Елчĕкри «Чебурашка» ача садне 10-мĕш çул Ольга Иванова ертсе пырать. Кунта 5 воспитатель, 1 музыка ертỹçи тата воспитатель пулăшуçисем тăрăшаççĕ.
Ольга Мудрецова воспитатель пепкесемпе ĕçлеме пуçлани 11 çул иртнĕ. Çак çулсем хушшинче вăл шăпăрлансене чун ăшшине парнеленине пурте лайăх пĕлеççĕ. Хăйĕн ĕçне чун ыйтнипе пурнăçланăран, пĕчĕкскерсемпе часах пĕр чĕлхе тупать вăл. Çавăнпах коллективра та, ашшĕ-амăшĕ умĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ. Пысăк тавра курăмлă воспитатель хăйĕн пĕлĕвне тăтăшах ỹстерессишĕн тимлет. Вăл районти «Çулталăкри воспитатель» конкурсра та çĕнтернĕ, республика грантне те çĕнсе илнĕ.
Ольга Николаевнăна пепкесене воспитани панă çĕрте Валентина Павлова пулăшать. Хальхи вăхăтра «Кораблик» ушкăна 15 ача çỹрет. Воспитатель пулăшаканĕ ăшă чунлă, шаннă ĕçе тĕплĕ пурнăçлама хăнăхнăскер килĕштерсе ĕçлессине тĕпе хурать. Валентина Николаевна ку коллективра нумаях тăрăшмасть-ха, 4 çул кăна. Малтан «Прогресс» хуçалăхра хастар ĕçĕпе палăрнăскер, кунта та тирпейлĕхĕпе, пултарулăхĕпе паллă. Ăшă кăмăллă хĕрарăма пĕчĕкскерсем юратни те сисĕнет. Воспитательсем пулăшнипе 3-4 çулхи шăпăрлансем пурнăçри малтанхи утăмсене тума, коллектива хăнăхаççĕ, вăйăсем выляса хăйсене малалла аталантараççĕ. Ку ушкăна çỹрекен ачасем вăйă-кулăра активлăхпа палăраççĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: В.Павловăпа О.Мудрецова хăйсен воспитанникĕсемпе.