Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕрентỹ ĕçĕнче — 40 çула яхăн

Вĕрентỹ ĕçĕнче — 40 çула яхăн

Петр Комиссаров

Педагогсемпе наставниксене халалланă çулталăкра Яманчỹрелĕнче çак пысăк ята тивĕçнĕ Петр Комиссаров çинчен каласа парасшăн. 87 çула çитиччен пурăннă вăл, ыран хисеплĕ çыннăмăр çуралнăранпа 100 çул çитет. Петр Кондратьевич хăйĕн ĕмĕрĕн пысăк пайне — 40 çула яхăн — ялти шкулпа çыхăнтарнă. Педагогика ĕçĕнчи пысăк ỹсĕмсемшĕн «РСФСР халăх çут ĕç отличникĕ» паллăна тивĕçнĕ.

Учительсен çемйи теççĕ вĕсем çинчен сăмах пуçарсан. Мăшăрĕ Анастасия Васильевна тата вĕсен 3 хĕрĕ те ачасене пĕлỹ, воспитани парас ĕçе мĕн пур ăсталăхне панă. Паянхи кун та Комиссаровсен мăнукĕсенчен шкулта ĕçлекенсем пур.

Ĕçпе вăрçă ветеранĕ П.Комиссаров пысăк пуянлăх парса хăварнă ял-йыша. Шкултан вĕренсе тухнă ачасем хушшинче — хисеплĕ те пултаруллă çынсем. Вăл тăван ял çинчен тĕпчесе çырнисене халĕ те интересленсе вулаççĕ.

Петр Кондратьевича ашшĕпе амăшĕ вĕреннĕ çын пултăр тесе йывăрлăхсене пăхмасăр ăс пама тăрăшнă. Çăмăл пулман ун чухне, тăхăнмалли енчен те, апат-çимĕç-рен те. Ялти шкулта лайăх вĕреннĕшĕн П.Комиссарова пионер лагерьне канма янă. Шăмалакри тулли мар вăтам шкула пĕтерсен тивĕçнĕ Мухтав хучĕ паянхи кун та типтерлĕн упранать çемье архивĕнче. Ун чухне кĕпе тата 10 тенкĕ укçа та парса хавхалантарнă. Чĕмпĕре учительсене хатĕрлекен шкула вĕренме кайма ĕмĕтленнĕ вăл, анчах килти йывăрлăхсене пула — ашшĕ ир вилнĕ, çемьере унсăр пуçне 4 ача ỹснĕ — Патăрьелĕнчи педучилищĕне çул тытать. Унта ĕçлекен учительница ăна хăйĕн ывăлĕн тумне панă. Стипенди илсен кĕпепе ботинка илсе тăхăнать.

Алла диплом илнĕ хыççăн тепĕр кунхине — июнĕн 22-мĕшĕнче вăрçă пуçланать. Петр пĕр вăхăт ялта почтальон пулса ĕçленĕ. 1941 çулхи хура кĕркунне Улатăр тăрăхĕнче хỹтĕлев линине тума хутшăнать. Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче учитель пулса ĕçленĕ чухне, 1942 çулхи пуш уйăхĕнче, Петр Кондратьевича çара илеççĕ. Инçет Хĕвел тухăçĕнчи 35-мĕш арминче хĕсметре тăрать. Батальон комсоргĕ пулнă май чăваш салтакĕсене вырăсла калаçма вĕрентнĕ. 1944-1945 çулсенче Яппун самурайĕсене хирĕç çапăçнă, связист пулнă. Мускавпа Инçет Хĕвел тухăçне çыхăнтаракан 300 çухрăмлă линие куç пек упранă. Çарта тăнă чухне вăл «Çиçĕм» листовка редакторĕ пулнă, çав вăхăтрах «Патриот Родины» хаçата та çар пурнăçĕ çинчен çырсах тăнă.

