Çур акиччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Вăрлăх епле шăтасси, тивĕçлĕ продукци туса илесси вăрлăх пахалăхĕнчен, ăна акма хатĕрленинчен нумай килет.
Паянхи кун округри ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вăрлăха хатĕрлесе çитерсе кондицие лартас ĕç вĕçленсе пырать. Планпа округпа 39990 тонна вăрлăх хатĕрлеме палăртнă пулсан, хальхи вăхăт тĕлне 44142 тонна (110 процент) хатĕрленĕ. Вăрлăхăн 88 проценчĕ кондицие ларнă.
Вăрлăха хатĕрлесе тивĕçлĕ кондицие лартассипе яланхиллех «Прогресс» АХО, «АСК-Яльчики» ООО, «Эмметево» ООО, «Рассвет» ЯХПК, «Победа» ООО, «Комбайн» ЯХПК, «Сатурн» ЯХПК, «Энтепе» ООО ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсене илес пулсан, çак йыша Еленăпа Юрий Цветковсен хуçалăхĕсене кĕртмелле.
— Пĕлтĕрхи йывăр çанталăка пула тĕш тырра чир-чĕр уйрăмах сырăнни паллă. Çавăнпа та акас умĕн вăрлăха им-çамлассине тĕпе хумалла. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Енчен те маларах пирĕн инспекци ял хуçалăхĕпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен кỹрсе килекен вăрлăхсене анчах тĕрĕсленĕ пулсан, хальхи вăхăтра уйрăм хушма хуçалăхсемпе те ĕçлет. Çавăнпа та эпир халăха вăрлăха акас умĕн пахалăхне пирĕн патăмăра килсе тĕрĕслеттерме сĕнетпĕр. Кунтах вăрлăх шăтаслăхне те палăртатпăр. Енчен те пирĕнпе çыхăнас тесен 2-52-53 номерпе шăнкăравлама ыйтатпăр, — пĕлтерет Федерацин «Раççей ял хуçалăх центрĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн округри ертỹçи Олег Карсаков.
Енчен те вăрлăх пахалăхĕ пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен Шупашкарти «Россельхозцентрăн» вăрлăхсене чир-чĕртен тĕрĕслеттерес уйрăма та кайма пулать. Вĕсем тыр-пул çинче мĕнле чир-чĕр пуррине тупса палăртнă май шăпах хăш им-çампа усă курмаллине сĕнеççĕ.
Çавăн пекех маларах асăннă центр тĕрлĕ шайри хуçалăхсене «Нитроаммофоска», «Аммиак селитри», «Гумат аммония», «Азофоска» удобренисем сĕнет.
Е.ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Олег Карсаков ертỹçĕ, Ольга Скворцова агроном «Сатурн» хуçалăхăн тĕп агрономĕ Владимир Мясников илсе килнĕ тырра тĕрĕсленĕ самант.