаçатăн виçĕ пайĕ те материалсене ман пата çитерессине юлашки кунчченех тăсрĕ.
Вăл вăхăтра хаçат эрнере 3 хутчен 4-шар страницăпа тухса тăратчĕ. Ытти чухне страницăсене тивĕçлĕ паха материалсемпе тултарассинче йывăрлăхсем сиксе тухатчĕç пулсан, халĕ вара ытлашшипех пуçтарăнса кайрĕç. Икĕ номерлĕх те çитет. Статйисем пурте уявпа çыхăннă та, тепĕр номере хăварма çуках. Çакăн çинчен редактора пĕлтеретĕп. Хамăр сотрудниксен, ялкорсен ĕçĕсене вара иксĕмĕр тăрăшсах кĕскетрĕмĕр. Куç умĕнче статья корреспонденцие, корреспонденци заметкăна çаврăнчĕ, анчах палăртнисене пурне те уяв номерне вырнаçтартăм. 1-мĕш страницăна хĕрлĕ тĕспе, саламланисене пысăкрах сас паллипе кăларни хаçата çĕнĕ сăн кĕртрĕ. Хаçата калăплани хама та, вулакана та килĕшрĕ. Çакна савăнăçлă пухура тухса калаçакансем те палăртрĕç.
Хаçатра ответлă секретарь, тĕп редактор пулса ĕçленĕ 36 çулта юбилейлă номерсем сахал мар кăларнă. Ун пек чухне хаçата 14 страницăна çитерни те пулнă.
«Кунпа мухтанмăпăр»
Тепĕр пулăм асра юлнă. Шкулсене вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен комиссипе Курнавăш тăрăхне кайнăччĕ. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн Елчĕке килме тухрăмăр. Малта, водительпе юнашар, райкомăн 2-мĕш секретарĕ Клавдия Леонтьева ларса пырать. Кипеçрен тухсанах Тăрăм ялĕн хĕрринче шурă кирпĕчрен купаланă хитре çурт курăнса кайрĕ. Административлă çĕнĕ çурт туса лартнине унччентерех те асăрханăччĕ-ха. Хам сисмесĕрех: «Мĕнле хитре çурт!» – тесе персе ятăм. Клавдия Михайловна водителе аслă çултан пăрăнса кĕме хушрĕ. Сăрă шăрши те кайса пĕтмен çурт питĕ хăтлă. Почта уйрăмĕ, перекет банкĕн филиалĕ, колхоз правленийĕ, ял Совечĕ вырнаçнă унта. Вĕсенче ĕçлекенсем лайăх условисемшĕн питĕ кăмăллă. Ял Совет председателĕ Михаил Баймушкин мăшăрлану пỹлĕмĕпе паллаштарать. Николай Григорьев фотокорреспондент хăйĕн ĕçне тăвать, эп мĕн курни-илтнине блокнот çине куçаратăп. Иксĕмĕр те ĕç ăнса пынишĕн хаваслă. Анчах çакă нумая пымарĕ. Машина çине ларсанах райком секретарĕ: «Нимĕн те пичетлеме кирлĕ мар. Ку çурт ферма та, производство цехĕ те, шкул та мар, администраци çурчĕ çеç. Унпа мухтанмăпăр», – терĕ. Килĕшме тиврĕ. Çапах та ЗАГС пỹлĕмĕ пирки заметка кăлартăм.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче производствăпа çыхăннă объектсем питĕ нумай тăватчĕç. Хаçатра та çутатнă. Çав вăхăтрах колхоз правленийĕ, ял Совет ĕçтăвкомĕ, патшалăх органĕ çĕнĕ çурта куçнине вара хаçатра çырнине астумастăп.
Çилĕ хăваламарĕç
Кирек хăш саманара та, кирек мĕн каласан та, журналист çынна тĕлĕнтермелли, кăсăкли, вырăсла каласан, сенсаци шырать. Совет саманинче çĕршыв, регион шайĕнчи калем ăстисем уншăн «вилсех» каятчĕç. Пире, районтисене те илĕртетчĕ-ха вăл. Анчах вулаканпа юнашар пурăннăран пичет çыннисем виçене тытса пыратчĕç. Тĕлĕнтермĕшсемпе республикăра тухса тăракан пĕр вырăсла издани палăрса тăратчĕ. Унăн журналисчĕсен район хаçатĕнче ĕçлекенсем, право хуралĕнче, патшалăх органĕсенче ларакансем хушшинче çĕнĕ хыпарсене пĕлтерсе тăракансем пурччĕ. Пĕринче хаçат сотрудникĕ манпа çыхăнчĕ, çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕ валли информаци хатĕрлесе пама ыйтрĕ. Районта пулса иртнĕ пĕр пулăм çинчен каласа паратăп – республика хаçачĕшĕн кăсăклă мар иккен, тепĕр хыпар пĕлтеретĕп – тивĕçтермест. Виççĕмĕш информаци кăмăлне кайрĕ пулас: маларах район хаçатĕнче хам ятпа пичетленнĕ заметкăна вуласа патăм. Вăл вăхăтра ялсенче тĕрлĕ эрех сутса çỹрекенсем тĕл пулатчĕç. Хальхинче вĕсем ыттисенчен те ирттернĕ: Тĕмерте автомашинăпа йỹнĕ эрех сутни çинчен ял илтмелле, рупорпа кăшкăрса пĕлтерсе çỹренĕ. Республикăри хаçатра çавăн пирки материал тухсан шалти ĕçсен министрĕ района хăй килнĕ. Ун чухне вара Тĕмер ял администрацин, район администрацийĕн пуçлăхĕсен пичĕсем эрех сутма чарманшăн самаях хĕрелнĕ. Ял, район ертỹлĕхĕ информаци ăçтан тухнине тавçăрса илнех ĕнтĕ. Апла пулин те пĕри те çилĕ хăваласа çỹремерĕç, пĕр сăмахпа та ỹпкелешмерĕç…
Николай АЛЕКСЕЕВ. 1981 çулхи декабрь уйăхĕнче хаçатăн ответлă секретарĕнче ĕçленĕ тапхăр.