Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Алина — абсолютлă çĕнтерÿçĕ

Алина — абсолютлă çĕнтерÿçĕ

Кивĕ Эйпеçри Алина Панкратовăпа Полина Андреева Раççей ăмăртăвĕнче йывăр атлетикăпа медальсем çĕнсе илнĕ.

Алина 53 кг çитичченхи виçере Раççей первенствин абсолютлă çĕнтерÿçи пулса тăнă. Çак çĕнтерÿ Алинăна Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕме май парать. Апла пулсан, вăл тĕнче шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнма пултарать. Хĕрсен пĕрремĕш тренерĕ — Виталий Марков. Хальхи вăхăтра штангистсем Шупашкарти Олимп резервĕсене хатĕрлекен шкулта ăсталăхне туптаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code