Чăваш Енре ĕçлев службисене комплекслă майпа модернизацилемелли проект сăнав шайĕнче ĕçлеме пуçланă. Пĕр вăхăтрах ĕçлев центрĕсен тытăмĕ çĕнелмелле, çĕнĕ сервиссем ĕçе кĕмелле, граждансене тата предприяти-организаци ертỹçисене пурнăçри тата бизнесри лару-тăрăва шута илсе пулăшу мелĕсемпе тивĕçтермелле.
Хăш-пĕр чухне çын шырасан та хăйне тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупаймасса пултарать. Ку чухне ĕçлев службисем граждансене тỹлевлĕ обществăлла ĕçсене пурнăçлама явăçтараççĕ. Çак тĕллевпе вĕсем предприяти-организаци ертỹçисемпе вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелеме килĕшỹсем çирĕплетеççĕ. Вăхăтлăх ĕçре вăй хума ятарлă професси пĕлĕвĕ те кирлĕ мар. Ытларах чухне вăхăтлăх ĕçченсене промышленность производствине, строительствăна, халăхăн социаллă тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисене, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тытăмне ĕçе йышăнаççĕ. Обществăлла ĕçсенче ĕçлев службисенче 6 уйăхран ытларах тăракансене, пособи илмен граждансене хутăштараççĕ.
Ĕçсĕр гражданиншăн тĕрĕс суйланă вăхăтлăх ĕç те ĕç биографийĕн пуçламăшĕ пулса тăма пултарать. Ĕç килĕшĕвĕ вăйра тăнă вăхăтра хăвна лайăх енчен кăтартма пултарсан предприятире яланлăх юлма та майсем пур.
Обществăлла ĕçе хутшăнакана предприяти шалу тỹлет. Çавăн пекех вăхăтлăх обществăлла ĕç ку е вăл çыншăн ăнăçлă пулмарĕ пулсан, унăн ĕçсĕрлĕх пособине илмелли ирĕк, ĕç (страховани) стажĕ сыхланса юлать. Ĕçлев центрĕ обществăлла ĕçе хутшăнакан гражданина уйăхра (чăннипе ĕçленĕ вăхăтшăн) 3 пин тенкĕ тỹлет.
Елчĕк муниципалитет округĕнчи ĕçлев центрĕ хальхи вăхăтра предприяти ертỹçисемпе 5 килĕшỹ çирĕплетнĕ, 9 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Çулталăк тăршшĕпе 80 çынна обществăлла ĕçсене вырнаçтарма палăртнă.