Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чăннипех маттур!

Чăннипех маттур!

«Çĕнĕ шкул» федераци вĕренỹ проекчĕпе килĕшỹллĕн çулсерен «Чăваш Ен илемĕ» фестиваль иртет.

Раççей шайĕнчи 7-мĕш пултарулăх конкурсне регионти пĕтĕм округсенчен 9 пине яхăн çын тата çĕршыври 13 ял-хула представителĕсем хутшăннă. Вĕсем хăйсен ăсталăхне ултă направленире кăтартма пултарнă. «Н.В.Павлова ячĕллĕ ташă творчестви» конкурсра Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнчи Светлана Карамаликова ертсе пыракан ушкăн 2-мĕш вырăна çĕкленнĕ. Чăваш ташшине илĕртỹллĕ пурнăçланисен йышĕнче — Камилла Евдокименко, Анастасия Борисова, Мария Агеева, Анастасия Архипова, Ульяна Иванова, Диана Куприянова, Виктория Казакова, Полина Никитина, Дарья Петрова, Светлана Трофимова, Алина Федотова, Карина Филиппова.

«А.А.Кокель ячĕллĕ ỹнер пултарулăхĕ» конкурсра та пур çитĕнỹ. Сăрă ĕçĕнче чăннипех хăйĕн вырăнне тупнă Елизавета Мурзакаева (ертỹçи Римма Парферьева) «Каçхи улах» ĕçĕпе 3-мĕш вырăн йышăннă. Тепĕр ентеш — Арина Скворцова (Наталия Филиппова) дипломантсен йышне кĕнĕ. Вăл — «Сарпике» ĕçĕн авторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code