Ĕмĕре мăшăрпа юнашар пурăнса ирттересси калама çук пысăк телей те, пысăк яваплăх та. Районти туслă, килĕшỹллĕ çемьесем аслисене куç тĕлне туса хисеплени, авалхи йăла-йĕркене упраса пурăнни, ачисене воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Кавал ялĕнче пурăнакан Василий Сергеевичпа Валентина Поликарповна Павловсен çемйине шăпах çаксен шутне кĕртме пулать. Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче шăпах вĕсем алла-аллăн тытăнса пĕрле пурăнма тытăннăранпа 55 çул çитнĕ.
Вĕсен пурнăç çулне чечексемпе тултарман. Хăйсене тем пек йывăр пулнă вăхăтра та ăшă, черченкĕ туйăмсене упрама, пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлнине, тивĕçлĕ ачасем çуратса ỹстернине кура çемье çирĕплĕхĕпе чысне упраса хăварнă вĕсем.
Юбилярсем, сăпайлăскерсем, малтанласа хăйсем çинчен каласа кăтартма килĕшесшĕнех те пулмарĕç. Анчах кайран «ирĕлчĕç». Тараватлă кил хуçи хĕрарăмĕ пире сĕтел хушшине лартрĕ, унтан эпир васкамасăр калаçăва пуçăнтăмăр…
Валентина Поликарповна Кавал ялĕнчех çуралнă, вăл — Марковсен хĕрĕ. Çемье пурнăçĕн пуçламăшĕнче фермăра дояркăра вăй хунă, осеменатор та пулнă. Иккĕмĕш ачине çуратнă хыççăн почтальонкăна вырнаçнă. Пултаруллăскере ун хыççăнах вырăнти почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçи пулма çирĕплетнĕ. Пенсие тухсан тата 5 çул ĕçленĕ вăл çак яваплă должноçра. Хĕрỹ ĕçре ирттернĕ çулсене, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем пирки те вăл яланах ăшшăн аса илет.
Василий Сергеевич 7 класс пĕтерсенех «Победа» колхоза ĕçе вырнаçнă. Салтака юрăхлă пулнипе те мăнаçланнă, Ленинград облаçĕнче 3 çул çар тивĕçне пурнăçланă. Службăран таврăнсан тăван колхозра малтан водительте, каярахпа бригадир пулăшуçинче тăрăшнă. Ĕçри яваплăхне кура ăна 1978 çулта бригадир пулма çирĕплетнĕ. Кавалти 3-мĕш комплекслă бригада производство кăтартăвĕсем тăрăх илсен, яланах малти ретре пулнă. Василий Сергеевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех бригадир пулнă. Халăх хуçалăхне аталантарас ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна тĕрлĕ шайри медальсемпе тата Хисеп хучĕсемпе, «Ĕç ветеранĕ» ятпа чыслани, паллах, ахальтен мар. Валентина Поликарповна та хисеплĕ ĕç ветеранĕ.
…Пулас мăшăр пĕр-пĕрне ачаранах лайăх пĕлсе ỹснĕ, пĕрле вылянă, кулнă.
— Ун чухнехи яш-кĕрĕм ялан пĕрле пулнă, туслă ушкăнпа çỹренĕ, — тет Валентина Поликарповна. Çамрăксем малтан хунямăшĕпе тата Николай пиччĕшĕн çемйипе 3 çул пĕр çуртра пурăннă. Аслă хĕрĕпе тетĕшĕн ывăлне пĕр сăпкара сиктерсе ỹстерни асран тухманнине те аса илчĕ вăл.
Павловсем ăшă чун-чĕреллĕ, кăмăллă та тараватлă çынсем. Çурт ăш-чиккине яланах тирпейлĕ те таса тытаççĕ, картишне, пахчана тухсан та — кашни япала хăй вырăнĕнче. Ял-йыш умĕнче те вĕсем пысăк хисепре, вĕсем çинчен никам та усал сăмах каламасть. Анчах та хăйсен чи пысăк çитĕнĕвĕ — ачисем, тесе шутлаççĕ. Вĕсем 5 хĕр çуратса ỹстернĕ, халĕ ĕнтĕ мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те пур.
— Мăнуксем пурри чăн-чăн телей. Халĕ вĕсем пурте пирĕншĕн тăрăшаççĕ. Шăнкăравлаççĕ, сывлăхпа кăсăкланаççĕ. Кашни эрнерех пирĕн патăмăрта пулма, килти хуçалăхра пулăшма тăрăшаççĕ, — терĕç вĕсем.
Апла пулин те çулсем пĕр йĕрсĕр иртмеççĕ, сывлăх та хавшать. Килĕшỹллĕ мăшăр ку чухне пĕр-пĕрне хавхалантарма, йăпатма пĕлет. Пушă вăхăтра вĕсем асра юлнă савăнăçлă самантсене аса илме тăрăшаççĕ. Çемье архивĕнче типтерлĕн упранакан иртнĕ ырă вăхăтри сăн ỹкерчĕксем, хаçат-журналсенчен касса илнĕ ырă хыпарсем ватăсен чунĕсене ăшăтаççĕ, мал ĕмĕтпе пурăнма хавхалантараççĕ.
С.НИКОЛАЕВА.