Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Такăр çул сана, почтальон!

Такăр çул сана, почтальон!

Пурнăç уттинчен юлас мар тесен тăтăшах çĕннине алла илмелле, ыттисен паха опычĕпе паллашмалла… Ку енĕпе радиопа телевиденинче тĕрлĕ передачăсем нумай-ха, çапах та хамăр тăрăхри хыпарсене тĕплĕн тишкерсе пĕлтерсе тăраканни – район хаçачĕ.

Елчĕк ен хыпарĕсемпе вăхăтра паллаштарас тесе районти почтальонсем çумăр лÿшкесе çăвать-и е хĕртсе хĕвел пăхать – яланах çула тухаççĕ. Почтальон килессе чăтăмсăррăн кĕтекен хаçат тусĕсем вĕсене хапха умне тухсах кĕтсе илеççĕ. Мĕн пытармалли, «Елчĕк ен» хаçата çырăнакансен йышĕнче ытларах аслă ăру çыннисем. Вĕсем мĕн ачаран район хаçатне вуласа ÿснĕрен паян та ăна алăран ямаççĕ.

– Ял çыннисем ытларах район хаçатне кăмăлласа вулаççĕ. Ырă тĕслĕх кăтартакансем – пенсионерсем. Çамрăксем питех çырăнмаççĕ. Вĕсем хаçат питех вуламаççĕ, хыпарсене интернет урлă пĕлетпĕр теççĕ, – палăртрĕ çыхăну ĕçченĕ.

Çĕнĕ Пăвари почта çыхăну уйрăмĕнче 18 çул почтальонкăра ĕçлет Луиза Михайлова. Хăйне шанса панă ĕçе чун ыйтнипе пурнăçлаканскер Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Турхан ялĕсенче пурăнакансене центрти, республикăри, районти изданисене вăхăтра çитерессишĕн тимлет. Хальхи вăхăтра Луиза Васильевна «Елчĕк ене» 85 çемьене валеçет. Çитес çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче те подписчиксен йышĕ ан чактăр тесе тăрăшакан маттур та опытлă почтальонка ял-йышпа куллен тĕл пулса калаçать, район хаçатне çырăнтарать.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Л.Михайлова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code