Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çĕнĕ ФАП хăпартаççĕ

Çĕнĕ ФАП хăпартаççĕ

«Пуçламăш звенона модернизацилесси» программăпа килĕшỹллĕн Чăваш Енре çулран-çул çĕнĕ объектсем хута каяççĕ.

Хальхи вăхăтра Шуршу ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тăвас ĕç пырать. ФАП фельдшерĕ 120 ытла çыннăн сывлăхне пăхса тăрассишĕн тимлет. Ял ватăлса пынăран кунта ытларах аслă ăру çыннисем пурăнаççĕ. Тăван ялтах хăтлă фельдшер пункчĕ пулни ял çыннисемшĕн питĕ меллĕ. Кунти ФАП кивелнĕччĕ ĕнтĕ.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн юлашки çулсенче районта хальхи йышши 13 фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă. Çавăн пекех кăçал районти тĕп больницăна 2 санитари автомобилĕ уйăрнă, Патреккелĕнчи тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи врач амбулаторийĕсене юсанă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code