Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ултавçăсене тытнă

Ултавçăсене тытнă

Раççей ШĔМĕн уголовлă шырав сотрудникĕсем Чăваш Республикинчи ĕçтешĕсемпе пĕрле ултавçăсен пысăк ушкăнне тытса чарнă. Вĕсем пенсионерсене улталаса укçисене çаратнă.

Ытларах чухне преступниксем ватăсемпе телефон урлă çыхăннă, вĕсем маларах туяннă пахалăхсăр БАДсемпе эмелсемшĕн, медприборсемшĕн компенсаци парассине пĕлтерсе савăнтарнă. Ăна илес тесен ватăсене «комисси, налук, банк пулăшăвĕсемшĕн» укçа тÿлеттернĕ. Укçисене каялла тавăрас ĕмĕтпе çунатланнă мучисемпе кинемисем аферистсем хушнине йăлт пурнăçланă. Хăйсемпе пĕр-пĕр организаци сотрудникĕ тесе паллаштарнă преступниксен ушкăнĕ 2019 çултанпа ĕçленĕ, ултав схеминче кашнийĕн хăйĕн ролĕ пулнă. Ватăсене вĕсем пурĕ 3 млн ытла тенкĕлĕх çаратнă.

Чăваш Ен ШĔМĕн Шупашкар хулинчи управленийĕн следователĕсем ку преступленисем тĕлĕшпе уголовнăй ĕçсем пуçарнă.

Ирина ВОЛК,
Раççей ШĔМĕн официаллă представителĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code