Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чир тăрук пуçланать

Чир тăрук пуçланать

Сывлăш температури улшăнса тăнине çын организмĕ лайăх туять. Çавăнпа ун пек чухне чирлекенсем те йышланаççĕ. Çак тапхăрта пуçланакан чи анлă сарăлнă чир вăл — грипп. Вăл питĕ хăвăрт вăй илет. Унăн вирусĕ чирлĕ çыннăн организмĕнчен калаçнă, ỹсĕрнĕ, сунасланă чухне сурчăкăн вĕтĕ пĕрчисемпе тухать. Сывă çыннăн сывлăш çулĕсене лекет. Чир тăрук пуçланать: чипер çỹренĕ çĕртенех çыннăн вăй пĕтет, шăнтать, пуç вăйлă ыратма пуçлать, мышцăсемпе шăмă сыпписем сурма тытăнаççĕ, ỹт температури 38-40 градус таран хăпарать. Унтан типĕ ỹслĕк пуçланать, сунаслаттарать, куççуль юхать, шăм-шак йывăрланать, сăмсаран юн кайма та пултарать. Çак чир ачасене лекни уйрăмах пăшăрхантарать. Çавăнпа та вĕсене урама кăларнă чухне ăшăрах тăхăнтартма тăрăшмалла. Чиртен асăрханас тĕлĕшпе вакцинаци туни пĕлтерĕшлĕ. Ăна 6 уйăхран иртнĕ ачасене те тăваççĕ. Вакцинăпа пĕрле организма вирусăн антигенĕсене яраççĕ. Вĕсем грипп чирне пуçарса яракан вируссем лексен вĕсене «тĕртсе» яраççĕ, сарăлма памаççĕ.

Грипп чирне хирĕç кĕрешме районти аптекăсенче тĕрлĕ эмел сутаççĕ. Организмăн чире хирĕç кĕрешес вăйне ỹстерме С, А, В витаминсемпе пуян апат ытларах çимелле. Вĕсем хурлăханпа шăлан çырлисенче, кишĕрпе йỹçĕтнĕ купăстара нумай. Суханпа ыхра çини те грипп ересрен асăрханма пулăшать.

Чылайăшĕ чире çăмăлраххăн ирттерсе яма тăрăшать. Анчах та çавна пула организма татах та йывăрлăха кĕртсе ỹкерме пултарать. Грипăн вирусĕ тĕрлĕ формăллă. Çавăнпа та чир паллисем палăрсан тỹрех тухтăр патне каймалла. Вăл хушнисене тĕрĕс пурнăçласа пымалла.

Хăвăр чирлесен килтен тухма ан тăрăшăр. Çынсем хушшинче пулса эсир вĕсене те вирус ертме пултаратăр. Грипран хăвăр тĕллĕн ан сипленĕр. Сывлăхăра татах та пысăкрах хăрушлăха кĕртсе ỹкерме пултаратăр. Кун пек чухне антибиотиксем ĕçме те сĕнмеççĕ. Вĕсенчен усси сахал, кунсăр пуçне организмри усăллă микробсене те пĕтереççĕ.

Грипп чирĕ ан хăраттăр тесен, каларăмăр ĕнтĕ, вăхăтра вакцина тутармалла. Хальхи вăхăтра коронавирус чирĕ те «тĕлĕрмест». Çавăнпа та районта пурăнакансем тĕп больницăра кашни кунах прививка тутарма пултараççĕ.

Профилактика мерисене пăхăнма манмалла мар. Обществăлла вырăнсенче маска тăхăнмалла, пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмалла, тимлĕ пулмалла. Чирлесе ỹксен вара тỹрех тухтăрсем патне çитмелле.

А.ЕРЕМЕЕВА,
терапевт тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code