Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре — пирĕн вăй

Пĕрлĕхре — пирĕн вăй

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ — çĕршывăн чи çамрăк уявĕсенчен пĕри, ăна 2005 çулта паллă тума пуçланă.

Пысăкран та пысăк, нумай нациллĕ тата нумай тĕнлĕ çĕршывăмăршăн çак уяв уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăл пĕтĕмĕшле тĕллевсем тавра чăмăртанмалли халăх пĕрлĕхĕн идейине — çĕр çинчи тăнăçлăха, Тăван çĕршыв ырлăхĕпе чечекленĕвне сăнарлать.

Пирĕн халăх тăватçĕр çул каяллах Тăван çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхне упраса хăварса патшалăх никĕсне çирĕплетнĕ. 1612 çулта Дмитрий Пожарский кнеçпе Кузьма Минин ополченец ертсе пынипе Мускава тăшмансенчен хăтарнă.

Пирĕн çĕршывра 200 яхăн, Чăваш Енре 128 наци çынни пурăнать. Кашнийĕн хăйĕн чĕлхи, культури, шăпи, йăли-йĕрки…

Раççей халăхĕ яланах çирĕп пĕрлĕхпе, пысăк тĕллевсемпе пĕтĕçсе хăйĕн йăли-йĕркине тытса пынипе, никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхшĕн хăйĕн пурнăçне те шеллеменнипе палăрса тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code