Турхан ялĕнчи Прохоровсем — Светланăпа Валерий тата вĕсен Александрпа Сергей ывăлĕсем хăш вăхăтра канаççĕ-ши?
Çуллахи вăхăтра, каламасăрах паллă, талăкра 3-4 сехет çывăрнипех çырлахма хăнăхнă ĕнтĕ вĕсем. Хĕрỹ уйăхсем — пахча çимĕçпе çĕр улмине, выльăх кăшманĕпе тырри-пуллине пухса кĕртес ĕçсем хыçа юлнăран,чăнах, хăш-пĕр ял çынни халĕ хăйне канăçлăрах туять. Анчах эпир пулса курнă çак çемьере канлĕх пирки пуçĕпех манса кайнă тени тĕрĕсрех пулĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ Светлана Николаевна хирĕçлеймерĕ:
— Пĕр-пĕрне сĕтел хушшинче, апат çиме ларсан анчах куратпăр, — терĕ хăй те.
Темиçе çултанпах хĕлĕн-çăвăн вите тулли выльăх-чĕрлĕх усракан Прохоровсен килĕнче ирхине виçĕ сехет çурăран кая юлмасăр хĕрỹ ĕç пуçланать те, кашни кун çапла, тĕттĕм пулмасăр та пушанаймаççĕ. Вĕсен хушма хуçалăхĕнче 24 пуç ĕне выльăх шутланать. Ĕнесене пăрулаттарма хатĕрленĕ тапхăрта та пĕр харăс 8-тан кая мар, халĕ вара 11 ĕне сăваççĕ. Вĕсемпе çынпа калаçнă пекех пуплеççĕ, ятран чĕнеççĕ: Смородина, Слива, Маша, Зорька… Самăртма хупнă вăкăрĕсем те çителĕклех. Унсăр пуçне, 6 сысна, 85 хур чĕппи пăхса ỹстернĕ… Калама анчах ансат, çакăн чухлĕ выльăха килти условисенче тивĕçлĕ шайра пăхма мĕн чухлĕ вăй, чăтăмлăх кирлĕ! Çулла выльăхсен кĕтĕвне çывăхри улăх-çарана кăларнă вăхăтра вĕсем ура айĕнчи апатпа тăранни хуçашăн пысăк çăмăллăх, паллах, çурма вăй пекех. Анчах хальхи вăхăтра вĕсене пурне те алăран парса çитермелле-çке.Хĕл каçипе тăрантарма мĕн чухлĕ утă-улăм хатĕрлемелле, миçе центнер çăнăх авăртмалла! Çавăн пекех ĕне выльăхсен рационне йĕркеленĕ чухне сĕтеклĕ тата минераллă хушма апатсене те кирлĕ чухлĕ уйăрма манмалла мар. Паянхи пек хура кĕркунне, кунĕ-кунĕпе сивĕ çумăр йăсканă вăхăтра вĕсене пĕрре апатлантарассипе айсарăмне тасатса тирпейлесси те мĕне тăрать! Хăйсен кулленхи пĕтĕм пурнăçне хушма хуçалăха аталантарассипе çыхăнтарнă Прохоровсем вара пачах урăхла шутлаççĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕх усрани, çуллахи вăхăтра ани-анипе севок-сухан, пахча çимĕç çитĕнтерни вĕсемшĕн — чун киленĕçĕ.
— Кашни çĕнĕ ĕçе савăнăçпа, хавхаланупа пикенетпĕр. Хамăр мĕн шутланине, ĕмĕтленнине пурнăçлани вара малашлăха курса тимлеме, пуçаруллă пулма хистет, — малалла сăмахне тăсрĕ ĕçпе хавхаланнă хĕрарăм.Чун-чĕринче иксĕлми вăй-хал тапса тăракан, чĕлхи-çăварĕ те çыпăçуллă Светланăна пăрчăкан кайăкпа танлаштарас килчĕ.
