Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Марафон пухмачĕ — ачасемшĕн

Марафон пухмачĕ — ачасемшĕн

Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ пырать. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей ача-пăча фончĕн председателĕпе Дмитрий Лихановпа пĕрле старт панă. Палăртмалла, фондăн чăваш уйрăмĕ çак марафона 1995 çултанпа йĕркелесе ирттерме тытăннă.

Марафон вăхăтĕнче пухнă укçа-тенкĕ йывăр лару-тăрăва лекнĕ тата инвалид ачасене пулăшма кайĕ.

Дмитрий Лиханов ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче фронт линийĕ патĕнче пурăнакан ачасене гуманитари пулăшăвĕ пама фонд 75 миллион тенкĕ уйăрнине палăртнă. Инвалид ачасене пулăшма «Мили доброты» программа тата «Звуки жизни» проект ĕçленине асăнса хăварнă.

Ачасене пулăшас тĕллевпе марафон счечĕ çине пурте укçа куçарма пултараççĕ. Реквизитсене Чăваш Республикин власть органĕсен порталĕнче тупма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code