Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ене» çырăнтараççĕ

«Елчĕк ене» çырăнтараççĕ

Халĕ хаçат-журнала кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн çырăнтарас тапхăр пырать.

Аслă Таяпари почта çыхăну уйрăмĕнче Ольга Маркова, Ирина Корнилова, Елена Смирнова, Надежда Галкина почтальонсем тăрăшаççĕ. Вĕсем Аслă Таяпа, Шуршу тата Чăваш Тăрăм ялĕсен куллен кĕтнĕ çыннисем — çумăрта та, çил-тăманра та, шăрăхра та хаçат-журнала хуçисем патне вăхăтлă çитереççĕ. Миçе çухрăм такăрламаççĕ-ши куллен тăрăшуллă ĕçченсем?

Почтальонкăсем тивĕçлĕ канăва тухнисене вăхăтра пенсипе тивĕçтерес тесе тăрăшаççĕ, пĕччен пурăнакан ватăсене хăш та пĕр таварсене килĕсене илсе пырсах параççĕ.

— Пирĕн тăрăхра «Елчĕк ен» хаçата хапăлласах çырăнаççĕ, — кăмăллăн пĕлтерет почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Людмила Королева.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Людмила Королева Ольга Васильева пенсионеркăна таварсемпе тивĕçтерет, хаçат-журнал каталогĕпе паллаштарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code