Вăрçă пĕтсен тỹрех яла таврăнаймасть — Саратов хулине çарпа политика училищине вĕренме яраççĕ. Аслă пиччĕшĕсем, Георгипе Иван, вăрçăран таврăнайман, амăшĕ суккăрланнă. Пỹрт лартмалла пулнипе вĕренсе пĕтермесĕрех демобилизаци йĕркипе яла таврăннă. Виçĕ çул ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн II секретарĕ пулнă, Чăваш обкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ. Вăл вăхăтра комсомол организацийĕсем çĕнĕрен вăйланччăр тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Çамрăксем валли ялсенче, районта спорт ăмăртăвĕсем, тĕл пулусем йĕркеленĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Яманчỹрел шкулĕнчи педагогсемпе вĕренекенсем

1948 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван ялти шкулта вăй хурать пултаруллă педагог. Малтанхи çулсенче пуçламăш шкул заведующийĕ, кайран — директор. Çитменлĕхсем, йывăрлăхсем куç умĕнчех пулнă. Шкул 4 пỹлĕмрен тăнă, ачасем икĕ сменăпа вĕреннĕ, коллективра аслă пĕлỹ илнĕ пĕр учитель те пулман.

Майĕпен шкул çурчĕ çумне ялти эртелĕн тата уйрăм çынсен çурчĕсене куçарса вĕренмелли пỹлĕмсене ỹстернĕ. 1961 çулта ялта 8 çул вĕренмелли шкул хута каять, 1973 çулта — 280 ача вĕренмелĕх çĕнĕ кирпĕч çурт. Ăна хуçалăх меслечĕпе тунă. Патшалăх уйăрнă укçа-тенкĕ никĕс яма çеç çитнĕ. Ыттине ĕçе кĕртме пĕтĕмпех «Слава» колхоз пулăшнă. Каярахпа столовăй, мастерской, учительсене пурăнма уйрăм çурт хута яраççĕ.

Шкулта туслă коллектив йĕркеленнĕ, вĕрентекенсем пурте фронтовиксем пулнă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕ вĕсем. Петр Кондратьевич истори урокĕсене ирттернĕ. Никандр Кондратьевич Кондратьев биологи урокĕсем хыççăн та килне кайма васкаман — 1 гектар çĕр çинче сад ĕрчетнĕ. Георгий Александрович Рахмуллин нимĕç чĕлхи урокĕсене çеç мар, «Çамрăк журналистсен» кружокне те йĕркеленĕ. Георгий Петрович Петров ĕç, физика, çар ĕç вăрттăнлăхĕсене вĕрентнĕ. Валентин Александрович Табаков вĕрентỹ пайĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Учительсен мăшăрĕсем те шкулта ачасене вĕрентнĕ. Халĕ вĕсем пурте пурнăçран уйрăлса кайнă. Петр Кондратьевичăн мăшăрĕ, Анастасия Васильевна, пуçламăш классене пĕлỹ панă.

«Аттене эпир килте курман та. Пирĕн çине вăл нихăçан та сас хăпартман. Килте ĕçсем анне çине тиеннĕ. Вăл каçсерен пĕр купа тетрадь тĕрĕслетчĕ, классенче 40-е яхăн ача вĕреннĕ те. Ирхине тăнă çĕре анне кăмакаран капăртма пĕçерсе кăларатчĕ.

Атте пĕрре мана Тутарстанри Теччĕ хулине колхоз машинипе цемент илме лартса ячĕ. Михĕсене йăтса тиекен те, пушатакан та водительпе иккĕнех пултăмăр. Цемент шкул столовăйĕн никĕсне яма кирлĕччĕ, — паянхи пекех астăвать Петр Кондратьевичăн ывăлĕ Валерий Петрович çав куна.

