Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пиртен пĕри»

«Пиртен пĕри»

Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн кĕске фильмĕ ку. Пултарулăх ушкăнĕ И.Я.Яковлева халалланă ĕçре патриарх пурăннă, вĕреннĕ, ĕçленĕ вырăнсене — Чĕмпĕре тата Хусана — çитнĕ.

Фильмра чăваш алфавитне хатĕрленĕ тапхăра сăнланă. Тĕп рольте — Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Григорий Петров. Ытти сăнарсемпе Александр Кураков (Н.Ильминский), Сергей Иванов (Н.Золотницкий) сцена ăстисем историе кĕрсе юлĕç.

Кинона Чăваш наци библиотекинче пуçласа кăтартнă. Унта хутшăннă РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Цифра министрĕн çумĕ Анна Иванова картинăна пысăк хак панă, ăна хатĕрлес ĕçре федераци телекомпанийĕсен эксперчĕсен шухăшне тĕпе хунине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code