Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Георгий хăйăвĕ» акци

«Георгий хăйăвĕ» акци

Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Георгий хăйăвĕ» акцие округра çулсерен активлă хутшăнаççĕ.

Акци вăхăтĕнче Георги хăйăвне валеçни — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тав тунине палăртакан ырă меслет. Çавăн пекех пĕрлĕхлĕхĕн тата ыркăмăллăхăн палли шутланать вăл.

Çак тапхăрта волонтерсем ветерансем тата тыл ĕçченĕсем патне çитеççĕ, хăйăва урамсенче, организаци-предприятисенче салатаççĕ.

Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Марина Вастулова çамрăк армеецсемпе тата волонтерсемпе Георги хăйăвне валеçнĕ самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code