6 хĕр те 1 ывăл ỹснĕ Комиссаровсен çемйинче. Пурте аслă пĕлỹ илнĕ. Валерий Чăваш кĕнеке издательствин директорĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Паянхи кун та вăл республикăри Журналистсен пĕрлĕхне ертсе пырать, Чăваш патшалăх университетĕнче доцент пулса журналистика факультечĕн студенчĕсене вĕрентет. Полинăпа Евгения тивĕçлĕ канăва тухиччен шкулта тăрăшнă, вĕсем иккĕшĕ те Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем. Ираида — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Яманчỹрелĕнчи вулавăшра ĕçленĕ май ял çинчен пуян архив хатĕрленĕ. Галина, ял хуçалăх институчĕн зооинженери факультетне пĕтернĕскер, Шупашкар районĕнчи чăх-чĕп фабрикинче вăй хунă, Валентина — математик, вăл хăйĕн суту-илỹ ĕçне йĕркеленĕ, кĕçĕнни — Татьяна — шкула кайиччен аварире вилнĕ.

П.Комиссарова 1957-1960 çулсенче ялти «Октябрь» хуçалăха ертсе пыма шанаççĕ. Çĕршыва Никита Хрущев ертсе пынă çулсенче колхозсем кукуруза çитĕнтерессипе ăмăртнă. Çак культурăна тухăçлă çитĕнтернĕшĕн 1959 çулта Мускаври Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче панă Свидетельство тата учительсен коллективĕ кукуруза ани çинче ỹкерттернĕ сăн ỹкерчĕк те паянччен упранать Комиссаровсен килĕнче.

Колхозра лару-тăру çăмăл пулман. Пилĕк бригадăран тăракан «Слава» колхоз юхăнса кайсан ялти хуçалăха сыхласа хăварас тесе пĕрре çеç мар пуху ирттернĕ вăл ялти хастарсемпе. Çапла вара уйрăм хуçалăх йĕркеленет Яманчỹрелĕнче, паянхи кун та вăл çирĕп алăра.

Петр Кондратьевич тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ларман. Вăл Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ пулнă. Вырăнти депутат пулнă май халăха кирлĕ ыйтусене татса пама тăрăшнă. Вăл вăхăтра салтак арăмĕсене пурне те вутăпа, кăмрăкпа тивĕçтерме тивнĕ. Пĕтĕм ыйтупа «Слава» хуçалăхăн ертỹçи патне утнă вара вăл. Петр Кондратьевич правленине килнине курсанах Иван Денисов председатель хăйĕн пулăшаканĕсене: «Комиссаров машин е трактор ыйтсан — тивĕçтерĕр», — тенĕ. Иван Яковлевичпа Петр Кондратьевич пĕр-пĕринпе килĕштернĕ, иккĕшĕ те Яппун самурайĕсене хирĕç çапăçнă.

Петр Кондратьевич — манăн кукаçи. Вăл мăнукĕсемшĕн çывăх юлташ, учитель вырăнĕнче пулнă.

Çĕнтерỹ кунĕ уншăн чи пысăк уявччĕ. Ăна вăл кашни çулах тăван ялти палăк умĕнче кĕтсе илнĕ. Историпе интересленнĕ май, архивсенче пулса материалсем пухнă, çынсен таса ятне тавăрма пулăшнă. Республикăра тухса тăракан «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар»), «Советская Чувашия», районти «Колхоз ялавĕ» (халĕ «Елчĕк ен») хаçатсемпе çыхăну тытнă. Вырăнти истори çинчен çырнисем «Тăван ялăм — савнă ялăм», «Тăван тавралăх — Елчĕк ен» кĕнекесенче кун çути курнă.

Кукаçи ватăлсан, алла ручка тытайман чухне, каласа çыртаратчĕ. Тĕлĕнеттĕм шухăшĕсем пĕр тикĕс тухнăран. Журналистика факультетĕнче вĕреннĕ май, практика вăхăтĕнче хăш чухне унăн кĕнекинчен пĕр сиктермесĕр çырса илеттĕм. Кукаçи вара: «Унсăр пуçне те чылай çырмалли тетчĕ…».

Петр Комиссарова ĕçри тата обществăри хастарлăхшăн ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн, РСФСР çут ĕç тата ял хуçалăх министерствисен, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. Вăл пурăннă çурт çине пилĕк çул каялла Асăну хăми вырнаçтарнă. Ыран вара ялти клубра асăну каçĕ иртĕ.

Светлана ЕРМАКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code