Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăрăм каччи — мастер

Тăрăм каччи — мастер

Хусан хулинчи кире пуканĕ йăтакансен Пĕтĕм Раççейри «Жеребцов мемориалĕ» ăмăртăвĕнче Чăваш Ен команди виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Эстафетăра вара чăвашсене çитекенни пулман. Александр Павлов (Кавал), Евгений Сетямин (Улатăр), Александр Константинов (Тăрăм), Денис Михайлов (Çĕнĕ Эйпеç) çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Çакна уйрăмах палăртма кăмăллă: А.Константинов унта пуçласа Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Олег Федоров пĕрремĕш тренерĕн вĕренекенĕ хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăха туптать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code