Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Искусство та пулăштăр

Искусство та пулăштăр

Республикăра наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Ларура ЧР ШĔМĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров сăмах илнĕ. Вăл комисси членĕсем умне Чăваш Ен тĕп хулинче наркомание, наркотиксене сивлессине тĕпе хуракан квест-пÿлĕм уçас сĕнÿпе тухнă. Управлени пуçлăхĕ иккĕленмест, вăл аслă классенче вĕренекен ачасемшĕн, студентсемшĕн, ытти çамрăкшăн питĕ усăллă пулĕ.

Сĕнĕве ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та ырланă, Вĕрентÿ, Сывлăх сыхлавĕн министерствисене Шалти ĕçсен министерствипе тата тĕп хула администрацийĕпе пĕрле ăна пурнăçлас енĕпе ĕç ушкăнĕ туса хума хушнă.

Профилактика ĕçне искусство хăватне явăçтарасси пирки те калаçу пулнă. Сăмах – çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театрĕн «Пиллĕк – çирĕм пиллĕк» спектаклĕ пирки. Пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илессине тĕпе хуракан трагикомеди, Данис Шакуров шучĕпе, «çитĕнекен ăрăва çын пурнăçĕн хакне ăнланма, уншăн яваплă пулма вĕрентĕ». Театр халь билетсене сарас тĕлĕшпе Пушкин карттипе те ĕçленине кура шкул ачисем çак спектакле курас тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăмалла мар – вĕрентÿ организацийĕсен енчен пуçарулăх кăна кирлĕ.

Яш-кĕрĕмпе çине тăрса ĕçлемеллине вара криминал статистики те çирĕплетет: кăçалхи вунă уйăхра республикăра наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне явăçнă 18-29 çулсенчи çамрăксен, уголовлă майпа явап тыттарнăскерсен, шучĕ палăрмаллах – 16 процент ытла чакнă /107 çын/. Çул çитменнисем тĕлĕшпе çак кăтарту пушшех лайăхланнă – 25 процент пĕчĕкленнĕ /9 яшпа хĕре явап тыттарнă/. Преступлени тунă çамрăксенчен 14-шĕ – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисен вĕренекенĕсем, 7-шĕ – студентсем. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче çул çитменнисем тунă наркопреступленисен шучĕ 67-рен 10 тĕслĕх таран чакнă. 18 çул тултарман 13 çамрăка наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕшĕн административлă майпа явап тыттарнă /пĕлтĕрхи çак тапхăрта ку кăтарту та самай пысăкрах пулнă – 22/. Пурне те – наркотиксемпе усă курнăшăн 18-29 çулсенчи 311 çамрăка та – административлă майпа айăпланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code