Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чиртен асăрханар

Чиртен асăрханар

Кайăк-кĕшĕк грипĕ — хăвăрт сарăлакан вирус инфекцийĕ, вăл вĕçен кайăксен мĕн пур тĕсне ерме пултарать. Ирĕкри, уйрăмах вĕçсе килекен кайăксем инфекцие хăвăрт сарас хăрушлăх пысăк. Чир вирус ернĕ тискер вĕçен кайăксемпе хутшăннинчен пуçланать. Кайăк-кĕшĕк грипĕ çынна та ерме пултарать.

Килте усракан чăх-чĕпсемпе хур-кăвакалсен чир паллисем вируспа сиенленнĕ хыççăн 3-5 кунран палăрма пуçлаççĕ. Ку чухне вĕсем хăйсене пачах урăхла тытаççĕ: апат çиме пăрахаççĕ, пуçĕсене унталла-кунталла çавăраççĕ, мăйĕсем пĕкĕрĕлеççĕ, çынран хăрами пулаççĕ, урисем, хырăм айĕсем, киккирикĕсем шыçăнаççĕ, хуралса каяççĕ, ỹт температури ỹсет, сăмсинчен шĕвек юхать, куçĕсем пỹрленеççĕ, тепĕр чухне куç хупанкисем çыпăçсах лараççĕ. Ватă чăхсем чире йывăртарах ирттереççĕ, вĕсем вилме те пултараççĕ. Хур-кăвакалсем шывра ункă евĕр çаврăнаççĕ.

Вăл çынна чирлĕ хур-кăвакал тушкисене касса вакланă чухне, лайăх пиçмен аш-пăш, çăмарта çисен ерме пултарать. Кайăк-кĕшĕк ашне вăрах вăхăт пĕçерни грипп вирусне вĕлерет. Çăмартана та 10 минутран кая мар пĕçермелле. Мĕншĕн тесен грипп вирусĕ çăмартара 2 уйăх, аш-какайра 12-14 уйăх таран сыхланса юлма, чире пуçарса яма пултарать.

Килти кайăк-кĕшĕке усранă чухне йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Вĕсене туяниччен малтан килти выльăх-чĕрлĕх витисене дезинфекци тумалла. Хур-кăвакала, чăх-чĕппе кăрккасене ирĕкри кайăк-кĕшĕкпе хутшăнма памалла мар, вĕсене сеткăран тунă пуккуйсенче хупса усрамалла, чỹречесемпе алăксем çине те сетка кармалла. Чăх-чĕпе вырăнта туса илнĕ тыр-пулпа тăрантарса усрамалла. Комбикорм туяннă чухне сутуçăсенчен продукци тĕлĕшпе санитари хутне ыйтмалла. Чăх апатне уçă вырăна (ăна тискер кайăк çиме пултарать) лартмалла мар. Кил-çурт йĕри-тавра вĕçен кайăк (кăвакарчăнсем, çерçисем, чакаксем) ан пулччăр тесен кил-çурт таврашне таса тытмалла. Витере пĕр тăваткал метр вырăнта 3-4 пуç чăх, хур, кăвакалтан ытлашши пулмалла мар.

Кайăк-кĕшĕк туяннă чухне те асăрхануллă пулмалла, сутуçăран ветеринари докуменчĕсене кăтартма ыйтăр. Туяннă хыççăн вĕсене 20 кун таран уйрăм пỹлĕмре, ытти чăх-чĕпсемпе хутăштармасăр усрамалла. Ăнсăртран чирленĕ чăх-чĕп килти ытти кайăк-кĕшĕке ан чирлеттертĕр тесе карантин ĕçĕсене ирттермелле. Килте кайăк-кĕшĕк вилнине, çавăн пекех вĕсем чирленин паллисене (маларах аса илнĕ) асăрхасан çийĕнчех районти ветеринари станцине пĕлтерме ыйтатпăр.

Д.БАЙМУШКИН,
районти ветеринари станцийĕн тĕп тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code