Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тĕрĕс апатланмалла

Тĕрĕс апатланмалла

Чĕре çинчен ытла та сайра шухăшлатпăр эпир, çамрăк чухне йывăрлăхсем çук пек туйăнаççĕ.

Хамăр, ют çĕршывсенчи ученăйсем тĕрĕслесе пăхнă хыççăн çакă паллă пулнă: çыннăн сывлăхĕн 50 проценчĕ ытла хăйĕнчен килет. 15-20 проценчĕ пурнăç условийĕнчен, çавăн чухлех йăха пăхнинчен, 10 проценчĕ врачсем тăрăшнинчен. Юлашки вунă çул хушшинче чĕре чирĕсемпе чирлекенсем нумайланнă. Унпа çитĕнсе çитмен çынсем ытларах чирлеме пуçланă. Çакăн пек улшăну мĕнрен килет-ха? Пурнăç таппи хăвăртланни, вăхăт çитменни, яланах йывăр лару-тăру пулни, юрăхсăр хăнăху, хусканусем сахал туни — çаксем пурте çын сывлăхĕнче палăраççĕ.

Çавăнпа та чĕре сывă пултăр тесен мĕн тумалла-ха?

Çыннăн хăйне пĕр талăкра мĕн чухлĕ калори кирлине пĕлсе тăмалла, унăн виçине ỹстерсе ямалла мар. Ытлашши печени, чипсы, кириешки евĕр апат-çимĕç çисен çын мăнтăрланать. Ытлашши виçе вара чĕрене йывăрлăх кỹрет. Çавăнпа та ытларах пахча çимĕç, улма-çырла çиме тăрăшмалла — вĕсенче калори сахал.

Холестерин шайне ỹссе кайма памалла мар. Унăн шайне пĕлес тесен юн анализне парас умĕн 8-12 сехет апат çимелле мар. Организмра холестерин 2 ммоль пулни лайăх шутланать.

Артери пусăмне тĕрĕслесех тăмалла. Енчен те юн пусăмĕ пысăк пулсан сирĕн артериллĕ гипертони пулать. Ун чухне атеросклероз, чĕрен ишеми чирĕ тата инсульт пулас хăрушлăх пысăк. Тĕрĕс апат çини тата тĕрлĕ хусканусем туни сире гипертони чирĕнчен сыхланма пулăшĕç.

Чĕре таппи пĕр минутра 60-90 хут тапать пулсан — сирĕн чĕре лайăх ĕçленине пĕлтерет. Йывăр ĕç тусан е васкаса утсан чĕре пусăмĕ ỹсет. Тепĕр 5-10 минутран чĕре таппи йĕркене кĕмелле.

Асра тытăр: апатра белоксем, çусем тата углеводсем шайлашуллă пулмалла.

Апата ỹсен-тăран çăвĕпе — хĕвел çаврăнăш, олива, йĕтĕн, кукуруза, аçтăрхан мăйăрĕн çăвĕпе хатĕрлемелле. Вĕсем организмран холестерин кăларма пулăшаççĕ, çавна май атеросклерозран, чĕрен ишеми чирĕнчен, инфарктран сыхлаççĕ. Тасатман çусенче лецитин пур, вăл юн тымарĕсене, стенкисене холестерин пухăнасран сыхлать.

Пулă тата тинĕс апат-çимĕçĕ эрнере икĕ хутран сахал мар çимелле. Сельд, скумбри, горбуша пулăсенче арахидон кислоти нумай. Вăл чĕрене лайăх ĕçлеттерет, организма стресран сыхлать, липидсен ылмашăвне йĕркелесе тăма пулăшать.

Мăйăр инсультран сыхлать. Ученăйсем унри белок шайĕ аш-какай çинчи белокпа танлашать теççĕ. Енчен те сирĕн вĕри апат çиме вăхăт çук пулсан, пĕрер ывăç мăйăр çисе ярăр. Чĕре сире тав тăвĕ. Аçтăрхан мăйăрĕ витаминсемпе, микроэлементсемпе тата активлă япаласемпе пуян. Унта С витамин кăна цитрус çимĕçĕсемпе танлаштарсан 50 хут нумайрах. Унăн усăллă енĕсем: пуç мимин ĕçне лайăхлатни, холестерин шайне чакарни, атеросклероз аталанас хăрушлăха пĕтерни, юн тымарĕсене тасатни. Эрнере 2 хут мăйăр çисен инсульт пулас хăрушлăх 30 процент чакать.

Чĕре чирĕпе аптăракан çынна тухтăрсем эмелсĕр пуçне тĕрлĕ çимĕçсем çиме хушаççĕ. Кали питĕ кирлĕ минерал. Вăл чĕрене тикĕс ĕçлеттерме пулăшать, чĕре мышцисене тĕреклетет, артери пусăмне чакарать. Кали курагара, хура сливăра, иçĕм çырлинче нумай.

Çавăн пекех организмра магни çителĕклĕ пулмалла. Вăл холестерина чакарать, нерв тытăмне йĕркере тытать, атеросклероз, инсульт чирне аталанма памасть. Магни ытларах пăрçа, миндаль, арахис, мăйăр тĕшĕсенче, хуратул, сĕлĕ кĕрписенче нумай.

Пурин те куллен тĕрĕс апатланмалла, хусканусем тумалла, урамра уçăлса çỹремелле, пирус туртмалла мар.

И.ВАСИЛЬЕВА,
кардиолог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code