Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Музейсене тỹлевсĕр

Музейсене тỹлевсĕр

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем республикăри культура учрежденийĕсене тỹлевсĕрех çỹреме пултараççĕ.

Çак çăмăллăхсем ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланаççĕ. «Пирĕн çар çыннисен çемйисене хамăрăн музейсенче йĕркеленĕ куравсене, театрсене, филармонири тата Трактор тăвакансен культура керменĕнчи концертсене пырса курма сĕнетпĕр», — палăртнă культура министрĕ Светлана Каликова.

Хальлĕхе патшалăх музейĕсене 46 çын тỹлевсĕр кĕрсе курнă, вĕсен шутĕнче — 36 ача. 1759 çын культура организацийĕсем ирттерекен тỹлевлĕ мероприятисене кĕме çăмăллăхпа усă курнă. Оперăпа балет театрĕ, Вырăс драма театрĕ, Çамрăксен театрĕ, Пукане театрĕ, филармони, сăнав театрĕ мероприятисене тỹлевсĕр кĕртеççĕ. Чăваш патшалăх ансамблĕ билет хакне 50 процент йỹнетет, Чăваш драма театрĕн спектаклĕсене вара 100-шер тенкĕпе курма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code