Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуласлăхĕ пысăк

Пуласлăхĕ пысăк

«Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă» ваттисен сăмахĕ хăйĕн пĕлтерĕшне нихăçан та çухатмасть. Ăна Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Арсений Адюковпа çыхăнтарни те вырăнлă тесе шутлатăп. Пĕчĕк-ха вăл, 2-мĕш класа çеç çỹрет. Çапах та пултарулăхĕ епле тапса тăрать унăн!

Арсений çитĕнекен çемьере виçĕ ывăл. Вăл — вăталăххи. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене ĕçпе воспитани парассине уйрăмах мала хурать. Пахчара та, выльăх-чĕрлĕх витинче те аслисемпе пĕрле тăрмашаççĕ пĕчĕкскерсем.

Арсений вĕренỹре те тăрăшуллă. Класс тулашĕнчи мероприятисене хастар хутшăнать. 1-мĕш класранпах спектакльсенчи тĕп сăнарсене вылять. Вĕсене ăста калăпланипе паллă вăл.

Уроксем хыççăн пушă вăхăт çук ачан: килти ĕçсене вĕçлесенех Елчĕкри «Улăп» ФОКа васкать. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çỹрет вăл унта. Мал ĕмĕтлĕ ачан çитĕнĕвĕсем те куç кĕрет. Тутарстан Республикинчен, Чĕмпĕр, Санкт-Петербург хулисенчи ăмăртусенчен призер пулса таврăннă вăл.

Маттур ачана ашшĕ-амăшĕ ăнланни, пулăшни вăй парать, çитĕнỹсем тума пулăшать. Эпир те ăнăçу сунатпăр ăна.

Ольга КАЗНАЧЕЕВА,
Аслă Елчĕк шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code