Сĕтлĕ ĕне выльăхпа самăртма хупнă вăкăрсене умран юличчен тулăх апатпа тăрантараççĕ. Вĕсене чунĕсене тытса тăмалăх таканана апат хурса паркаланинчен — çурма выçă усранинчен нимĕн усси те пулас çук, паллах. Выльăхсен хĕллехи рационĕнче çăнăх та тĕп вырăн йышăнать. Прохоровсем çакна лайăх ăнланаççĕ: çăнăх продукци туса илессине тата ỹстерме пулăшать. Унсăр пуçне, ĕнесене кун сиктерсе 4 витре кĕрекен хуранра урпа пĕçерсе çитереççĕ. Çакă ĕнесен сĕт çулне уçнине, лайăх тапратма пулăшнине çирĕплетрĕç. Жомпа та кирлĕ таран усă кураççĕ, ĕнесен умĕнчен тăвар та татăлмасть. Хальхи вăхăтра вĕсем куллен 130-140 литртан кая мар паха чĕр тавар сутаççĕ. Сергей ывăлĕ кашни кун ирхине 5 сехетрен кая юлмасăр сĕте хăйсен автомашинипе кирлĕ çĕре леçет. Выльăхсен чĕлхине лайăх пĕлекен хуçасен ĕнисем пурте сĕтне лайăх антараççĕ. Светлана каланă тăрăх, пĕрремĕш хут пăрулаканнисем те 18 литртан кая мар сĕт параççĕ. Вăкăрĕсене те тивĕçлĕ виçене çитерсе сутаççĕ. Лайăх пăхнăран, вĕсем хăвăрт ỹсеççĕ. Пĕр çулталăка яхăн вăхăт иртнĕ çĕре кашнийĕ 4 центнер ытла таять. Самăрăшне кура пысăк хака та тивĕçеççĕ. Çапла майпа çемье енчĕкĕ куллен нухратпа тулать. Перекетлĕ хуçасем укçа-тенке çирĕп алăра тытаççĕ, ăна пустуй сапаласа, кирлĕ-кирлĕ мар япала туянса пĕтермеççĕ. Чĕр тавар сутса тунă кĕмĕле килти хушма хуçалăха малалла аталантарас ĕçе яраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх хисепне ỹстерсе пынине кура вите-хуралтисене тăтăш юсаса хăтлăлатаççĕ. Нумаях пулмасть, акă, çанталăк сивĕтнĕ вăхăтра вăкăрсене хупмалли çĕнĕ вите хăпартса лартнă. Ăна хальхи йышши çăмăл конструкципе, ăшă тытакан материалсемпе усă курса тунă. Сăвăнакан ĕнесен витинче малтан сарнă, çĕрĕшме пуçланă хăма урайне резина айсарăмĕпе улăштарнă. Хальхи вăхăтра вĕсене туянма сахал мар укçа кирлĕ, çитменнине, укçине ĕçлесе илме ĕлкĕриччен кирлĕ материалсем хаклансах пыраççĕ. Мал ĕмĕтлĕ çынсемшĕн вара çакă та чăрмав мар. Ĕçрен хăраман, ỹркенмен çемье пĕр вăхăтрах çĕр ĕç культурисене туса илессипе те тимлет. Вĕсем кашни çул 16 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ. Ку чухне вĕсем хăйсене пай шучĕпе уйăрса панă,уйрăм çынсенчен тара илнĕ тата Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕн харпăрлăхĕнче шутланакан çĕр лаптăкĕсемпе усă кураççĕ. Çав вăхăтрах хăйсен ĕçне тĕрлĕ енлĕн йĕркелесе пыма мехел çитерни тĕлĕнтерчĕ. Тĕслĕхрен, пахча çимĕçпе вĕсен вăрлăхĕсене, çĕрулми, тĕш тырă культурисене туса илессин агротехники вуçех расна, çак ĕçсене кирлĕ пек туса пыма хăнăху та кирлĕ. Прохоровсемшĕн çакă та чăрмав мар. Вĕсем кашни çул тухăçлă севок-сухан çитĕнтернисĕр пуçне, вĕсен вăрлăхĕсене те туса илеççĕ. Хăйсенчен ытлашшине, паллах, сутаççĕ. Çитес çул та вăрлăхлăх лаптăк 3 гектартан кая пулмасть.
