Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Общество ĕçченĕ

Общество ĕçченĕ

Александр Яковлевич Шаков çуралнăранпа паян 120 çул çитрĕ. Вăл Аслă Елчĕк ялĕнче кун çути курнă. Патшалăх, парти, обществăн паллă ĕçченĕ пулнă. Оренбургри физкультура пĕлĕвĕ паракан округри çар шкулне (1922), Хĕвел тухăçĕнчи ĕç çыннисен Коммунизмла университетне (1937) вĕренсе пĕтернĕ. 1925-1927 çулсенче Хĕрлĕ Çар, 1941-1953 çулсенче Тинĕс-çар флотĕнче хĕсметре тăнă.

Пултаруллă ентеш тĕрлĕ çулсенче ял Канашĕн секретарĕнче, вулав çурчĕн заведующийĕнче, райколхозсоюз инструкторĕнче, райфо пуçлăхĕнче, учительте, ВКП(б) Елчĕк райкомĕн агитмассăллă ĕç пайĕн заведующийĕнче, пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ. 1938 çулта — ВКП(б) Чăваш обкомĕн иккĕмĕш секретарĕ. Ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă.

А.Шаков районта комсомол юхăмне йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. И.Д.Кузнецовпа (Вырăскасси), Ю.С.Сергеевăпа (Елчĕк), А.И.Ивановпа (Ĕнел), И.И.Золотниковпа (Аслă Елчĕк), Я.А.Андреевпа (Элекçей Тимеш) тата ыттисемпе пĕрле халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн йĕркеленĕ.

Александр Шаков 1986 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна тăван ялĕн масарĕнче пытарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code