Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Леонард Левый калаçăвне чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулăм — иртнĕ юнкун округа ĕçлĕ визитпа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пулни. Олег Алексеевич çак кун Канаш, Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел округĕсенче пулса хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕш тырă культурисем епле шăтса тухнипе паллашнă. Пирĕн округра вăл «АСК-Яльчики» агрофирмăра пулчĕ, çĕр улми калчинчен теплицăра вăрлăх çитĕнтерес ĕçе епле йĕркеленипе тата çĕр улмине лартас технологипе паллашрĕ. Округри хуçалăхсен уйĕсенче çитĕнекен тĕш тырă культурисем пĕр тикĕс шăтса тухнине сăнанă май Елчĕксен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртнă Олег Алексеевич. Тепĕр пысăк мероприяти — Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнче Елчĕк ентешлĕхĕн кунне ирттерни. Леонард Левый мероприятие тивĕçлĕ хатĕрленнине, программа тулли пулнине палăртнă май унăн йĕркелỹçисене, территори пайĕн администрацийĕн ĕçченĕсене уйрăммăн палăртрĕ, пысăк тав сăмахĕ каларĕ.
— Халăха чăн та сумлама пĕлнине кăтартса пачĕç ку уявпа Кĕçĕн Таяпасем, — палăртрĕ Леонард Васильевич.
Округ администрацийĕн мобилизаци хатĕрленĕвĕн, ятарлă программăсен тата ГОЧС пайĕн специалист-эксперчĕ Светлана Соколова шыва кĕмелли çуллахи тапхăрта халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес темăпа тухса калаçрĕ.
Шел пулин те, шыва кĕме çынсем чылай чухне ятарласа палăртман вырăнсене суйлаççĕ. Пĕлмен, тĕрĕслемен вырăнсенче шыва кĕрсен инкек пуласси те инçе мар. Ятарласа уйăрнă вырăнсем шанчăклă, мĕншĕн тесен Чăваш Республикин шыравпа çăлав службин водолазĕсем районти 9 территори пайĕнче шыва кĕме уйăрнă кỹлĕсемпе пĕвесене, юхан шывсене тĕрĕсленĕ.
Муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелес, вĕсене сывату лагерĕсенче канма май туса парас ыйтупа сăмах илчĕ. Çуллахи кану тата сывлăха çирĕплетмелли ача-пăча лагерĕсем июлĕн 1-мĕшĕнче уçăлĕç. Шкулсен çумĕнче йĕркеленекен лагерьсене пурĕ 600 ача çỹрĕ. Хула çумĕнчи лагерьсенче канакансене 33 путевка тивĕçет.
Леонард Левый Тăвай муниципалитет округĕнче майăн 27-мĕшĕнче «Лучшие на селе» ятпа иртекен агроволонтерсен слетне тата Шупашкарта «Амазони» этнопаркра Елчĕксен ентешлĕхĕн уявне хутшăнма делегатсем хатĕрлес ыйтупа калаçрĕ.
Канашлу вăхăтĕнче ытти актуаллă ыйтусене те сỹтсе яврĕç.
Е.ПЕТРОВА.