— 1 килограмм севок вăрлăхĕ — чернушка — 2000 тенкĕ. Пысăк хака тивĕçекен çак культурăна ытларах туса илес тесе севок вăрлăхĕ тума тесе уйăрнă суханăн пĕр пайне (12 михĕ пулчĕ) кĕркуннерен çĕре варăнтарса хăвартăмăр. Çапла туни шанчăклăрах та пек туйăнать, — малалла паллаштарчĕç вĕсем пире хăйсен ĕçĕпе.
Çĕр улми, тĕш тырă валли те çителĕклĕ лаптăк уйăрнă. Хальхи вăхăтра хăш-пĕр ял çынни те, пĕр-пĕрин хыççăн кайса, «иккĕмĕш çăкăра» лартма хапăлах мар: «унран пайти сахал» текенсем те тĕл пулаççĕ. Ку çемьере пачах тепĕр майлă шутлаççĕ, çĕр улмирен сахал мар тупăш кĕнине çирĕплетеççĕ. Тĕш тырра ытларах выльăх çăварĕ урлă кăлараççĕ. Çĕнĕ тырра вара чи малтан пай çĕрĕсен хуçисене уйăрса параççĕ, ытлашшине сутаççĕ те.
Вĕсем çакăн чухлĕ ĕç калăпăшне пурнăçлама мĕнле ĕлкĕрнине те тĕпчесе пĕлме йывăр пулмарĕ. Çĕр ĕç культурисене туса илес ĕçре усă курма мĕнле техника кирлĕ: сеялка-сажалкăран пуçласа комбайн, вăрлăх аллакан техника таранах — пурте хăйсен. Вĕсене нихăшне ĕçлеттерме те çынран йăлăнса ыйтмалла мар. Ашшĕ, Валерий Александрович ывăлĕсене мĕн пĕчĕкрен техникăна юратма хăнăхтарни пурнăçра питех те кирлĕ пулса тăнă. Сажалка-сеялкăна, трактор-автомашинăна, комбайна та хăйсем ĕçлеттереççĕ, кирлĕ пулсан, юсаççĕ те. Хĕрỹ вăхăтра Елчĕкре пурăнакан Петя ывăлĕ те техника умне ларать. Хĕрĕсем — Татьянăпа Оксана, мăнукĕсем те ялта пулнă вăхăтра хушма хуçалăхри вăй танçи ĕçсене хутшăнаççĕ. Прохоровсен икĕ хутлă пысăк та капмар çуртĕнче кил тĕрĕшри тирпейлемелли ĕçсем те сахал мар. Апла пулин те вĕсен кил-çурчĕ тирпейлĕ, таса пулнинчен кирек кам та тĕлĕнме пултарĕ. Çакă, паллах, кил хуçи хĕрарăмĕн тивлечĕ.
…Прохоровсем пысăк ĕçе пĕчĕккĕн пуçăннă. Малтан пĕр харăс 3 ĕне сунă, каярахпа — 5, ун хыççăн — 7. Валерий Александрович иртнĕ ырă вăхăтри «Урожай» колхозра слесарьте, Светлана Николаевна сысна пăхаканра, каярахпа пахча çимĕç бригадинче вăй хунă вăхăтра 5 ачаллă çак пысăк çемье севок пайне анчах 1 гектар! чухлĕ çум курăкран тасатма йышăннă. Унсăр пуçне, чĕкĕнтĕр, кишĕр, вăрлăхлăх чĕкĕнтĕр, кишĕр пайĕсем те пулнă. Кашкăртан хăрасан вăрмана ан кай, тенĕ евĕр, çакăн чухлĕ ĕç калăпăшне вĕсен çемйи пуринчен малтан вĕçлеме, кĕркунне вара чи нумай тухăç туса илме пултарнипе палăрнă. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхри пахча çимĕç хирĕнче туптанă ĕçри ăсталăхпа вăрттăнлăха вара халĕ хăйсен хушма хуçалăхне аталантарнă çĕрте усă кураççĕ…
Светлана АНАТОЛЬЕВА.