регионсем хушшинчи фестиваль пысăк шайра иртнĕ.
Унта пурĕ 500 (юлашки тапхăрĕнче 100 ача) хутшăннă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ фестиваль республикăрисене анчах мар, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи ачасене пĕрлештернĕ.
Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕренекенсем (ертỹçи — Любовь Адюкова) фестивальте «Чи лайăх видеопроект» номинаци çĕнтерỹçисем пулса тăнине палăртма кăмăллă. Унта 2-7-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă, шкул пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарнă.
— Çак çитĕнỹ пире тата та хавхалантарать, малалла ăнтăлма хистет, çĕнĕ хăват парать, — теççĕ Аслă Елчĕксем.
Фестивальте Республика Пуçлăхне Олег Николаева кĕтсе илме вĕсенех шаннă.
Асăннă фестивальте Елчĕк шкулĕсем те палăрнă. Вĕсем «Социаллă çыхăнусенчи чи лайăх медиапроект» номинацире виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Мероприятин официаллă пайĕ хыççăн ачасем ăсталăх класĕсенче журналистика енĕпе пĕлĕвĕсене тарăнлатнă.
Вĕренекенсене Мускавран килнĕ спикер Антон Михалев медиапроект хатĕрлес ăсталăхпа паллаштарнă. Фестиваль çĕнтерỹçисене уявăн иккĕмĕш пайĕнче чысланă, дипломпа тата статуэткăпа, асăнмалăх ытти парнесемпе хавхалантарнă. Ачасем тепĕр çул та çак фестивале хутшăнма кăмăл пуррине хыпаралаççĕ.
Е.ПЕТРОВА.